Воскресенье, 10 ноября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Раççей çарĕшĕн çуралчĕ мăнаçлăх

Раççей çарĕшĕн çуралчĕ мăнаçлăх

Аслă Елчĕкри тĕп лапам. Иртенпе патриотла юрă-кĕвĕ янăрать кунта. Çынсем пĕчченшерĕн те, ушкăнăн та моряксен, пограничниксен, десантниксен палăкĕсен çывăхне пуçтарăнаççĕ. Афган, Çурçĕр Кавказ, Украинăри хирĕç тăрусене хутшăннисем те пур вĕсен йышĕнче. Çав шутра ытти регионтан та.

Виççĕмĕш памятнике Сывлăш-десант çарĕсен кунĕнче уçрĕç. Ỹкерчĕкре куратăр: пĕр енче десантиксен «ашшĕ», Совет Союзĕн Геройĕ Василий Маргелов арми генералĕ, тепĕр енче кăçалхи кăрлачăн 23-мĕшĕнче Украинăри ятарлă çар операцийĕнче паттăрла пуçне хунă десантник, гвардин аслă сержанчĕ Александр Малов сăнĕсем. Вĕсен хушшинче çĕрлехи вăхăтра çутатакан парашют куполĕ.

Мĕншĕн пирĕн ентеш РФ Сывлăш-десант çарĕсен командующийĕпе юнашар-ха? Хуравĕ сăмах каланисен шухăшĕнче тĕп вырăнта пулчĕ:

Леонард Левый — Елчĕк муниципалитет округĕн пуçлăхĕ:

— Çĕршывăн элита çарне çирĕп шухăш-кăмăллă, дисциплинăллă яшсене кăна илнĕ, илеççĕ те. Вĕсем кирек хăçан та, кирек ăçта та хăйсен тивĕçне чыслăн пурнăçланипе палăраççĕ. Александр Малов ячĕпе палăк уçни те питĕ пĕлтерĕшлĕ. Вăл десантниксен «чыс», «тивĕç», «шанчăклăх» ăнланусене чĕнỹ вырăнне хурса пурнăçланă. Казахстан, Кăркăсстан, Крым, Сири территорийĕсенчи хирĕç тăрусене, Украинăри ятарлă çар операцине хутшăннă ентешĕн ячĕ вилĕмсĕр. Унпа мăнаçланмалла, унран çамрăк ăру тĕслĕх илмелле.

Сергей Данилов — Комсомольски тата Елчĕк округĕсен çар комиссарĕ:

— Иртнине шута илмесĕр хальхине тата пуласлăха йĕркелеме çук. Тавах паянхи салтаксене, вĕсем пирĕн аслă ветерансен çĕнтерỹ традицийĕсене шанчăклă тытса пыраççĕ.

Ку палăк патне çын нихăçан та ан татăлтăр. Пуç тайса чĕнмесĕр тăратăн-и, чечек хуратăн-и е паттăрсемпе юнашар сăн ỹкерттеретĕн-и — мăнаçлану пултăр ялан.

Валерий Афанасьев — Аслă Елчĕк территори пайĕн начальникĕ:

— Ентеш ячĕпе çĕкленĕ мемориал кашнинче патриотла туйăма вăратма тата çирĕплетме пулăшма тивĕç. Ялти шкулта Александра асăнса Герой парттине те уçнăччĕ. Çакăн пек пархатарлă ĕçсен вĕçĕ ан пултăр. Палăка тума хутшăннисене пурне та тав тăватăп.

Евгений Киселев — çар çынни:

— Гвардин аслă сержанчĕ Александр Малов манăн командир пулнă. Маларах та, халĕ те сахал мар пуçлăхпа çыхăннă манăн служба. Вăл вара — пĕрреччĕ. Сăмахпа мар, ĕçĕпе вăйлăччĕ. Тавах, астăвăмшăн.

Александр Светлов — А.Маловăн 2-мĕш сыпăкри шăллĕ:

— Саша яланах ырă тĕслĕх илмелли ача пулнă. Тĕрлĕ хирĕç тăрăва хутшăнса çар присягине чыслăн пурнăçланă. Икĕ «Паттăрлăх» орденĕн тата нумай медаль кавалерĕн ячĕ нихăçан та манăçмĕ. Вилĕмрен вăйли — астăвăм кăна.

Çак берета Саша юлашкинчен отпуска килсен манăн ывăлăма — Захара — парнеленĕччĕ. Çакăнпа ăрусен çар традицийĕсем вăй илсе пырасса шансах тăратăп.

…Вырăнти чиркỹ настоятелĕ Максим Петров протоиерей палăка светит туни, Раççей ялавне çĕклесе Патшалăх Гимнне юрлани, самантлăх шăп тăни, хастарсене Тав хучĕсемпе чыслани, памятник умне чечексем хуни, патриотла сăвă-юрă янратни — кашни сăмах, кашни пулăм пуçтарăннисене куççульпе тултарчĕ.

Астăвăм тата мăнаçлану куççулĕ вăл.

Николай МАЛЫШКИН.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code