Воскресенье, 26 мая, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Пуласлăх — çамрăксенче

Пуласлăх — çамрăксенче

Агроволонтерсен «Ялта чи лайăххисем» черетлĕ слечĕ кăçал Тăвай тăрăхĕнчи «Упа кĕтесĕ» кану базинче иртрĕ.

Унта республикăри тĕрлĕ кĕтесрен пухăннă ял хуçалăхĕнче, вĕрентỹре, культурăра, сывлăх сыхлавĕнче, муниципалитет влаçĕн тытăмĕнче тăрăшакан çамрăксем ЧР Пуçлăхĕпе Олег Николаевпа, ЧР ял хуçалăх министрĕпе Сергей Артамоновпа куçа-куçăн тĕл пулса тĕрлĕ ыйту хускатрĕç. Çамрăксем яла юлччăр тесен мĕн тумалла? Яш-кĕрĕм валли ялта тĕпленсе пурăнма мĕнле условисем туса памалла? Патшалăхран çамрăксене мĕнле пулăшу тивет?

Пысăк пĕлтерĕшлĕ мероприятие округран та йышлăн хутшăнтăмăр. Вĕсен пысăк пайĕ — 35 çула çитмен çамрăксем. Агрослет географийĕ çултан-çул анлăланса, унта хутшăнакансен йышĕ ỹссе пыни савăнтарчĕ. Йĕркелỹçĕсем яшсемпе хĕрсем валли пуян программа хатĕрленĕ, уçă калаçусем, «çавра сĕтелсем», ăсталăх класĕсем, спартакиада, культура мероприятийĕсем çамрăксене хăйсен пултарулăхне тĕрлĕ енлĕ кăтартма, ыттисен опычĕпе паллашма май пачĕ. Слета палатка лагерĕн формачĕпе йĕркеленĕ. Ку проект «Пĕрлĕхлĕ Раççей» партин «Раççей ялĕ» проекчĕ пулăшнипе пурнăçланать. Унăн тĕп тĕллевĕ — ялти çамрăксене агроволонтерсен ĕçне явăçтарасси, вĕсене тĕл пулма, çивĕч ыйтусене сỹтсе явма хутшăнма вырăн йĕркелесси. Кунта темиçе тĕрлĕ лапам ĕçленĕ май Елчĕксем те хăйсене тĕрлĕ енлĕ кăтартма пултарчĕç. Пурте пĕр çын пек ĕçлени çитĕнỹсем тума та пулăшрĕ.

Территорине тирпей-илем кĕртес енĕпе ирттернĕ номинацинче эпир начар мар кăтартупа палăртăмăр — 18 командăран 3-мĕш пултăмăр. Лаш Таяпари акар йытăсен питомникĕн ертỹçине Леонид Князева пысăк тав сăмахĕ каласа хăварас килет. Питомникре упранакан тĕрлĕ хатĕрсем пулăшнипе эпир туризм темине анлăн çутатрăмăр. Хатĕрсемпе ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев та кăсăкланса паллашрĕ, Елчĕк тăрăхĕнче пулсан асăннă питомнике çитсе курма шантарчĕ.

Спортăн 5 тĕсĕпе йĕркеленĕ спартакиадăна хутшăннă спортсменсене уйрăммăн палăртса хăварас килет. Чылайăшĕ унта хутшăнас тесе Мускав çулне кĕскетнĕ. Кире пуканĕ йăтса хăйсен виçе категорийĕсенче Тăрăмри Дмитрий Енедеров — пĕрремĕш, Александр Константинов — 2-мĕш, Аслă Шăхальти Мария Николаева — 2-мĕш, Хăвăлçырмари Илья Кузьмин 3-мĕш вырăнсене тивĕçрĕç.

Елчĕксем юрă-кĕвĕре те маçтăр пулнине кăтартса пачĕç. Елчĕк округĕн мухтавлă ывăлне, Украинăри ятарлă çар операцине хутшăнса паттăрла вилĕмпе пуçне хунă ентешĕмĕре — пĕтĕм Раççейри йывăр атлетика турнирĕсен çĕнтерỹçине Павел Портнова халалласа юрланă «Встанем» юрра Евдокия Егорова чуна витермелле шăрантарчĕ. Павел иртнĕ çул агрослетăн активлă участникĕ пулнăччĕ, çак юрра итленĕ май куçсем вĕри куççульпе тулчĕç.

Кăвайт умĕнче юрă юрлассипе те палăрчĕ пирĕн яш-кĕрĕм.

— Мана кунта питĕ килĕшрĕ. Хам валли çĕнĕ туссем тупрăм. Çамрăксем çине пысăк тимлĕх уйăрни кăмăла çĕклерĕ. Тĕрĕссипе каласан, яш-кĕрĕм валли çакăн пек пысăк пĕлтерĕшлĕ мероприятисем питех нумай мар пирĕн. Агрослет яшсемпе хĕрсен тĕрлĕ енлĕ пултарулăхне кăтартма май панипе пĕрлех тавра курăмне аталантарма, хăйĕн пурнăçĕнчи вырăнне тупма пулăшать, — пĕлтерчĕ хăй шухăшне агрослета хутшăннă Светлана Усанова (Елчĕк).

Çак слета хутшăннă кашни çамрăка тав сăмахĕ калас килет. Округ пуçлăхĕ Леонард Левый вĕсене пурне те пуçтарса çавра сĕтел хушшинче калаçу йĕркелерĕ, пултарулăхпа тата пуçарулăхпа палăрнăшăн пысăк тав сăмахĕ каларĕ. Çавăн пекех спонсорсене — Илья Григорьев уйрăм пайтаçăна, Елчĕкри çăкăр завочĕн директорне Александр Филиппова, «Прогресс», «АСК-Яльчики», «Клевер» хуçалăхсене, фермерсене пысăк тав сăмахĕ калатпăр.

Марина ВАСТУЛОВА.

Сăн ỹкерчĕкре: агрослета хутшăннисен пĕр ушкăнĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code