Пятница, 6 декабря, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Биометри кăтартăвĕ. Мĕн вăл?

Биометри кăтартăвĕ. Мĕн вăл?

Юлашки вăхăтра социаллă çыхăнури тĕрлĕ информаци çăлкуçĕнче «гражданинăн биометри кăтартăвĕсемпе усă курассине хирĕçлес тĕллевпе кăçалхи сентябрĕн 1-мĕшĕччен заявлени çырса ĕлкĕрмелле» текен чăнлăхпа килĕшсе тăман информаципе тĕл пулма пулать. Биометри кăтартăвĕсемпе çыхăннă ыйтусене уçăмлатас тĕллевпе эпир Елчĕкри нумай функциллĕ «Мои документы» центрăн начальникĕпе Людмила Викторовăпа тĕл пултăмăр.

— Людмила Николаевна, чи малтанах вулакана биометри кăтартăвĕ пирки каласа парăр-ха.

— Биометри кăтартăвĕ çынна хăйне евĕрлĕхĕпе уйăрма май парать. Асăннă кăтартăвăн 5 тĕсĕпе усă курни паллă: пỹрне йĕрĕ, сăн-пите тата куçа палăртни, сасă, алă тупанĕсем çинчи юн тымарĕсен ỹкерчĕкĕсем. Енчен те гражданин хăй ирĕк паман пулсан, унăн биометри кăтартăвĕсене биометри тытăмĕн пĕрлехи базине кĕртмен.

— Хăçан усă куратпăр эпир çак кăтартупа?

— Финанс пулăшăвĕ илнĕ, электронлă мелпе алă пуснă чух тата ытти тĕслĕхсенче биометри кăтартăвĕсемпе усă курма май пур. Малашлăхра унпа метрона, офиса кĕнĕ, таваршăн тỹленĕ, экзамен панă, нотариус пулăшăвне илнĕ чух та усă курма пулĕ. Çакă предприяти-организацисене, учрежденисене кайса çỹремесĕрех тĕрлĕ ĕç пурнăçлама пулăшĕ. Çавăн пекех унпа çул çỹревĕçсене, предпринимательсене, Интернет урлă час-час ĕç пурнăçлакансене усă курма меллĕ.

— Пирĕн биометри кăтартăвĕсене биометри тытăмĕн пĕрлехи базине кĕртнине е кĕртменнине мĕнле пĕлме май пур?

Пĕрлехи патшалăх пулăшăвĕсен порталĕнчи «Профиль» уйрăмри «Биометрия» вкладкăна пусса пăхмалла. Сирĕн даннăйсене тытăм никĕсне кĕртмен пулсан, унта пуссан «Биометрия не зарегистрирована» тесе çырăнать. Енчен те даннăйсене кĕртнĕ пулсан, «Биометрия» уйрăма кĕрсе «отключить» тесе çырни çине пусмалла.

Çакна та палăртса хăварар, енчен те эсир хăвăрăн биометри кăтартăвĕсемпе банкра е ытти вырăнта усă курма ирĕк панă пулсан, вырăна çитсе вĕсене хураттарма пултаратăр, çак ĕçе çыру урлă е вырăнти нумай функциллĕ центра пырса тума та май пур.

Вулакана пĕлтеретпĕр: «гражданинăн биометри кăтартăвĕсемпе усă курассине хирĕçлес тĕллевпе кăçалхи сентябрĕн 1-мĕшĕччен заявлени çырса ĕлкĕрмелле» тенĕ информаци чăнлăхпа килĕшсе тăмасть. Енчен те эсир биометри кăтартăвĕсемпе усă курма ирĕк панă пулсан, вĕсене кирек хăш вăхăтра та хураттарма пулать.

Е.ПЕТРОВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code