Суббота, 2 декабря, 2023   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Аслă Елчĕксем харсăр чăннипех!

Аслă Елчĕксем харсăр чăннипех!

Округра вырма каçалăкне уçакансем кăçал та, иртнĕ çулхи пекех, Ленин ячĕллĕ ял хуçалăх производство кооперативĕн çĕр ĕçченĕсем пулчĕç.

Петр Патшинпа Александр Филимонов механизаторсем КСУ-1 йышши агрегатпа улшăнса ĕçлесе иртнĕ эрнере — кĕçнерникунпа эрнекун 60 гектар çинче çитĕннĕ пăрçана çулса кушăхтарма паккуссене хыврĕç.

— Юлашки çулсенче пăрçан «Ульяновец» сортне çитĕнтеретпĕр. Кирек хăш çанталăк условийĕнче те пĕр пекрех тухăç алла илнĕ. Ытти тĕш тырă культурисемпе танлаштарсан, пăрçа сахалрах тухăç панине (1 гектартан 30 центертан ытла мар) шута илмесĕр, малашне унăн лаптăкне тата ỹстерме шутлатпăр. Мĕншĕн тесен ытти тырăпа танлаштарсан унăн сутлăх хакĕ пысăк, ăна туса илнин тăкакĕсем — ытти чухнехи пекех, унсăр пуçне, çак белокпа пуян культура выльăх-чĕрлĕхшĕн те усăллă, — терĕ Валерий Падуев председатель.

…Эдуард Волков тĕп агроном ĕнер ирхине 7 сехетрех хир тăрăх çаврăннă хыççăн вăхăта сая ямасăр пăрçана çапса тĕшĕлеме тухасси пирки председателе пĕлтерчĕ. Валерий Петрович, паллах, унăн шухăшĕпе тĕпрен килĕшсе механизаторсене яваплă ĕçре ăнăçу анчах сунма пултарчĕ.

Вăхăт нумаях та иртмерĕ, техника паркĕн территорийĕнчен пĕр харăс 3 комбайн хускалса уй-хир енне мăнаçлăн шурĕç. Штурвалсем çирĕп алăсенче, вĕсене Сергей Шепиновпа Кирилл Падуева, Николай Горшковпа Николай Падуева шанса панă.

…Аслă Елчĕксем харсăр çав, чăннипех те. Владимир Чернов хресчен (фермер) хуçалăхĕнче те пăрçа çулма тухнă. Борис Адюков механизатор яваплă ĕçе пысăк хавхаланупа пикенчĕ.

Хресчен (фермер) хуçалăхĕнче çак культура валли кăçал 50 гектар чухлĕ лаптăк уйăрнă.

Светлана АНАТОЛЬЕВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code