Вторник, 18 июня, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Культура > Санкт-Петербургра пулнă

Санкт-Петербургра пулнă

Республика шайĕнчи «Манăн çулçỹревсен кĕнеки» ятпа йĕркеленнĕ проект пулăшнипе кăçал кĕркунне шкул ачисем Санкт-Петербург хулинче пулса курнăччĕ. Телейлисен ушкăнне пирĕн округ вĕренекенĕ — Курнавăш ялĕнче пурăнакан Максим Цветков та лекме пултарнă.

Чăваш Республикинчен кайнă ушкăн ятарлă программăпа килĕшỹллĕн Санкт-Петербург хулинчи паллă вырăнсенче пулнă. Университет çыранĕнчи чаплă архитектура ансамблĕсене, Петропавловски крепоçе, Патшалăх эрмитажне, тĕнче шайĕнчи чи пысăк художествăпа культура, истори музейĕсене тата ытти нумай вырăна çитсе курнă.

— Çулçỹрев вăхăтĕнче эпĕ чылай вĕренекенпе паллашрăм. Патăрьел, Канаш, Шупашкар ачисемпе халĕ те туслă çыхăнура. Çакăн пек проекта хутшăнма май туса панăшăн эпĕ хамăн класс ертỹçине — математика предметне вĕрентекен Светлана Михайловна Кирилловăна тата Анфиса Николаевна Ефимова директора пысăк тав сăмахĕ калатăп. Халĕччен туйман илеме асăрхарăм эпĕ ку хулара, — каласа парать вĕренекен.

Максим 15 çулта. Курнавăш шкулĕнче пĕлỹ илет. «4» тата «5» паллăсемпе вĕренет. Музыкăна кăмăллакан ача Елчĕкри искусство шкулне çỹрет. Гитарăпа вылять вăл, юрлать. Иртнĕ çул çамрăк халăхсен хушшинчи «Жар-Птица России» конкурс çĕнтерỹçи пулнă (ертỹçи Зинаида Павлова).

Е.ГЕННАДЬЕВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code