Суббота, 22 июня, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Хĕрỹ ĕç шавĕ

Хĕрỹ ĕç шавĕ

Акционерсен «Прогресс» хупă обществин уй-хирĕсенче вырма ĕçĕсем хĕрсе çитнĕ вăхăт халĕ. Уяр çанталăк условийĕпе усă курса кунта тыр-пула ĕнерхи кун тĕлне 1260 гектар (58,7 процент) вырнă, 592 гектарне (вырнин 47 процентне) çапса тĕшĕленĕ. Малтанхи кăтартусем тăрăх хаклас пулсан, 1 гектартан тухакан вăтам тухăç хальлĕхе — 31,1 центнер.

Хĕрỹ вăхăта хуçалăхра кашни çул тĕплĕн хатĕрленме тивет. Мĕншĕн тесен кунта ĕç калăпăшĕ те пысăк: алла илмелли пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсен лаптăкĕ 2146 гектар йышăнать. Кĕске вăхăтра пурнăçлама ĕлкĕрмелли вырма ĕçĕсене шайлашуллă йĕркелесе пырас тĕллеве асра тытса кунта çурхи культурăсенчен маларах пулса çитекен кĕр тыррисене май пур таран ытларах лаптăкра туса илеççĕ. Кăçал та вĕсен лаптăкĕ — 1129 гектар. Çитес çулхи тыр-пул никĕсĕ те çирĕп: 1050 гектар çинче акса хăварма палăртакан кĕр тыррисем валли ĕнерхи кун тĕлне 747 гектар çĕре ĕçлесе хатĕрленĕ.

Тыр-пула пухса кĕртме 6 комбайн хутшăнать. Штурвалсем çирĕп алăсенче, вĕсем: Валерий Куприянов, Сергей Муллин, Петр Колсанов, Дмитрий Марков, Виталий Дмитриев тата Анатолий Афанасьев. Водительсем те: Алексей Колсанов, Владимир Соловьев, Николай Романов, Валерий Выйгетов, Александр Егоров тата Николай Добронравов шанчăклă çынсем. Владимир Воронцовпа Леонид Иванов механизаторсем КСУ-1 йышши жаткăсемпе тыр-пула вырса паккуссене кушăхтарма хываççĕ. Владимир Марков механизатора та яваплă ĕç шанса панă, вăл 10 тонна шыв кĕрекен цистернăна тракторпа çаклатса комбайнсем хыççăнах çỹрет. Çак шăрăх çанталăкра, пушшех, пушартан асăрханмалли, тимлĕ пулмалли паллă.

Пушаннă лаптăксене хăватлă трактор — «Версатиле» йышăнать, унпа Владимир Борисов кĕрхи çĕртме сухи тăвать.

Муниципалитет округĕн пуçлăхĕ Леонард Левый хуçалăхра пулса курнă май, çĕр ĕçченне ырлăх-сывлăх, ĕçре ăнăçусем сунчĕ.

х х х

Муниципалитет округĕн пуçлăхĕ Леонард Левый çавăн пекех «Рассвет», «Сатурн» ял хуçалăх производство кооперативĕсен уй-хирĕсене те çитсе курчĕ, вĕсен ĕçĕпе те кăмăллă пулнине палăртрĕ.

Августăн 3-мĕшĕ тĕлне «Рассвет» ЯХПКра пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене 250 гектар çинчен 10150 центнер, «Сатурн» ЯХПКра 323 гектар çинчен 15120 центнер çапса тĕшĕленĕ. «Рассвет» ЯХПКра 1 гектартан тухакан вăтам тухăç — 40,6, «Сатурн» ЯХПКра 46,8 центнерпа танлашать.

Светлана АНАТОЛЬЕВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code