Среда, 24 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Алли ылтăн унăн

Алли ылтăн унăн

Ялта пурăнакансем кашниех пĕр-пĕрне лайăх курса-пĕлсе тăраççĕ. Пĕр сывлăшпа сывлаççĕ тейĕн.

Тăрăм ялĕнчи Виталий Тихонова вара тăван тăрăхра çеç мар, округра та пĕлекен, паллакан йышлă. Пысăк квалификациллĕ газоэлектросварщик Шупашкарти 18-мĕш номерлĕ училищĕренех 5-мĕш разрядлă специалист пулса тухнă та! Кунашкалли питĕ сайра пулать. Крымра çар службинче тăнă çулсенче те, строительсен полкĕнче пулнăран, хăйĕн юратнă ĕçĕсĕр хăварман ăна.

Салтак тумне хывсан Виталий Ильич тăватă района пĕрлештерсе тăнă мелиораци предприятийĕнче 10 çул ĕçленĕ. Унчченхи тапхăрсенче алюмини пăрăхсене юсасси — ирĕлтерсе çыпăçтарасси питĕ чăрмавлă, кăткăс ĕç шутланнă. Çакна тума кашни сварщик пултарайман.

Хăйĕн специальноçĕпе мар пулсан та, В.Тихонов Тăрăм шкулне ĕçе вырнаçать. Пуçарулăх кăтартса кунта та вăл пĕтĕм ăшă пăрăхне тĕпрен юсаса çĕнетет. Кăмăлĕ уçă та, ыйтакана хуть те хăçан пулăшу аллине тăсать вăл.

«Рассвет» хуçалăхра ĕçленĕ çулсенче те хăйĕн анлă квалификацилĕхĕпе палăрать. Ĕç çи çитсен комбайн штурвалне алла тытать.

Малаллахи ĕç биографине «ДПМК «Яльчикское» сахал яваплă обществăпа çыхăнтарать. Кунта тĕрлĕ йышши хăватлă техникăна «чун» кĕртмелле. Округра çỹп-çап пухмалли площадкăсем пирки сăмах тухнă та, каллех Виталий Ильичсăр май килмен: 120-рен 43-шне вăл хатĕрленĕ. Елчĕкри нумай хваттерлĕ çуртсен умĕсенчи эрешленĕ саксене курнă-и? Вĕсем те унăн алли витĕр тухнăскерсем. Кĕçĕн Таяпа, Элекçей Тимеш, Елчĕк, Таяпа Энтри ялĕсенче çĕнĕ шыв башнисем вырнаçтарнă, Çĕнĕ Пăваран Аслă Шăхальне каçмалли кĕпере юсанă, шкулсемпе ача сачĕсенчи ăшă пăрăхĕсене улăштарнă, Курнавăш, Елчĕк, Тĕмер чиркĕвĕсенче юсав ĕçĕсем пурнăçланă. Тăрăм чиркĕвне никĕсрен çĕклесе хута яричченех вăй хунă… Ялта пĕр кил-хуçалăхра та унăн алли сĕртĕнмесĕр тунă тимĕр ĕçĕ çук-тăр. Яваплă, тăрăшуллă, палăртнине яланах вĕçне çитерекен çын вăл.

— Ĕçе куллен савăнăçпа, тулли кăмăлпа утнă, — чунĕпе те уçă иртнĕ кунсенче 60 çул тултарнăскер, — чи кирли — кирек мĕнле ĕçе юратса пурнăçлани. Çавăн чухне çеç пурнăçра хавхалану, малашлăх тĕллевĕсем çуралаççĕ. Ун пек чухне тата ытларах тăрăшас килет.

2017 çулта харсăрскерĕн сăнне округри Хисеп хăми çине вырнаçтарнă, «Округри чи лайăх строитель» ят панă.

В.Тихонов сăпайлă çын, çав хушăрах хăюллă та. Пĕр çулхине ирех Елчĕке ĕçе кайма тухсан ял вĕçĕнчи пĕр çуртра газ баллонĕ çурăлнăран пушар тухнă. Вăл нумай шутласа тăмасть — çулăмпа алхасакан пỹрте вирхĕнсе кĕрет, пĕччен пурăннă хĕрарăма урама илсе тухса вилĕмрен çăлса хăварать. Ку пулăм пирки сăмаха вĕçлес умĕн çакна каласшăн: темшĕн ял тăрăхĕн ун чухнехи тата пушар хуралĕн ертỹçисем паттăрла тĕслĕхе «асăрхамасăр» хăварнă.

Виталий Ильич, мăшăрĕпе Римма Алексеевнăпа, икĕ ывăл çитĕнтернĕ. Вĕсем тата мăнукĕсем ашшĕ-амăшĕн пысăк савăнăçĕ, шанăçĕ.

Людмила ЕНЕДЕРОВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code