Среда, 21 февраля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Ĕне выльăха биркăлаççĕ

Ĕне выльăха биркăлаççĕ

Мăйракаллă шултăра ĕне выльăхпа сурăх-качакана биркăлас ĕç, çапла майпа асăннă выльăх-чĕрлĕхе пĕрлехи информаципе автоматизаци тытăмĕн учетне илесси тата тỹлевсĕр регистраци тăвасси округ территорийĕнче малалла пырать.

Кăçалхи майăн 22-мĕшĕ тĕлне муниципалитет округĕнче 2099 пуç ĕне выльăхпа 665 пуç качака-сурăха биркăланă. 1669 пуç мăйракаллă шултăра ĕне выльăхпа 196 пуç качака-сурăха пĕрлехи информаципе автоматизаци тытăмĕн учетне илнĕ тата тỹлевсĕр регистраци (Регагро) тунă.

2023 çулхи апрелĕн 1-мĕшĕ тĕлне илсен, округри уйрăм хушма хуçалăхсенче 4245 пуç мăйракаллă шултăра выльăх, çав шутран 2137 пуç сăвăнакан ĕне шутланать.

Маркировка выльăх-чĕрлĕхе шутра тытма, санитари тĕлĕшĕнчен тĕрĕслесе тăма, чир-чĕр ерсен вăл сарăласран упранма пулăшать.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code