Среда, 21 февраля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Аграрисем палăртнине пурнăçланă

Аграрисем палăртнине пурнăçланă

Республикăри аграрисем Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕнче Ял хуçалăх тата продукцие ĕçлесе хатĕрлекен промышленноçра вăй хуракансен кунне паллă тунă. Унта пирĕн округран та сумлă делегаци хутшăннă.

Савăнăçлă уявра ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ — ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов аграрисен 2023 çулхи 9 уйăхри кăтартăвĕсемпе паллаштарнă. Кăçал республикипе илсен 970 пин ытла тонна тырă пухса кĕртнĕ. Çакă 2022 çулхи кăтартуран кăштах сахалрах (пĕлтĕр 1 миллион тонна пуçтарса кĕртнĕ). Чăваш Ен ку енĕпе федерацин Атăлçи округĕнче — 5-мĕш вырăнта.

— Кăçалхи 9 уйăхра ял хуçалăх организацийĕсем 22,9 миллиард тенкĕлĕх продукци туса илнĕ, ял хуçалăх производствин индексĕ 101,7 процентпа танлашнă, — тенĕ Сергей Артамонов. — Кăçалхи шăрăх çулла аграрисене тепĕр хут тĕрĕслерĕ. Апла пулин те йывăрлăхсене çĕнтерсе палăртнă тĕллевсене туллин пурнăçланине куратпăр. Кашни гектартан вăтамран 33,5 центнер тĕш тырă пухса кĕртнĕ. Малтанласа палăртнă тăрăх, 330 пин тонна çĕр улми, 200-е яхăн тонна хăмла пухса кĕртнĕ. Техника культурисене 4 пин тонна пухнă.

Октябрĕн 1-мĕшĕ тĕлне республикăра 202 пин пуç мăйракаллă шултра выльăха шута илнĕ. Вĕсен йышĕ, иртнĕ çулхи çак тапхăрпа танлаштарсан, 3,9 процент ытларах. Сĕт производстви 2,2 процент ỹснĕ. Вице-премьер ỹсĕм сăлтавне кĕтĕве ăратлă ĕне нумай кĕртнипе сăлтавланă. Кăçал хуçалăхсенче 475 пин тонна сĕт, 119 пин тонна аш-какай туса илнĕ. Апат-çимĕç предприятийĕсем кăçалхи 9 уйăхра 32 миллиард тенкĕлĕх продукци е иртнĕ çулхи тапхăртинчен 18 процент нумайрах продукци туса кăларнă.

Пухăннисене уяв ячĕпе ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев та саламланă, республика аграрийĕсене çулталăка лайăх кăтартусемпе вĕçленĕшĕн тав тунă. Олег Николаев отрасльте юлашки çулсенче тунă ỹсĕме инвестици проекчĕсене пурнăçланипе сăлтавланă. Ял хуçалăх таварне туса илекенсене хальхи вăхăтра 78 енĕпе патшалăх пулăшăвĕ кỹреççĕ. 2023 çулта отрасле бюджетран 6,2 миллард тенкĕ уйăрнă. Ку пулăшупа 500 ытла ял хуçалăх организацийĕ, ХФХ тата хăйĕн ĕçне йĕркеленĕ 1 пине яхăн çын усă курнă. Кăçал, октябрĕн 30-мĕшĕ тĕлне илсен, аграрисем 202 трактор, 41 комбайн туяннă. Техника паркне малашне те пуянлатма тĕллев лартнă.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code