Пятница, 1 марта, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Вăхăт хĕрỹ ĕçре иртет

Вăхăт хĕрỹ ĕçре иртет

Вырăнти строительсем – «ДПМК «Яльчикское» ООО коллективĕ хальхинче те хăйсем çине пысăк яваплăх илме хăраман: вĕсен кĕске вăхăтра Çĕнĕ Пăвари пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан вăтам шкул территорине хăтлăх кỹрессипе çыхăннă пысăк ĕçсене пурнăçлама ĕлкĕрмелле. Çакна кура строительсен ушкăнĕ хальхи вăхăтра сехет çине пăхмасăр шанса панă яваплă ĕçре тимлет, тулли кунăн кашни саманчĕпе тухăçлă усă курма тăрăшать.

«ДПМК «Яльчикское» ОООри строительсем: Петр Селиванов, Петр Майоров, Николай Клементьев, Марат Ямалетдинов

Куç хăрать те, алă тăвать. Строительсем чи малтан брусчатка сарнă. Калама çеç ансат, питех те кăткăс ĕç ку. Апла пулин те ăна кĕске вăхăтра 530 тăваткал метр чухлĕ сарнă, ĕçе йышăнакансем унăн пахалăхĕ те лайăх пулнине палăртнă.

Çирĕплетнĕ 17799149 тенкĕлĕх контракта нумай ытти ĕç те кĕрет, паллах: шкул йĕри-таврашне çĕнĕ хỹме-карта тытасси, хапхапа калитке вырнаçтарасси, территорин пĕр пайне асфальт сарасси, çутăсем вырнаçтарасси, резина сийпе витĕнекен спорт площадки тăвасси.

«ДПМК «Яльчикское» ООО строителĕсем пĕр вăхăтрах пуçару бюджечĕн никĕсĕ çинче пурнăçланакан проектсене ĕçе кĕртнĕ. Ку чухне вĕсем Аслă Елчĕкри Свердлов тата Тябуков урамĕсенчи 600 метр ытла çула (пурĕ 9 миллион тенке яхăн) юсанă.

Строительство ĕçĕсене хăй тĕллĕн йĕркелесе пыракан Андрей Мисяков уйрăм предпринимателĕн бригади те округ территорийĕнче сахал мар ĕç пурнăçлама хутшăнать. Нумаях пулмасть çак ушкăн Курнавăш территори пайне кĕрекен Кĕçĕн Пăла юхан шывĕ урлă каçакан кĕпере юсас ĕçе вĕçленĕ. «Хăрушлăхсăр пахалăхлă çулсем» наци проекчĕпе килĕшỹллĕн пурнăçланă çак объектăн хакĕ 305000 тенкĕ пулнă.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code