Вторник, 18 июня, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Культура > Рекеев вулавĕсем

Рекеев вулавĕсем

Кивĕ Эйпеç ялĕнчи клубра чăвашсене çутта кăларнă Иван Яковлева тата унăн вĕренекенĕ пулнă Алексей Рекеев священника асăнса Рекеев вулавĕсем ирттернĕ.

Пĕлỹлĕхпе çыхăннă иккĕмĕш мероприятие Канаш тата Беловолжски епископĕ, Преосвященнейший Стефан пилĕпе йĕркеленĕ. Хăй те унта хутшăннăран, вăл А.Рекеев пачăшкан халăха вĕрентес ĕçĕнчи пултарулăхне пысăка хурса хакланă. Елчĕк муниципалитет округĕн пуçлăхĕ çумĕ — вĕренỹпе çамрăксен политикин пайĕн начальникĕ Владимир Николаев асăннă тĕл пулу ачасене ăс-хакăл тĕлĕшĕнчен воспитани парассинче питĕ пĕлтерĕшлĕ пулнине палăртнă, ял аталанăвне пысăк тỹпе хывнăшăн тата Рекеев еткерлĕхне упраса хăварассинче тăрăшса тимленĕшĕн Леонид Григорьев уйрăм пайтаçăна Хисеп грамотипе чысланă.

Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ учителĕ Раиса Федорова тата «Первый ученик патриарха» кĕнеке авторĕ Анатолий Сусметов Тутарстанри Теччĕ районĕнчи Кăнна Кушкинче тĕнчене килнĕ çутавçăсем — И.Яковлевпа А.Рекеев çинчен каласа панă.

Алексей Васильевич — вĕрентекен, куçаруçă, этнограф, общество деятелĕ. Ентешне çĕнĕ чăваш алфавитне, пĕрремĕш чăваш букварьне хатĕрлеме пулăшнă. 1881-1917 çулсенче шăпах Кивĕ Эйпеçри чиркỹре священникре, шкулта учительте ĕçленĕ. Чиркỹ çумĕнче ачасен икĕ хорне йĕркелеме пултарнă.

А.Рекеев Чĕмпĕрти учительсен 1-мĕш съездне йĕркелеме, ирттерме хутшăннă. Хăйĕн укçипе ялсенче тăхăр шкул уçнă, çав шутра Элекçей Тимеш тата Çĕнĕ Эйпеç ялĕсенче. Выçăхса пурăнакансене пулăшас тĕллевпе фонд йĕркеленĕ. Ĕлĕкхи кивĕ япаласене, фольклор пухнă май, Чĕмпĕрти халăх вĕренĕвĕн чăваш институчĕ çумĕнче историпе этнографи музейĕ уçас ĕçе хутшăннă.

Алексей Васильевич вĕренỹ, тĕн ыйтăвĕсемпе ăслăлăх статйисем те çырнă. Евангелие, Псалтире тăван чĕлхене куçарнă. Халăх хушшинче Хусанта тухса тăнă чăваш кĕнекисене салатассинчен те пăрăнман. Ăна II степень Çветтуй Анна орденĕпе наградăланă. Унăн вилтăприйĕ хăй ĕçленĕ Гурий ячĕллĕ чиркỹпе юнашарах вырнаçнă. 2009 çулта шкул умĕнче (халĕ хупăннă) А.Рекеевăн чаплă палăкне уçнă. Ăна вырнаçтарма тата лаптăка брусчатка сарма Л.Григорьев предприниматель пысăк пулăшу кỹнĕ…

Ăслăлăх вулавне Рекеевăн тăванĕ А.И.Петте, Кăнна Кушкинчи Яковлев музейĕн директорĕ А.А.Пыркин хутшăннă.

Тĕл пулăвăн иккĕмĕш пайĕ пуçтарăннисене юрă-сăвă тĕнчине илсе çитернĕ. Кивĕ Эйпеçĕнчи тата Шупашкар муниципалитет округĕн Тренькассинчи пĕр пек ятлă «Хĕлхем», Кỹкеçри «Откровение» ансамбльсем, Курнавăш, Çĕнĕ Пăва, Çирĕклĕ Шăхаль, Патреккел, Лаш Таяпари Таса Турă Амăшĕн çуралнин ячĕллĕ чиркỹ çумĕнчи «Покров» вырсарни шкулĕсенче вĕренекенсем тата Курнавăшри Елена Цветкова пултарулăхĕ мероприятие татах та пуянлатнă.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code