Воскресенье, 14 июля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Культура > Юрă-ташă кăна мар…

Юрă-ташă кăна мар…

Республикăн патшалăх кунĕпе çыхăннă мероприятисем кăçал Шупашкарпа Çĕнĕ Шупашкар хулисенче иртнĕ.

Программа питĕ пуян, кашни мероприятирех халăх йышлă пулнă. Ачасен çулталăкне шута илсе кĕçĕннисене те манса хăварман. А.Г.Николаев ячĕллĕ кану паркĕнче йĕркеленĕ регионсем хушшинчи «Ача-пăча Акатуйĕ» фестивале 600 яхăн çын хутшăннă. Вăл пысăк вăйă картипе вĕçленнĕ. «Раççей çăлкуçĕсем» фестиваль, Пĕтĕм Раççейри çамрăксен нацисем хушшинчи «Культура диалогĕ» лагерь, фейерверксен фестивалĕ…

Уяв пĕтĕмпе 4-5 куна тăсăлнă май, хуласенчи тĕрлĕ площадкăсенче чылай спорт ăмăртăвĕ йыхравланă куракансене. Хĕрлĕ тỹремре, акă, «Кĕрешỹ» тупăшăвĕнче 20 çамрăк вăй виçнĕ. Уйрăмах Чăваш Ен Пуçлăхĕн Кубокне çĕнсе илессишĕн иртнĕ рысаксен чупăвĕ нумайлăха асра юлĕ. Ăна Патăрьел арĕ, республикăри лаша спорчĕн шкулĕн директорĕ Валерий Краснов тивĕçнĕ. «Зов Предков» лашипе вăл 2400 метра чи малтан вĕçленĕ.

Республика кунĕ — юрă-ташă çеç мар. Вăл ĕçлĕ килĕшỹсем, тĕл пулусем йĕркелесси те. Шупашкарти экономика форумĕ çакна черетлĕ хут кăтартса панă та. Унта регионăн вăй-хăватне, правительствăн ĕçĕ-хĕлĕн тухăçлăхне хаклама, тĕллевсем палăртма меллĕ.

Раççейри çамрăксен комитечĕ уяв тĕлне пысăк парне тунине те палăртмалла: регионти çамрăксен проекчĕсене тата инфраструктурине аталантарас тĕлĕшпе 127 миллион тенкĕлĕх субсиди уйăрнă.

Республика кунĕнче патриотла акцисене те анлă çул панă.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code