Воскресенье, 14 июля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Проект пулăшнипе — çĕнĕ çул

Проект пулăшнипе — çĕнĕ çул

Регион шайĕнче йышăннă проектсен тĕп тĕллевĕ — халăх пурнăçне лайăхлатасси. Тĕрлĕ пысăк калăпăшлă ĕçсене пурнăçлама ял çыннине «Пуçару бюджечĕ» пулăшу парать.

Тăрăм территори пайĕнчи Кипеç ялĕнче асăннă проект пулăшнипе Озерная урамри 1-мĕш çурт умĕнчен пуçласа 37-мĕш çурт таран хытă сийлĕ çул сарнă. Ĕçе округри «ДПМК Яльчикское» ООО пурнăçланă. Контрактăн пĕтĕмĕшле хакĕ 1 004 998 тенкĕ (муниципалитет округĕн бюджетĕнчен 100 499,80 тенкĕ, республика бюджетĕнчен 803 998,40 тенкĕ уйăрнă, халăхран пухнă нухрат 100 499,80 тенкĕпе танлашнă).

Çак урамра пурăнакансем çуллахи çумăрсем вăхăтĕнче, çуркунне тата кĕркунне пылчăк çăрса самай нушаланнă. Вак чул сарнă çĕнĕ çулпа вĕсем питĕ кăмăллă пулнине палăртнă.

Е.ПЕТРОВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code