Пятница, 11 октября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Парк çĕнелет

Парк çĕнелет

Федераци программин «Çурт-йĕр тата хула хутлăхĕ» наци проекчĕпе килĕшỹллĕн республика бюджетĕнчен тĕллевлĕ уйăрнă укçа-тенкĕпе усă курса район центрĕнчи Ырсамайĕнчи культурăпа кану паркĕнче кăçал чылай ĕç туса ирттерме палăртнă. Вĕсене «Стройэнергосервис» ООО пурнăçлать.

Палăртнă ĕçĕн пысăк пайне вĕçленĕ, автоçултан парка пăрăнса кĕрекен сукмака брусчатка сарса тротуар хывнă, сăрт çинчен сцена патне анакан картлашкан икĕ енне алăпа тытса анма карлăксем шăратса çыпăçтарнă. Проектпа Акатуй сценине тĕпрен çĕнетеççĕ. Хĕвеле хирĕç вырнаçнăскерте шăрăх çанталăкра сцена çинче малта пыракансене чыслама та, артистсене юрлама-ташлама та хăтлах пулман. Çĕнĕрен ăсталакан сцена лапамне пысăкрах, хĕртекен хĕвелтен хỹтĕленмелле ăсталаççĕ. Хальхи вăхăтра Олег Горшков, Сергей Орлов, Алексей Орлов, Анатолий Прокопьев строительсем Николай Смирнов мастер ертсе пынипе шăпах ăна хатĕрлессипе тимлеççĕ. Асăннă ăстасем «Стройэнергосервис» ОООпа чылайранпа килĕштерсе ĕçлеççĕ. Иртнĕ çул вĕсем Октябрь, Совет урамĕсенче брусчаткăран тротуарсем сарнă.

Николай АЛЕКСЕЕВ.

Автор сăнỹкерчĕкĕнче: строительсен ушкăнĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code