Среда, 21 февраля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Кашлатăрах Рифкат бабай аллейи

Кашлатăрах Рифкат бабай аллейи

Елчĕк муниципалитет округĕнче тĕлĕнмелле пултаруллă çынсем пурăнаççĕ. Кирек мĕнле ĕçе те тĕплĕ пурнăçласан çав шая çĕкленме пулать иккен.

Каникул вăхăтне пăхмасăр хăйне евĕрлĕ экскурсире пултăмăр эпир, юнашарти Сăрьел ялĕнче пурăнакан Рифкат Харисов патне çитсе килтĕмĕр. Ăна округра пĕлмен çын çуках пулĕ. 83 çулхи Рифкат бабай çулне кура мар хастар. Вăл ыр кăмăллăх акцисене ялан хутшăнать, пулас кĕнеке авторĕсене пулăшу аллине тăсать, сумлă юбилярсене саламлать…

Рифкат Сабирович хăйĕн килĕ çумĕнче Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче çĕнтернĕренпе 45 çул çитнине халалласа аллея лартса ỹстернĕ. Ачасемпе кăсăкланса паллашрăмăр пĕчĕк вăрман тăрăхĕпе. Кунта темĕн тĕрлĕ йывăç та пур: хыр, чăрăш, çăка, пилеш, каштан. Кăçал та чылай хыр лартса хăварнă. Ырлăхра туйса илетĕн унта хăвна. Темĕн те пĕлесшĕн çунакан ачасем тăрăшуллă аллея хуçине ыйтусемпе «тапăнчĕç» кăна. Вăл вара кашни хунава ăçтан кỹрсе килнине, вĕсене хăçан лартнине тĕпĕ-йĕрĕпе каласа пачĕ.

Тĕл пулупа кăмăллă юлнă ачасене тутлă апат-çимĕçпе сăйлама та, парнесем пама та мехел çитерчĕ вăрçă ачи.

Рифкат бабай аллейи хăйне кура астăвăм. Яланах кашлатăр вăл.

Мария ШАВКИНА.
Кушкăри вăтам шкул.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code