Вторник, 25 июня, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Чи кирли — халăхпа килĕшỹре пурăнни

Чи кирли — халăхпа килĕшỹре пурăнни

Курнавăш территори пайĕнчи 7 ялти (Курнавăш, Çуткỹл, Вырăскасси, Турхан, Çĕнĕ Пăва, Кĕçĕн Шăхаль, Аслă Шăхаль) 1001 хуçалăхра 2146 çын пурăнать: вăл шутран 1126 арçын, 1020 хĕрарăм. Ĕçлеме пултаракан 1162 çын шутра тăрать, 613 пенсионер. 18 çула çитменнисем 280 ача, вăл йышран шкул çулне çитейменнисем — 93.

Территори пайне 5 çул Алексей Мартышкин ăнăçлă ертсе пырать. Яваплă ĕçре мĕнле енсем пулăшса пыни пирки ыйтсан Алексей Герасимович çапларах хуравлать:

— Халăхпа пĕр чĕлхе тупма пултарни тата ĕçлес кăмăл пысăк пулни. Кирек хăш ĕçре те хăнăху кирлĕ, вăл вара çулсем иртнĕ май туптанать. Ертỹçĕ тилхепине тытсан халăх ырласа тата шанчăклă куçпа пăхни, пĕрле килĕшỹре ĕçлеме, кирлĕ пулсан ĕçпе е канашпа пулăшма хатĕр пулнине кăтартни паянхи кун та малалла çирĕппĕн пусăмлама вăй-хăват парать.

Чăн та, территори пайĕн аталанăвĕ унта пурăнакан кашни çын пĕр-пĕрне шанса обществăлла ĕçсене хастар хутшăннинчен, пуçаруллă пулса ыттисемшĕн те тăрăшма ăнтăлнинчен килет. Пур ĕçе те пĕр харăс тума май çук. Килте килĕшỹре пурăнса кашни кун пĕрер пăта çапса пырсан пурнăç малаллах каять теççĕ. Кунта та çаплах — пĕр тĕвĕре пулса халăх пурнăçĕпе хăтлăхĕшĕн тăвакан ĕçсене кунран-кун, çулран-çул пурнăçласа пымалла.

Халăх пуçаруллă тенĕрен, вăл час-часах сĕнỹсем тăратса пынăран чылай ĕç пурнăçлама май килет. Ял çыннине чи малтанах çул-йĕр тивĕçлĕ шайра пулни савăнтарать. Иртнĕ çул анчах Курнавăшри Мельничная урамри çул-йĕр çинче юсав ĕçĕсене 335 000 тенкĕлĕх пурнăçлама май килнĕ. Çавăн пекех ялти Западная, Çĕнĕ Пăвари Молодежная, Садовая урамсене те юсама май çитернĕ. Мĕн пур ялти урамри çулсен паспорчĕсене туса хатĕрленĕ. Кăçал вара Çĕнĕ Пăвари Восточная урама вак чул сарнă, Турханти Молодежная урама юсассине сентябрь уйăхĕччен вĕçлемелле. Çапла майĕпен-майĕпен кашни ялти урамсене йĕркене кĕртсе пыраççĕ.

Сăмах май каласан, «Пуçару бюджечĕ» программăна халăх уйрăмах хапăлласа йышăннине хыпарлать ертỹçĕ. Унта хутшăнса территори пайĕнче пĕлтĕр пурĕ 4 087 783 тенкĕлĕх тĕрлĕ ĕç тума пултарнă. Пысăк ĕçсен шутĕнче — Курнавăшри Центральная урамри çула, Çуткỹл ялĕнчи масара карта тытса çавăрни, Çĕнĕ Пăва тата Турхан ялĕсенче пушар хăрушсăрлăхĕпе тивĕçтерес тĕллевпе çĕр айне варса 50 кубла метрлă цистернăсем вырнаçтарни. Аслă Шăхаль, Кĕçĕн Шăхаль, Курнавăш ялĕсенче кỹлĕсене тасатнă. Кăçал та асăннă программа пулăшнипе сахал мар ĕç пурнăçланă. Халăх пуçаруллă пулнăранах Турхан ялĕнчи Советская урамран пуçласа масар патне çитекен çула юсанă, Вырăскасси ялĕнчи масар йĕри-тавра карта тытнă, Çуткỹл тата Çĕнĕ Пăва ялĕсенче ача-пăча площадкисем вырнаçтарса карта тытса çавăрнă.

— Ытти тĕрлĕ программа пулăшнипе пурнăçламалли ĕçсем те пур-ха: Вырăскасси ялĕнчи клуба тĕпрен юсамалла, Аслă Шăхаль, Çĕнĕ Пăва, Турхан ялĕсенчи масарсем çинчи çуртсене çĕнĕрен тумалла, Курнавăш шкулĕ тата Çĕнĕ Пăвари культура çурчĕ умĕсенчи картасене çĕнетмелле, Курнавăшри масар патне каякан çула вак чулпа хытармалла, çак ялтах Анаткасра ача-пăча площадки хута ямалла, — шухăшне пĕлтерет мал ĕмĕтлĕ хуçа. — Мĕн пур ĕçре ял хастарĕсемпе пĕрле старостăсем пысăк пулăшу параççĕ, халăхпа канашлаççĕ, ăнлантару ĕçĕсем ирттереççĕ. Вĕсем: Лев Павлов (Çуткỹл), Василий Ефимов (Курнавăш), Василий Максимов (Вырăскасси), Геннадий Викентьев (Çĕнĕ Пăва), Василий Алексеев (Кĕçĕн Шăхаль), Лев Кузнецов (Аслă Шăхаль), Алексей Пупин (Турхан). Çавăн пекех депутатсене — Владимир Доброхотовпа Петр Купташкина, Курнавăш тата Çĕнĕ Пăва шкулĕсен коллективĕсене, культура, медицина ĕçченĕсене, хуçалăх ертỹçисемпе хресчен (фермер) хуçалăхĕсене, уйрăм предпринимательсене — мĕн пур халăха тав сăмахĕ калатăп.

Демографи лару-тăрăвĕ те шухăшлаттарать Алексей Герасимовича. 2022 çулта 7 ялта 4 çĕнĕ çемье çавăрнă, 1 çемье уйрăлнă, 7 ача çуралнă (2021 çулпа танлаштарсан 4 ача сахалрах), 26 çын вилнĕ. Ялсемпе илес пулсан, Курнавăшра — 2, Çĕнĕ Пăвара — 3, Аслă Шăхалĕнче тата Кĕçĕн Шăхалĕнче — 1-шер ача çут тĕнчене килнĕ. Турханта, Çуткỹлте, Вырăскассинче пĕр çĕнĕ кайăк та сас паман.

Территори пайĕнче 7 хресчен (фермер) хуçалăхĕ шутланать (Ю.Н.Цветков, Е.В.Цветкова, А.А.Мясников, М.Ф.Гладкова, Н.Г.Гладков, Р.А.Турхан, Н.В.Зайцева). Вĕсенчен 3 хуçалăхĕнче выльăх-чĕрлĕх тытаççĕ, ыттисем тыр-пул çитĕнтерессипе ĕçлеççĕ.

Территори пайĕнче 1 врач офисĕ, 2 фельдшерпа акушер пункчĕ, 3 культура çурчĕ, 3 библиотека, 2 почта çыхăну уйрăмĕ, 2 чиркỹ, пĕр халăх музейĕ ĕçлеççĕ, Вырăскассинче «Шанăç» тата Çĕнĕ Пăвара «Илем» халăх пултарулăх ансамблĕсем çынсене савăнтараççĕ.

— Территори пайĕ туса хуриччен пилĕк çул тивĕçлĕ командăпа ĕçлеме тỹр килчĕ. Ертỹçĕ çумĕ пулнă Вера Турхана, специалистсене — Алина Лакачовăпа Алиса Купташкинăна, çарпа учет енĕпе ĕçленĕ Вера Светопольскаяна пысăк тав сăмахĕ калатăп. Халĕ Вера Турхан тĕп специалистпа ĕçлетпĕр. Умра палăртнă тĕллевсем, пурнăçлама пуçăннă проектсем сахал мар. Халăхпа килĕшỹре пурăнсан ĕç кал-кал пырать. Вăл ăнланнипе тата пулăшса пынипех палăртнă тĕллевсене малашне те ăнăçлă пурнăçласа пырасса шанса тăратăп, — тет сăмахне вĕçленĕ май Алексей Мартышкин.

Елена ПЕТРОВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code