Пятница, 21 июня, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Культура > Маттур аннесене — сум та мухтав, çĕршывăн чысĕ, пысăк тавĕ!

Маттур аннесене — сум та мухтав, çĕршывăн чысĕ, пысăк тавĕ!

Ноябрь уйăхĕн юлашки вырсарни кунĕнче паллă тăвакан Аннесен кунĕ умĕн округри хĕрарăмсен канашĕн пайташĕсен пуçарăвĕпе пулса иртнĕ черетлĕ мероприяти те нумайлăха асра юласса пĕлсе тăратпăр. Елчĕкри культура керменĕнче çапса хĕснĕ чухнехи пекех — çын нумай, ура çинче тăрса концерт куракансем те чылаййăн пулчĕç. Малти ретсенчи сумлă вырăнсене Украинăри ятарлă çар операцине хутшăнакан салтаксен амăшĕсем валли уйăрнă.

Округ центрĕнче пурăнакансем анчах мар, таврари ялсенчен те килсе çитнĕ арçынĕ-хĕрарăмĕ, яш-кĕрĕм чи малтан культура керменĕн фойинче хĕрарăм — Амăшĕ хăйĕн пурнăç тăршшĕпе пурнăçлакан пĕтĕм ĕç-хĕлне тĕплĕн сăнарласа кăтартакан пысăк куравпа паллашрĕç. Аннесем кунта сăпка юрри юрласа пĕчĕк ачине сиктерчĕç, çăкăр пĕçерчĕç, çу уçларĕç, сăра вĕретрĕç, тăла çапрĕç, хăйсем арланă çипрен ăшă чăлха-нуски çыхрĕç… — кашни самант чуна пырса тиврĕ. Территори пайĕсем кашниех хăй кĕтесне-вырăнне расна хăтлăх кỹме, çапла майпа куракансене тыткăнлас тĕллев тытни куç кĕрет. Ахальтен мар вĕсем курав сценине 2 кун, хăшĕ-пĕри 3 кун маларахах хатĕрлесе çитернĕ. Çак ĕçсене те, паллах, пĕрлехи вăйпа аннесем хăйсемех, хĕрарăмсен канашĕн вырăнсенчи хастарĕсем ертсе пынипе пурнăçланă.

Раççейри Педагогпа наставник, Чăваш Енри Телейлĕ ачалăх çулталăкĕнче пулса иртекен уява хутшăннă хăнасене Елчĕкри вăтам шкулти «Движение Первых» пуçламăш организацин членĕсем саламланă май кашнинех открыткăсем валеçсе пачĕç.

Амăшĕсене уяв ячĕпе саламлама хĕрарăмсен канашĕн председателĕпе — Лариса Васильевăпа пĕрле округ администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ — вĕренỹпе çамрăксен политикин пайĕн начальникĕ Владимир Николаев, «Елчĕк ен» ентешлĕхĕн ертỹçи Юрий Карпов, республикăри ветерансен канашĕн членĕ Серафима Терентьева, хĕрỹ точкăсенче служба тивĕçĕсене пурнăçланă ветерансен «Доблесть» обществăлла организацийĕн председателĕ Владимир Яковлев, Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Тамара Ишмуратова хутшăнчĕç. Вĕсем çуратса ỹстернĕ ывăл-хĕрĕн çутă малашлăхĕшĕн хăйĕн кун-çулĕ тăршшĕпех чун ăшшине паракан аннесем пирки нумай ăшă сăмахсем каларĕç. Хальхи вăхăтра вара, каламалли те çук, аннесене пит йывăр. Çакă вĕсен пит-куçĕнченех палăрать, вĕсем унчченхи пек савăнăçлах та мар. Округри нумай амăшĕ, çамрăк мăшăрĕ Украинăри çар операцине хутшăнакан ывăлне е мăшăрне хăрушлăх серепинчен — вилĕм аллинчен сыхласа хăварассишĕн çĕрне-кунне пĕлмесĕр Турăран пулăшу ыйтса кĕлĕ вулать. Ахальтен мар: «Анне кĕлли чи хăватли», — теççĕ.

Концерт программине те паянхи лару-тăрăва шута илсе тĕплĕн хатĕрленĕ. Раççей çĕршывĕ мĕн тери хăватлă та мăнаçлă пулнине, ăна хỹтĕлеме пурте кар тăнине çирĕплетекен юрă-кĕвĕ тĕп вырăнта пулчĕ ку чухне. Апла пулин те концертра пулса курнă, хăйсем пек шăпаллă çынсемпе курнăçса калаçнă хыççăн аннесен пусăрăнчăк та салху кăмăлĕ кăштах çемçелнĕн туйăнчĕ. «Елчĕк ен» ентешлĕхĕн ертỹçи сцена çинчен калаçма тỹр килнипе усă курса вăрçă хирĕнчи салтаксене питех те кирлĕ темиçе маскировка сетки тата вĕсене çыхмалли материалсем кỹрсе килнине пĕлтернĕ хыççăн темиçе кунтанах çакна пĕлтĕмĕр: Тăрăм, Патреккел, Тỹскел ялĕнче пурăнакан амăшĕсем хăйсен чун-чĕри хушнипе çак ĕçе пикеннĕ те. Çак хыпарпа хавхаланнă Шупашкарти ентешсем те хăйсен тивĕçлĕ тỹпине хыврĕç, маскировка сеткисене çыхмалли материалсене вĕсем те Елчĕкри культура çуртне çитернĕ.

Уявра маттур аннесене чысласси те тĕп вырăнта пулчĕ. Педагогика ĕçĕн ветеранне, Таяпа Энтринчи Елена Петровăна тата округри хĕрарăмсен пайташĕн членне Эльвира Смирновăна ĕçри хастарлăхшăн, хĕрарăмсен юхăмĕн аталанăвне пысăк тỹпе хывнăшăн Чăваш Республикинчи «Чăваш Енри хĕрарăмсен пĕрлĕхĕ» обществăлла организацин Тав çырăвĕсемпе, Галина Скворцовăна, Татьяна Прокопьевăна, Тамара Смирновăна, Ирина Черновăна хĕрарăмсен канашĕн округри уйрăмĕн Тав çырăвĕсемпе, Любовь Алексеевăна, Алина Воробьевăна Елчĕк муниципалитет округĕн пуçлăхĕн Тав çырăвĕсемпе чысларĕç. Республика шайĕнче кашни çул йĕркелесе ирттерекен «Çулталăкри анне — 2023» конкурса хутшăнса I степень Диплома çĕнсе илме пултарнă Ангелина Софроновăна, «Елчĕк ен» ентешлĕхĕн Хисеп грамотисене тивĕçнĕ Елизавета Казначеевăпа Галина Маловăна тата ыттисене те ят-сума тивĕçнĕ ятпа чун-чĕререн саламларĕç.

Светлана АНАТОЛЬЕВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code