Воскресенье, 25 февраля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Здравоохранение > Эмелпе те, ăшă сăмахпа та

Эмелпе те, ăшă сăмахпа та

Медицина ĕçченĕсем пациента эмелпе кăна мар, ăшă сăмахпа та сиплеççĕ, ыратăвне сиреççĕ, чирлисене хавхалантарса кĕске хушăрах сипленме пулăшаççĕ.

Патреккел ялĕнче пурăнакан Валентина Петрова шкул хыççăн медицина сестри пулас ĕмĕтпе çунатланнă. Чулхулари медицина училищинче вĕренсе пĕлỹ илнĕ хыççăн вăл хăйĕн ĕмĕтне пурнăçа кĕртнĕ. Алла специальность илсен пĕр хушă Канаш районĕнче тăрăшнă. Хальхи вăхăтра округри тĕп больницăн хирурги уйрăмĕнче вăй хурать. Çапла вара пĕр улшăнмасăр медицина тытăмĕнче 39 çул тăрăшать. Çак тапхăрта пĕрремĕш кунранах хирурги уйрăмĕнче ĕçлет.

Медсестра — тухтăрăн шанчăклă пулăшаканĕ. Хăйĕн ĕçне тĕплĕн пĕлни Валентина Петровнăна ăсталăхне, професси шайне çуллен ỹстерсе пыма пулăшнă. Постра ларакан медсестра е процедура ирттерекенни, участокри, пысăк опыт пухни е тин кăна ĕçлеме тытăнни — вĕсен пурин те пĕр тĕллев — чирлĕ çыншăн тăрăшасси. Операци сестрин ĕçĕ вара уйрăмах яваплă пулни каламасăрах паллă. Унăн тивĕçĕсенчен пĕри — операци пынă вăхăтра хирургсене кирлĕ инструментпа тата материалпа тивĕçтересси кăна мар, асептика нормине пăхăннине тĕрĕслесе тăрасси те. Унăн чăн-чăн ăста пулмалла — васкавлă пулăшу пама пĕлмелле, операци юхăмне ăнланмалла тата врач мĕн тăвасси çинчен малтанах ăнкармалла. Мăшăрĕпе, округри ăста хирургпа Владимир Ильич Петровпа ĕçлеме тỹр килнĕ ăна яланах. Пĕр-пĕрне çур сăмахран ăнланнă чухне операци хăвăртрах тата ăнăçлăрах иртнине вĕсем питĕ лайăх ăнланнă.

— Пĕринче канмалли кунра каçхине 8 сехетре мана ĕçе илсе кайрĕç те, ирпе 6 сехетчен операци пỹлĕмĕнче ăшталанма тиврĕ. Умлă-хыçлă виçĕ васкавлă операци турăмăр ун чух, — аса илет иртнине Валентина Петровна.

Ĕçĕ çăмăл мар пулсан та, ăна чунтан юратни хавхалану, вăй-хал парса тăнă медицина ĕçченне, чирлĕ çынна кирек хăш вăхăтра та пулăшу аллине тăсма май панă.

Ырă чунĕшĕн, ăшă кăмăлĕшĕн хисеплеççĕ те ĕнтĕ Валентина Петровнăна.

Е.ПЕТРОВА.

Автор сăн ỹкерчĕкĕнче: Валентина Петрова.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code