Пятница, 21 июня, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Ача-пăча площадкисем, шыв башни…

Ача-пăча площадкисем, шыв башни…

Августăн 28-мĕшĕнче — Успени кунĕнче (Турă Амăшĕ Таса хĕр Мария тепĕр тĕнчене куçнине палăртни) Патреккелсем ял уявне паллă турĕç. Уявра кашниех чун-чĕререн савăнма тата кăмăлтан канма пултарчĕ.

Халăх чи малтанах кăçал ялта «Пуçару бюджечĕ» программăпа килĕшỹллĕн хута кайнă ача-пăча площадкине тата шыв башнине уçма хутшăнчĕ. Пуçтарăннисене округ администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ — территорисене хăтлăх кĕртес тата аталантарас енĕпе ĕçлекен управленин начальникĕ Алина Смирнова, Елчĕк территори пайĕн пуçлăхĕ Юрий Блинов, «Прогресс» АХО директорĕ Петр Скворцов, Елчĕк округĕн Депутатсен пухăвĕн депутачĕ Леонид Львов, Александр атте, «Пĕрлĕхлĕ Раççей» партин членĕсем саламларĕç.

Кăçал — Чăваш Республикинчи Телейлĕ ачалăх çулталăкĕнче — Анаткасра тата Тукасра икĕ ача-пăча площадки хута кайни çав тери пысăк парне пулчĕ Патреккел ялĕн ачисемшĕн. Çакăншăн вĕсем анчах мар, ашшĕ-амăшĕ, аслашшĕ-асламăшĕ, кукашшĕ-кукамăшĕ савăнăçне пытармарĕç.

— Ял варринче пур-ха пирĕн нумаях пулмасть ача-пăча валли тунă ятарлă площадка. Анчах та унта çỹреме инçерех мăнуксене. Халĕ умрах вĕсене выляма тата канма çакăн пек площадка туса пани меллĕ те, кăмăллă та, ачасем те куç умĕнчех ялан, — пĕлтерет Евгения Палашкина.

Çĕнĕ башня хута яни те шывпа çыхăннă чылай чăрмава татса пама май пачĕ.

Уявăн тĕп мероприятийĕсем каçхине 18 сехетре ялти культура керменĕ çумĕнчи площадкăра малалла тăсăлчĕç. Ял халăхĕ те, хăнасем те йышлăн пуçтарăнчĕç кунта. Малтанах вĕсем уява халалласа хатĕрленĕ куравсемпе паллашрĕç. Ватăсене, çамрăк ачасене, тирпей-илеме пахаласа ирттернĕ конкурс çĕнтерỹçисене, чылай çул килĕшỹре пурăнакан çемьесене чыслани савăнăçлă самант пулчĕ. Ватăсенчен чи асли — 97 çулхи Антонина Миллина. Аслă ỹсĕмрисене — Николай Ивановпа Лилия Доброхотовăна та чĕнчĕç сцена çине. «Чи лайăх хушма хуçалăх» конкурсăн çĕнтерỹçисем Геннадипе Светлана Воронцовсем пулчĕç. Кăçал ялта 4 пепке çут тĕнчене килнĕ. Вĕсенчен чи çамрăкки — Лев Воронцов. Геннадипе Валентина Борисовсем, Владимирпа Галина Марковсем çемье çавăрса пĕр çулпа утма пуçланăранпа кăçал 50 çул çитнĕ. Çавна май вĕсене те тимлĕхсĕр хăвармарĕç.

Уявра округри территори пайĕсенчи хорсемпе ансамбльсен тупăшăвĕ иртрĕ. Пултарулăх коллективĕсем пĕри тепринчен харсăртарах пулса куракана илемлĕ юрă-кĕвĕ парнелерĕ. Ялти шкулта кĕçĕн класра вĕренекенсем хăйсен ташшипе савăнтарчĕç ял халăхне. Максим Борисов «Санăн, манăн — пĕр çĕршыв» юррипе шухăша ячĕ. Патреккел халăх хорĕн коллективĕ уява яланхиллех çутă варкăш кĕртрĕ. Чăваш эстрада çăлтăрĕсен концерчĕ хыççăн тỹпене тĕрлĕ тĕспе фейерверк çĕкленчĕ.

Е.ПЕТРОВА.

Автор сăн ỹкерчĕкĕнче: Тукасри ача-пăча площадкине уçнă самант.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code