Понедельник, 9 декабря, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Курмалли — юнашарах

Курмалли — юнашарах

Шăмăршăри «Чăваш вăрманĕ» Наци паркĕ пирки илтмен çын сахал пулĕ. Анчах унта пулса курнисем пур-и?

«Чăваш вăрманĕ» Наци паркĕн тăршшĕ — 24 километр, сарлакăшĕ 17 километр. Парк 2011 çулта «Тĕнчери çичĕ тĕлĕнтермĕш» конкурс çĕнтерỹçи пулса тăнă, Чăваш Ен ятне тата та çĕкленĕ. Шăмăршă муниципалитет округĕн территорийĕнче вырнаçнăскер, парк Ульяновск облаçĕпе чикĕленет, Упамсапа Пасна çырмисен тĕлĕнмелле илемлĕ çут çанталăк пуянлăхне упрать. Кунта 1 пине яхăн тĕрлĕ ỹсен-тăран (çав шутра аллăшне — Чăваш Республикин Хĕрлĕ кĕнекине кĕртнĕ), сĕтпе тăранса пурăнакан 40 тĕрлĕ ытла чĕр чун, 186 тĕрлĕ вĕçен кайăк, 248 тĕрлĕ хурт-кăпшанкă тĕл пулма пулать.

Парк территорийĕнче сунара тухма юрамасть, çавна пулах чĕр чун тĕнчи пуянланса пырать. Экологи туризмĕ йĕркелени «Чăваш вăрманĕ» Наци паркне килсе курма илĕртсех тăрать.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code