Пятница, 11 октября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Общество и право > Ултав вăлтине ан çакланăр!

Ултав вăлтине ан çакланăр!

Информаципе телекоммуникаци хатĕрĕсемпе усă курса мошенниксем хăйсен усал шухăшĕсене тăтăшах пурнăçа кĕртеççĕ. Çакна кашниех пĕлет пулин те, вĕсен «вăлтине» çакланакансен йышĕ ỹссех пырать.

Кăçалхи 5 уйăхра кăна республикăра ултавçăсемпе çыхăннă 1754 (иртнĕ çул — 1383) преступление регистрациленĕ. Çав шутран «банк тата право органĕсен сотрудникĕ» тесе шăнкăравланисем — 485 (218). Кỹнĕ сиен пĕтĕмпе 212234375 тенкĕпе танлашать.

Ют укçана хапсăнакансем ватсап, вайбер, телеграм тата ытти мессенджерсем урлă ĕçлесси анлă сарăлнă. Вĕсем хăйсен çăткăнла операцине пурнăçланă май «клиента» телефонĕ çине тĕрлĕ программа вырнаçтарма сĕнеççĕ. Вăл «тĕлĕнтермĕш-программа», «мошенниксенчен хỹтĕленмелли программа» имĕш. Çакнашкал çĕнĕ ултав меслечĕпе усă курса 5 уйăхра 52 преступлени йĕркеленĕ. 43 тĕслĕхĕнче çынсем «Rustdesk» текен программа вырнаçтарнă телефонĕ çине.

Тимлĕх пирки тăтăшах аса илтеретпĕр пулин те, шăнман пăр çине ларакансем çине-çинех. Çавăнпа татах асăрхаттаратпăр: полици ĕçченĕсем сирĕн пата кредит таврашĕ пирки нихăçан та шăнкăравламаççĕ; сирĕн карттăран укçа «вăрлама» пикеннисенчен хỹтĕлес тĕллевпе код номерĕсене е ытти даннăйсене ыйтсан ан пĕлтерĕр; çăмăллатнă кредит пама шантарнине ан ĕненĕр…

Мошенниксен кирек мĕнле ултавĕнчен сыхланмалли чи лайăх мел — калаçăва чарса лартасси. Телефона тỹрех сỹнтерĕр! Унашкал самантра хăвăра алла илĕр, лăпланăр. Çывăх тăванăрсемпе е юлташăрсемпе çыхăнса ыйтăва уçăмлатăр.

Людмила ЕГОРОВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code