Понедельник, 26 февраля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Алла-аллăн тытăнса…

Алла-аллăн тытăнса…

Шав малалла кусать пурнăç урапи. Унăн çулĕ çинче савăнăçĕ те, хуйхи-суйхи те тĕл пулать. Тĕрлĕ чăрмава пĕрлĕхре — мăшăрлă икĕ чун талпăнăвĕпе, килĕшĕвĕпе, ăнланулăхĕпе çеç çĕнтерме пулать.

Округра нумай çул ырă тĕслĕхпе пурăнакан çемьесем сахаллăн мар. ЗАГС пайĕ вара вĕсене чыслассине яланах мала хурать. Хальхинче хисепе икĕ çемье тивĕçнĕ.

Кивĕ Эйпеç ялĕнчи Герман Кирилловичпа Лидия Николаевна Сынковсем çак кунсенче хăйсен «тимĕр» туйне паллă тунă. 65 çул пĕр сукмакпа утаççĕ вĕсем. Тăватă ачи, 8 мăнукĕ, 3 кĕçĕн мăнукĕ — чун савăнмалăх. Кил хуçи Канашри СПТУна пĕтернĕ те хăйĕн пĕтĕм ĕç биографине «Победа» колхозпа çыхăнтарнă — 40 çул механизаторта вăй хунă. Аслă Пăла Тимеш ял Канашĕн депутатне те суйланă ăна. Ĕçри хастарлăхшăн 1978 çулта III степень Ĕç Мухтавĕн орденĕпе наградăланă. Мăшăрĕ ялти пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан тĕп шкулта тирпейлỹçĕре тимленĕ. Педагогсемпе те, вĕренекенсемпе те пĕр чĕлхе тупма пĕлни питĕ паха. Унăн уçă кăмăлĕ, ырă сăмахĕ вара кашнинех хавхалану кỹнĕ.

Тепĕр çемье — Димитриевсем — Тип Тимешрен. Вĕсен «ылтăн» туй. Анатолий Ильич 38 çул водитель пулса ĕçленĕ: малтан Елчĕкри «Сельхозтехника» пĕрлешĕвĕнче, унтан «Сельхозхиминче», кайран — «Знамя» хуçалăхра. Ака тата ĕççи тапхăрĕсенче хресчен (фермер) хуçалăхĕсенче те кирлĕ çын вăл. Алиса Ивановнан ĕçлĕ кун-çулĕ райпо тытăмĕнче иртнĕ. 1972 çулта напиток хатĕрлесе кăлармалли цех уçăлсан заведующине ăна шаннă. Ĕлĕкрех çак пылак шĕвеке Шупашкарта та питĕ кăмăлланă.

Димитриевсем икĕ ачана тĕрĕс воспитани парса ỹстернĕ. Йăх тăсăмĕсем — икĕ мăнук пурришĕн пушшех хĕпĕртеççĕ вĕсем.

ЗАГС пайĕн начальникĕ Надежда Баймушкина хисеплĕ мăшăрсене «Çемье пурнăçĕн юбилярĕсем» кĕнекене кĕртнĕ май алă пустарнă, нумай çул юнашар çирĕп сывлăхпа утма ырă суннă. Вĕсене çавăн пекех халăха социаллă хỹтлĕх паракан пай пуçлăхĕ Наталья Николаева, Аслă Пăла Тимеш тата Тăрăм территори пайĕсен ертỹçисем Ольга Тихоновăпа Людмила Смирнова саламланă, парнесемпе чысланă.

Хаваслă уявра çавăн пекех Лаш Таяпари 3 ачаллă Алексейпе Екатерина Абдулкинсен çемйине тỹлевсĕр çĕр лаптăкĕпе тивĕçтерекен сертификат панă.

Тĕп вулавăшри культура ĕçченĕсем 1-2 ачаллă çамрăк çемьесен фестивальне те ирттернĕ. Унта хутшăннисем мăшăрлану пурнăçĕнчи тĕрлĕ самантсене аса илнĕ, пепкене кипкепе чĕркенине кăтартса панă, психолог ыйтăвĕсен «али» витĕр тухнă тата ыт. те.

Икĕ уява та Елчĕкри культура керменĕн сцена ăстисем хаваслă юрă-кĕвĕпе пуянлатнă.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code