Понедельник, 26 февраля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Çемье телейĕ — килĕшỹре

Çемье телейĕ — килĕшỹре

Хальхи çамрăксенчен чылайăшĕ хулара пурăнма ĕмĕтленет. Ялсем вара ватăлсах пыраççĕ. Хăвăлçырма ялĕнче чи çамрăк çемьесен шутне Андрейпе Ирина Шкаповсене кĕртме пулать. 2006 çулта чăмăртаннă çемье яла пурăнма юлнишĕн пĕрре те ỹкĕнмест.

Атте-анне сывă, кермен пек çурт-хуралтă, виçĕ шăпăрлан çумра. Тата мĕн кирлĕ пурнăçра?

Шкаповсен кил-йышĕнче виçĕ ăру пурăнать. Чи хисеплисем, паллах, асламăшĕпе аслашшĕ. Валерипе Людмила мĕн тивĕçлĕ канăва тухичченех тăван «Мир» хуçалăхра тăрăшнă.

— 1979 çулта Хăвăлçырма ялне качча килсенех дояркăра ĕçлеме пуçларăм. Упăшка лаша витинче вăй хуратчĕ. Ир-ирех тăрса иксĕмĕр те ĕçе васкаттăмăр. Çулсем иртнĕçемĕн йыш хушăнсах пычĕ — виçĕ ывăлпа пĕр хĕрĕн ашшĕпе амăшĕ пулса тăтăмăр, — аса илỹ авăрне путрĕ Люся аппа. — Шкулта аванах ĕлкĕрсе пыратчĕç вĕсем, учительсенчен начаррине илтмен. Владик ывăлăн, салтак аттине тăхăнсан, Çурçĕр Кавказри контртеррорла операцине хутшăнма тиврĕ. Самаях пăшăрхантăмăр уншăн. Халĕ ачасем пурте çемьеллĕ, тăван киле час-часах килсе çỹреççĕ.

Шкаповсен аслă ывăлĕ — Андрей — строитель пулма ĕмĕтленнĕ. Шупашкарти 12-мĕш номерлĕ профтехучилищĕре каменщик профессине алла илнĕ хыççăн яла таврăнать. Аслă Таяпа хĕрĕпе, Ирина Ивановăпа, çемье çавăрать. Çĕнĕ мăшăр, ваттисем пулăшнипе, кил-çурта йăлтах тĕпрен улăштарать. Икĕ хутлă кирпĕч çурт хăпартса лартаççĕ, шалта — хулари услови. 100 тăваткал метрлă çуртра пурин валли те вырăн çитет. Аслисен те, ачасен те уйрăмшар пỹлĕм.

Андрейпа Иринăн иккĕшĕн те аллисем ылтăн. Кирек мĕнле ĕçе тытăнсан та вĕçне çитереççĕ. Çав вăхăтрах «АСК-Яльчики» сахал яваплă обществăра та пултаруллă ĕçченсем. Ирина, повар профессине вĕреннĕскер, çемьене тутлă апат-çимĕçпе сăйлать. Туй, юбилей валли чечеклесе парнесем ăсталама пултарать. Хăвăлçырма ялĕнчи хĕрарăмсен канашĕн хастар членĕ те вăл. Культура çуртĕнче иртекен мероприятисенче те маттур. Андрей вара сварщик та, платник та… «Куç хăрать, алă тăвать», — тенĕ ĕлĕкех ватăсем. Çак сăмахсене Шкаповсем çинчен каланă евĕрех туйăнать. Кирек мĕнле ĕç те вĕсен аллинче выляса тăрать.

Аслашшĕпе асламăшĕн йăпанăвĕ — мăнукĕсенче. Анна (11 класс), Артем (8 класс), Настя (2 класс) Çирĕклĕ Шăхалĕнчи вăтам шкулта пĕлỹ илеççĕ. Вĕренỹ тĕлĕшпе йĕркеллех. Шкул пурнăçĕнче те хастар: тĕрлĕ конкурсра курма пулать вĕсене.

Ман шутпа, çак çемьери килĕшỹ, ăшăлăх пĕр-пĕрне хисепленинчен, ăнланма пĕлнинчен килет. Ашшĕпе амăшне кура мăнукĕсем те ватăсене хисеплеççĕ, май çитнĕ таран пулăшма тăрăшаççĕ.

— Мăнуксем мĕн каланине пĕтĕмпех итлеççĕ, пурнăçлаççĕ, нихăçан та хирĕçлемеççĕ. Ывăлпа кин ака е вырма тапхăрĕсенче киле часах таврăнаймаççĕ. Картиш тулли выльăх-чĕрлĕхе мăнуксемпех тирпейлесе пуçтаратпăр, — кăмăллăн пĕлтерет Люся аппа мăнукĕсем çинчен сăмах пуçарсан.

Пỹрт ăш-чиккине тĕрĕллĕ рамăсем илем кỹреççĕ. Алмаз тĕррине кĕçĕн Настя мăнукĕпе пĕрле тĕрленине те савăнса пĕлтерет ачасен юратнă асламăшĕ.

Шкаповсем хăнасене те тарават. Уявсенче ывăлĕ-кинĕсем, хĕрĕпе кĕрỹшĕ, мăнукĕсем — яланах кĕтнĕ хăнасем. Ăшă сăмахпа кĕтсе илсе ăсатса яни пурне те савăнăç кỹрет, çемьене килĕштерсе пурăнма вăй-хăват парать.

Зинаида МИХЕЕВА,
ялти хĕрарăмсен канашĕн ертỹçи.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code