Среда, 29 мая, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Елчĕк тăрăхĕнче — патшалăх ветеринари службин ертỹçи

Елчĕк тăрăхĕнче — патшалăх ветеринари службин ертỹçи

Елчĕк тăрăхĕнче ĕçлĕ визитпа республикăри патшалăх ветеринари службин ертỹçи Александр Шакин пулнă.

Вăл малтанах округри выльăх-чĕрлĕх чирĕсемпе кĕрешекен станцире пулса курнă, коллективпа тĕл пулнă, кунти ветеринари аптекипе, гаражсемпе паллашнă.

Çавăн пекех хальхи вăхăтра кун йĕркинче ялан çивĕч тăракан ыйтусене — хуçасăр йытăсене тытса усрасси, выльăх-чĕрлĕхе идентификаци тăвасси тата шута илесси, хуçалăх кĕнекисене электронлă майпа йĕркелесси, Чăваш Республикинчи эпизооти лару-тăрăвĕ çинчен сỹтсе явнă.

Аса илтеретпĕр, Мари Эл Республикинче кайăк-кĕшĕк грипне тупса палăртнă. Çапла майпа кăçалхи майăн 4-мĕшĕнчен пуçласа Йошкар-Олари уйрăм территорисенче кайăк-кĕшĕк грипĕнчен асăрханса чару мероприятийĕсене йĕркеленĕ. Патшалăх ветеринари службин ертỹçи хăрушă чиртен асăрханасси пирки аса илтернĕ. Çĕпĕр язви, сыснасен Африка чуми, уртаракан чирсен тĕлĕшпе профилактика ĕçĕсене пурнăçласси те малти вырăна тухса тăрать.

Александр Шакин муниципалитет округĕн пуçлăхĕпе — Леонард Левыйпа та тĕл пулнă.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code