Среда, 21 февраля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Округри ялсенче

Округри ялсенче

Элпуç. Çак кунсенче Николай Васильевичпа Раиса Михайловна Лапшинсем пурнăç çулĕпе пĕрле утма пуçланăранпа 60 çул çитнине паллă тунă. 2018 çулта «Юратупа шанчăклăхшăн» медале тивĕçнĕ ватăсем ĕмĕрне тăван хуçалăхра тỹрĕ кăмăлпа ĕçлесе ирттернĕ. Пилĕк ывăл çитĕнтернĕ вĕсем, паян 7 мăнукĕпе тата 2 кĕçĕн мăнукĕпе савăнаççĕ.

Телейлĕ мăшăра Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев саламланă.

Хăвăлçырма. 50 пин çын таранччен пурăнакан ялсенчи культура çурчĕсен пурлăхпа техника никĕсне аталантарас тата çирĕплетес тĕлĕшпе йышăннă республика программипе килĕшỹллĕн ялти клубра вак-тĕвек юсав ĕçĕсем ирттернĕ.

Тĕрĕссипе, «вак-тĕвек» тесе те калаймăн: пăхса хăварнă 1770 пин тенкĕпе «Герса» сахал яваплă общество алăксене, ăшă пăрăхĕсене, урайсене улăштарнă, сцена тата зал стенисене тикĕслесе сăрланă.

Лаш Таяпа. Ялти вулавăшра Эльвира Михеева библиотекарь Чăваш Республикин кунне халалласа «Тăван ен — çĕршывăн пĕр пайĕ» краеведени программи йĕркеленĕ. Унта хутшăннисем патшалăх символĕсемпе паллашнă, гимнсем юрланă. Слайдсене пăхнă май республикăри хуласенчи паллă вырăнсене «çитсе килнĕ». Хăй тĕллĕн вĕреннĕ Иван Сметанин ỹнерçĕн куравĕн презентацине те унтах йĕркеленĕ.

Сăрьел. Вырăнти пуçарулăха тĕпе хурса Тукай урамĕн 12-мĕш çуртĕнчен пуçласа масара çитичченхи çула чул сарса хытарнă. Объекта округри Депутатсен пухăвĕн депутачĕ Вячеслав Сядуков ертсе пыракан «ДПМК «Яльчикское» сахал яваплă общество ĕçченĕсем срокра тата пахалăхлă пурнăçланă. Расхутланă сумма — 1047692 тенкĕ. Çакăнта тепĕр депутат — «Энтепе» хуçалăх пуçлăхĕ Андрей Васильев тăрăшнипе дирекци 104769 тенкĕ хывнă.

Тỹскел. Нумай функциллĕ культурăпа кану центрĕнче Елчĕкри вăтам шкул çумĕнчи «Романтики» сывлăх лагерьне çỹрекенсем пулнă. Вырăнти ĕçченсем вĕсемпе патриотизм сехечĕ ирттернĕ: ентешсен вăрçăри тата тылри паттăрлăхĕпе хастарлăхĕ çинчен каласа панă, документлă фильм кăтартнă.

Елчĕк. «Чăваш Енри хĕрарăмсен союзĕ» обществăлла организаци йĕркеленĕ «Эпĕ — хĕрарăм» конкурсра пирĕннисем те хăйсен ятне пĕлтернĕ.

«Пысăк чĕре» ятарлă номинацире Елчĕкри психологипе педагогика, медицина тата социаллă пулăшу паракан центрăн учитель-логопечĕ Лариса Смирнова çĕнтернĕ. Лариса Владимировна калаçу енĕпе юлса пыракан ачасемпе 24 çул ĕçлет.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code