Вторник, 16 июля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Образование > Малашлăха!

Малашлăха!

Елчĕк округĕнчи шкулсенче 11 класс пĕтернĕ 84 хĕрпе каччăшăн эрнекун сыв пуллашу каçĕ иртнĕ.

Пурнăçăн анлă çулĕ çине тухнисене шкул директорĕсем, класс ертỹçисем, ашшĕ-амăшĕ саламланă. Ачасем вара вĕсене хăйсене чăтăмлăн пĕлỹ тĕнчипе илсе пынăшăн тав тунă.

Алла аттестат илнисенчен чылайăшĕ предмет олимпиадисенче, пултарулăх конкурсĕсенче, спорт ăмăртăвĕсенче округ чысне тĕрлĕ шайра ăнăçлă хỹтĕленĕ. Вĕсенчен 6-шĕ медальсене тивĕçни çакна çирĕплетет те. Уявсенче вĕренỹпе обществăлла ĕçсен хастарĕсене Хисеп грамотисемпе, Тав хучĕсемпе чысланă.

…Сыв пуллашу каçĕсенчи шкул вальсĕ, хумхануллă юрă-кĕвĕ, салют… ĕнерхи шкул ачисен асĕнче нумайлăха юлĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code