Суббота, 7 декабря, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Чăн-чăн патриотсем

Чăн-чăн патриотсем


Елчĕк арĕсем хăйсен гражданла тивĕçне — Тăван çĕршыва хỹтĕлессине кирек хăçан та, кирек ăçта та тỹрĕ кăмăлпа пурнăçланă, пурнăçлаççĕ те. Паян çакна Украинăри ятарлă çар операцине хутшăнакансем çирĕплетеççĕ.
Елчĕк муниципалитет округĕн администрацийĕнче çак кунсенче, тỹрех калăпăр, халĕччен пулман пĕлтерĕшлĕ самант иртнĕ. Округ пуçлăхĕпе Леонард Левыйпа Комсомольски тата Елчĕк округĕсен çар комиссарĕ Сергей Данилов подполковник салтаксен амăшĕсене — Çĕнĕ Пăвари Маргарита Абрамовăна, Курнавăшри Ольга Юхминăна ывăлĕсем хĕсметре тăракан çар чаçĕн командирĕн Тав çырăвĕсене панă. Унта амăшĕсене шанчăклă, пуçаруллă, паттăр ывăлсем воспитани парса çитĕнтернĕшĕн тав тунă, ыттисемшĕн ырă тĕслĕх пулнине, вĕсемпе чăннипех мăнаçланма пултарнине палăртнă.
-Сирĕн ывăлăрсем — чăн-чăн патриотсем, паттăрсем, — тенĕ хăйĕн сăмахĕнче Леонард Васильевич та.- Вĕсем чĕре хушнипе тăнă çĕршыв хỹтĕлевçисен ретне, çапла туни тĕрĕс тесе шутланă. Çавăнпа çĕнтерỹ пирĕн енче пулассине иккĕленместпĕр те. Эпир сире, ывăлăрсене пулăшса пырăпăр, кирек мĕнле ыйтăва татса парăпăр.
Пархатарлă ывăлсем çитĕнтернĕ çемьесем çинчен çырса пĕлтерни кирлех пулĕ. Владимир Николаевичпа Маргарита Федоровна Абрамовсем виçĕ ывăла пурнăç парнеленĕ. Пурте çар тивĕçне пурнăçланă. Асли — Александр — иртнĕ çулхи юпа уйăхĕнче мобилизаци йĕркипе тепĕр хутчен салтак аттине тăхăннă. Ун хыççăнхи, Николай, Чăваш ял хуçалăх академине пĕтернĕ, инженер. Шупашкар хулинче тĕпленнĕ, унтах ĕçлет. Кĕçĕнни — Евгений — Сĕнтĕрвăрринчи технологи техникумне пĕтернĕ. Халĕ куçăмсăр майпа Мускаври политехника институчĕн Шупашкарти филиалĕнче вĕренет. Тĕп хуларах вăй хурать.
Абрамовсен ывăлĕсем шкул çулĕсенчех спортпа туслă пулнă, тĕрлĕ шайри ăмăртура нумай хутчен палăрнă. Уйрăмах кĕçĕнни наградăсемпе пуян.
Женя ятне округра кăна мар, республикăра та аван пĕлсе çитрĕç пулĕ. Ку çул кăна вăл чăваш наци «Кĕрешỹ» енĕпе Елчĕк, Шупашкар, Мускав акатуйĕсенче çĕнтернĕ. Юпа уйăхĕн 4-8-мĕшĕсенче тĕп хуламăрта иртнĕ кĕрешĕвĕн наци тĕсĕсен Пĕтĕм тĕнчери пĕрремĕш вăййисенче унăн ячĕ хăйĕн «географине» тата ỹстерчĕ темелле: Раççейĕн пĕрлештернĕ командин членĕ каллех çĕнтерỹçĕ.
Ачасен ашшĕ те, калас пулать, хăй вăхăтĕнче çар тивĕçне пурнăçланă, десантник. 35 çул «Сатурн» ЯХПКра ĕне выльăх пăхнă çĕрте вăй хурать. Мăшăрĕ те кунтах: вăл осеменатор тата ĕне сăвакан оператор ĕçĕсене туса пырать. Хуçалăх сĕт сăвăмĕнче чылайранпа округра малтисен йышĕнче пыни вĕсен тăрăшулăхĕпе те тỹрремĕн çыхăннă. Маргарита Федоровна кăçал ĕне сăвакан операторсен республикăри ăмăртăвне хутшăнса хăйĕн ăсталăхне кăтартнă, 21 çынтан иккĕмĕш вырăн йышăнни чăннипех мухтанмалăх.
Абрамовсен, паллах, выльăх-чĕрлĕхĕ килти хуçалăхра та сахал мар — унти ĕçсене те вăхăтра тумалла. Юхминсен вара мăйракаллă шултра выльăх — 8, çав шутра сăвăнаканнисем — 3. Вĕсене пăхса тăрассине ытларах Николай Александрович хăйĕн çине илнĕ. Мăшăрĕ çĕвĕ ĕçĕпе тимлет.
Тăван çĕршыва юратасси, унăн интересĕсене хỹтĕлесси ку çемьере те нихăçан та иккĕленỹ çуратман. Кил хуçине, Канашри ДОСААФ автошкулĕнчен вĕренсе тухсанах, çар ретне илнĕ. Термез хулинче виçĕ уйăхлăх хатĕрленỹ курсне пĕтерсен Демократиллĕ Афганистан Республикине куçарнă. Унта вăл, водитель пулнă май, Хайратон хулипе Пули-Хумри провинцине хĕç-пăшал, апат-çимĕç турттарнă. Вăл тапхăра аса илме юратмасть паян ветеран. Хăюлăхпа паттăрлăх кăтартнăшăн Н.Юхмина СССР Аслă Канашĕн Президиумĕн Грамотипе, «Интернационалист воина пархатарлă афган халăхĕнчен» медальпе наградăланă.
Юхминсен ывăлĕсенчен асли, Петр, çартан таврăнсан тĕп хулара тĕпленнĕ те, çемйипе унтах пурăнать.
Иван, ашшĕ пекех, хĕрỹ точкăра пулнă ветеран. Курнавăшри вăтам шкултан вĕренсе тухсан вăл Раççей çарĕнче службăра тăнă, ун хыççăн, 2016-2019 çулсенче, контракт йĕркипе. Пĕлтĕрхи октябрьтенпе Украинăри ятарлă çар операцине хутшăнать…
Çакнашкал харсăр çемьесем, паттăр ывăлсем пуртан хăватлă та тĕреклĕ пирĕн çĕршывăмăр. Вĕсенче — шанăç, малашлăх.
Николай МАЛЫШКИН.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code