Понедельник, 26 февраля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > АПКна аталанма инвестицисем пулăшаççĕ

АПКна аталанма инвестицисем пулăшаççĕ

Çулталăк вĕçленсе пырать, çавна май хăш-пĕр ĕçсем пирки каласа кăтартма та вăхăт. Муниципалитет округĕн пуçлăхĕн экономика, ял хуçалăхĕ тата пурлăх хутшăнăвĕсен енĕпе ĕçлекен çумĕпе — экономика, пурлăх, çĕр хутшăнăвĕсен тата инвестици пайĕн начальникĕпе Марина Павловăпа тĕл пулсан эпир ял хуçалăхĕнче пурнăçланакан инвестици проекчĕсем пирки сăмах пуçартăмăр.

— Ку ыйтăва халĕ регион шайĕнче пысăк тимлĕх уйăраççĕ. Кăçал республикăра 3,5 миллиард тенкĕлĕх 124 инвестици проекчĕ пурнăçа кĕни паллă. Елчĕк муниципалитет округĕнче ку енĕпе лару-тăру мĕнле?

— Муниципалитет пĕрлешĕвĕн ăнăçлă аталанăвĕ, социаллă экономика кăтартăвĕсене тивĕçлĕ шайра йĕркелесе пырасси тỹррĕнех инвестици ĕç-хĕлне явăçтарассине ỹстернипе çыхăннă.

Кăçалхи ноябрĕн 1-мĕшĕ тĕлне илсен, муниципалитет округĕнче тĕп капитала хывнă инвестицисен пĕтĕмĕшле калăпăшĕ 330 миллион тенкĕ (2022 çулхи çак тапхăртипе танлаштарсан — 111,5 процент) пулнă. Пĕчĕк тата вăтам предпринимательлĕх субъекчĕсен инвестицийĕсем — 298,2 миллион тенкĕлĕх. Инвестицисен ытларах пайĕ ял хуçалăх отрасльне тивĕçет.

— Марина Николаевна, пурнăçланă ĕçсем пирки тĕплĕнрех пĕлес килет.

— Кăçал пурĕ 119 миллион тенкĕлĕх инвестици проекчĕ ĕçе кĕнĕ.

Кашнийĕ пирки уйрăммăн чарăнса тăрас пулсан, «Победа» ОООри 22 миллион тенкĕлĕх 220 пуç ĕне выльăх вырнаçакан пăру вити, «Рассвет» ЯХПКри (17 миллион тенкĕ), «Яманчурино» ОООри (16 миллион тенкĕ), «Энтепе» ОООри (10 миллион тенкĕ) тĕш тырă алласа тасатакан комплекссем, «Прогресс» АХОри 10 миллион тенкĕлĕх тырă склачĕ, Аслă Таяпари Виталий Васильев хресчен (фермер) хуçалăхĕнче (7 миллион тенкĕ) 1000 тонна тырă вырнаçакан управ хута кайнине тата 1000 тонна пахча çимĕç вырнаçакан хранилищĕне (10 миллион тенкĕлĕх) модернизациленине, «Клевер» ОООра (6 миллион тенкĕ) тата Александр Филиппов хресчен (фермер) хуçалăхĕнче тĕш тырă хранилищисене модернизаци, реконструкци тунине, Ольга Рузумова (12 миллион тенкĕ), Ольга Яковлева (2 миллион тенкĕ) уйрăм предпринимательсем лавккасем хăпартса лартнине палăртатăп.

Хальхи вăхăтра та пурĕ 45,29 миллион тенкĕлĕх инвестици проекчĕ вăя кĕрет. Çав шутра: Сергей Разумов уйрăм предпринимателĕн тушенка кăларассипе ĕçлекен 15 миллион тенкĕлĕх çĕнĕрен тăвакан цехĕ (ноябрĕн 1-мĕшĕ тĕлне строительство ĕçĕсене 40 процент пурнăçланă), Валерий Смирнов фермерăн 14,29 миллион тенкĕлĕх сыр пĕçерме уйăракан çуртне реконструкци туни (строительство ĕçĕсене 98 процент пурнăçланă), Александр Бикулов хресчен (фермер) хуçалăхĕнче 8,5 миллион тенкĕлĕх 100 пуç мăйракаллă шултăра выльăх вырнаçакан вите хăпартни (ĕçе 86 процент пурнăçланă), «Труд» ЯХПКра 5 миллион тенкĕлĕх тĕш тырă склачĕ туни (ĕçе 50 процент пурнăçланă), Александр Викторов уйрăм предприниматель 1,5 миллион тенкĕлĕх тĕш тырă складне реконструкци туни (ĕçе 50 процент пурнăçланă), Василий Егоркин уйрăм предприниматель 1 миллион тенкĕлĕх лавкка (ĕçе 90 процент пурнăçланă) туни.

Унсăр пуçне, округри ял хуçалăх предприятийĕсемпе хресчен (фермер) хуçалăхĕсем кăçал инвестици кредичĕсемпе, лизинг мелĕпе тата хăйсен укçи-тенкипе усă курса пурĕ 179,2 миллион тенкĕлĕх 31 единица техника туяннă. Ку шутра хамăр çĕршывра туса кăларнисем те, чикĕ леш енчен кỹрсе килнисем те пур. Уй-хирти ĕçсене пурнăçланă чухне çĕнĕ йышши хăватлă техникăпа усă курни ĕç пахалăхĕпе тухăçлăхне чылай ỹстерме пулăшать.

— Пурнăçланакан инвестици проекчĕсем çынсене ĕç вырăнĕ тупма та пулăшаççĕ.

— Укçа-тенкĕпе усă курса округ территорийĕнче тĕрлĕ объект çĕкленет тата çĕнелет. Паллах, инвестици проекчĕсем производствăна аталантарма тата çĕнĕ ĕç вырăнĕсем йĕркелеме май параççĕ. Тĕслĕхрен, юлашкинчен каланă хальхи вăхăтра вăя кĕрекен инвестици проекчĕсем пирки чарăнса тăрас пулсан та, округ центрĕнчен аякра вырнаçнă ялсенчи Валерий Смирнов тата Александр Бикулов хресчен (фермер) хуçалăхĕсенче те темиçе çĕнĕ ĕç вырăнĕ йĕркелеме палăртнă.

Кăçалхи ноябрĕн 1-мĕшĕ тĕлне муниципалитет округĕнчи ял хуçалăх предприятийĕсенче 617 çын вăй хунă. Вĕсен пĕр уйăхри вăтам ĕç укçи 34330 тенкĕпе танлашнă. Вăл иртнĕ çулхи çак вăхăтринчен 13 процент нумайрах.

Май пулнипе усă курса çакна та каласа хăварас тетĕп: инвестици проекчĕсене ĕçе кĕртессипе тимлекен çỹлерех асăннă предприяти-организацисем округри АПК аталанăвне пысăк тỹпе хываççĕ, ырă тĕслĕх пулса тăраççĕ.

Светлана АРХИПОВА калаçнă.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code