Пятница, 11 октября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Çĕнтерỹ парадне хутшăннă

Çĕнтерỹ парадне хутшăннă

Паян манăн вулакана ентешĕмĕр — Çĕнтерỹ Парадне хутшăнма тивĕçнĕ, Г.Жукова хăйĕн куçĕпе курнă танкист Александр Федорович Миронов çинчен каласа кăтартас килет.

Чăн-чăн патриот, кăвар чĕреллĕ чăваш Кивĕ Арланкасси ялĕнче кун çути курнă. 14 çултах тăван колхоз ĕçне хутшăннă ача. 19 çулта ăна колхоз председателĕсен курсне вĕренме янă. Каярах вăл «Комсомолец» колхозра ертỹçĕре тăрăшнă. 1935 çулта ял хĕрĕпе Агрепина Степановнăпа çемье çавăрнă.

1937 çулта Александр служба ретне тăрать — çар тивĕçне 1937-1940 çулсенче Ленинград çар округĕнче пурнăçлать. Финсемпе çапăçма та тỹр килет ăна. Танкист пулнă май çамрăксене те çак ĕçе вĕрентет. Службăра тăнă вăхăтра ялтан ывăлĕ вилнĕ пирки хыпар илет салтак. Пысăк хуйха йывăрпа ирттерет вăл. 1940 çулта тăван яла таврăнсан тỹрех бригадир ĕçне кỹлĕнет. Вăхăт иртнĕ май тепĕр ывăл çут тĕнчене килет мăшăрăн.

Телейлĕ пурнăçа вăрçă татать. 1941 çулта Тăван çĕршыва хỹтĕлеме фронта хăй ирĕкĕпе тухса каять А.Миронов. Канашран Свердловск хулине илсе çитереççĕ ăна. Малтанах танк училищинче пĕлỹ илсен фронта яраççĕ. Вăрçăра ялтан тепĕр хăрушă хыпар та илет арçын — иккĕмĕш ывăлĕ те чире пула пурнăçран уйрăлнă. Пысăк хуйха пусарса малалла çапăçать вăл.

Вăрçă пĕтсен Çĕнтерỹ парадне хутшăнать, Сталинăн Тав çырăвне тивĕçет. 1945 çулхи октябрь уйăхĕнче тăван яла таврăнать арçын. Кладовщикре, колхоз председателĕн çумĕнче, председательте вăй хурать. Мăшăрĕпе Агрепина Степановнăпа тăватă ывăл та пĕр хĕр çуратса ỹстерсе пурнăç çулĕ çине кăларнă.

А.МИХЕЕВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code