Воскресенье, 14 июля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Культура > Çĕнĕ Пăвасем хутшăнаççĕ

Çĕнĕ Пăвасем хутшăнаççĕ

РФ Патшалăх Думин депутачĕ Алла Салаева пуçарнипе Чăваш Енри Телейлĕ ачалăх çулталăкне халалласа шкулти театрсен «Асам» фестивалĕ пыни пирки пĕлетпĕр ĕнтĕ.

Вăл кăçал çуркунне пуçланнă. Округри тапхăрта çак фестивальте Çĕнĕ Пăва шкулĕнче пĕлỹ илекенсем çĕнтернĕччĕ. Шăмалак, Аслă Елчĕк, Çирĕклĕ Шăхаль, Лаш Таяпа шкулĕсенче пĕлỹ илекенсем призлă вырăнсене йышăннă.

Паян фестивалĕн юлашки тапхăрĕ иртет. Çĕнĕ Пăвасем Елчĕк округĕн чысне Чăваш патшалăх культура тата искусство институтĕнче хỹтĕлеççĕ. Палăртма кăмăллă, паянхи кун тĕлне республикăри шкулсен çумĕнче 340 ытла театр студийĕ ĕçлет.

— Шкулти «Пĕчĕк артист» коллектив фестивалĕн юлашки тапхăрне «Колобок на новый лад» спектакльпе хутшăнать. 3,4,6-мĕш классенче пĕлỹ илекенсене пĕрлештерет вăл. Вĕренекенсем юлашки тапхăра тăрăшса, пысăк хавхаланупа хатĕрленчĕç. Çакнашкал фестиваль ирттерни ачасене малалла аталанма хавхалантарать, — кăмăллăн пĕлтерчĕç Çĕнĕ Пăва шкулĕнчи театр студийĕн ертỹçисем Оксана Кругловăпа Анна Иванова.

Çĕнĕ Пăвасене ăнăçу сунар.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code