Понедельник, 14 октября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Округ пурнăçĕ

Округ пурнăçĕ

Фермерсен рейтингĕнче

Республикăра хресчен (фермер) хуçалăхĕсен ТОП-100 рейтингне палăртнă.

Малти 10 вырăна Патăрьелсен 3, Тăвайсен 2 представителĕ кĕнĕ пулсан, Елчĕксем рейтинг тăрăх çапларах вырнаçнă: Александр Бикулов — 37-мĕш, Валерий Смирнов — 42-мĕш, Надежда Зайцева — 58-мĕш, Алевтина Пузырева — 78-мĕш, Марина Гладкова — 92-мĕш, Николай Тихомиров — 95-мĕш.

Рейтинга çак кăтартусем тăрăх палăртнă: çĕр лаптăкĕ, выльăх-чĕрлĕх тата техника шучĕ, шалу шайĕ тата ĕçлекенсен йышĕ, тупăшлăх, парăм çукки.

Типĕ çĕрсем «ыр» курĕç

Кăçалхи пек типĕ çанталăк çĕр ĕçĕпе куллен тимлекенсене татăклă йышăнусем тума хистет.

Аслă Елчĕкри Геннадий Афанасьев хресчен (фермер) хуçалăхĕн ертỹçи типĕ çĕрсене шăварса тăрассине йĕркелес тĕллевпе пысăк ĕçе пуçăннă. Ятарлă техникăпа усă курса 2400 метр тăршшĕ траншея чавма, çийĕнчех пăрăхсем хума пикеннĕ.

Палăртнине çитес çулхи çур аки тапхăрне вĕçлеме шутлаççĕ.

Çурт-йĕре лайăхлатма

Муниципалитет округĕн пуçлăхĕ Леонард Левый савăнăçлă лару-тăрура Елчĕкри Архилинсен çемйине пĕр хутчен укçан парăнакан Свидетельствине панă.

Асăннă тỹлеве Чăваш Ен территорийĕнче яланлăх пурăнакан, çурт-йĕре лайăхлатас тĕлĕшпе учетра тăракан çемьесем тивĕçеççĕ. Тĕллевĕ — çемье институтне тĕреклетесси, демографи лару-тăрăвне лайăхлатасси, квалификациллĕ кадрсемпе тивĕçтересси.

Çулсем малаллах…

Патреккел ялĕнче пурăнакан София Воронцова 95 çул тултарнă.

Сумлă юбилейпа тылпа ĕç ветеранне Елчĕк территори пайĕн начальникĕ Юрий Блинов тата тĕп специалист-эксперчĕ Ольга Левая саламланă, парне панă.

София Евдокимовна шкул пĕтерсен колхозра тĕрлĕ ĕçре, каярахпа унтах поварта тата хуçалăх правленийĕнче тирпейлỹçĕре тăрăшнă. Мăшăрĕпе 5 ача çитĕнтернĕ. Паян вăл 9 мăнукĕпе, 10 кĕçĕн мăнукĕпе савăнать. Юбиляр Иван ывăлĕн çемйипе пĕрле пурăнать.

«Сатурнран» — УАЗ

Округра Украинăри ятарлă çар операцине хутшăнакан ентешсене пулăшас тĕллевпе çыхăннă акци пĕрре те чарăнмасть.

Ыр кăмăллăх çулĕнчен «Сатурн» ял хуçалăх производство кооперативĕ те айккинче юлман. Кунта ĕçлекенсем УАЗ автомашинăна юсаса гуманитари пулăшăвĕпе пĕрле инçе çула ăсатнă. Транспортпа пĕрлех — çунтармалли-сĕрмелли материалсем, юсавра усă курмалли хатĕрсем, огнетушитель…

Çыравçă ячĕпе

Елчĕкри тĕп вулавăшра Трубина Мархви çыравçă çуралнăранпа 135 çул çитнине халалласа литература сехечĕ йĕркеленĕ.

Мероприятие хутшăннисем прозаик, поэт, драматург чăваш литературинче чи сумлисенчен пĕри пулнине палăртнă. Вĕрентỹçĕ те пулнăран унăн ачасем çинчен çырнă хайлавĕсене уйрăмах пысăк хак панă.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code