Суббота, 14 декабря, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Тимлĕх уйăрасси — тĕп вырăнта

Тимлĕх уйăрасси — тĕп вырăнта

Ятарлă çар операцине хутшăнакансене тата вĕсен çемйисене пулăшас тĕллевпе Раççей Федерацийĕн Президенчĕн Владимир Путинăн 2023 çулхи ака уйăхĕн 3-мĕшĕнчи Указĕпе килĕшỹллĕн «Тăван çĕршыв хỹтĕлевçисем» фонд йĕркеленĕ.

Асăннă фонд филиалĕсем кашни регионтах пур. Чăваш Енре вăл тĕп хулари Мускав проспектĕнчи 3-мĕш çуртра вырнаçнă. Унта СВО ветеранĕсен ыйтăвĕсене «Пĕр чỹрече» мелĕпе татса параççĕ. Çĕртме уйăхĕнче вара пĕтĕм муниципалитет округĕнче филиалăн консультаци пункчĕсене уçнă.

Елчĕкре те пур вăл. Округ администрацийĕн 1-мĕш хутĕнчи 15-мĕш пỹлĕмре Елена Рахмуллина социаллă координатор ĕç кунĕсенче 9 сехетрен пуçласа 18 сехетчен йышăнать.

Елена Борисовна маларах «Россельхозбанкăн» регионти филиалĕн округри хушма офисĕнче, халăха социаллă пулăшу паракан центрта ĕçленĕ.

— Контрактпа-и, мобилизаци йĕркипе-и е доброволец пулса хутшăнать çын çар операцине — уйрăмлăх çук, пурин ыйтăвне те туллин татса пама тăрăшатпăр, — хăйĕн ĕçĕпе паллаштарать Е.Рахмуллина.

Паянхи кун тĕлне консультаци пунктне пĕтĕмпе 53-н тухнă ыйтупа. Ытларах социаллă пулăшупа çыхăннисем. Çавăн пекех налук, ЖКХ тỹлевĕнчи çивĕчлĕхсем. Вĕсене Елена Борисовна вырăнтах татса пама тăрăшать. Хытă каяш турттарса тухнăшăн ятарлă çар операцине хутшăнакансен çемйисене тỹлеврен хăтарнă, анчах пĕр условипе: служба тапхăрĕнче кашни 6 уйăхра çар комиссариатĕнчен справка илмелле, ăна территори пайĕн администрацийĕ «Ситиматик» сахал яваплă обществăна тăратать. Ĕçе вырнаçас, социаллă контрактпа усă курас тĕлĕшпе çыхăннă ыйтусене халăха ĕçпе тивĕçтерекен центрăн округри пайĕ, çынсене социаллă хỹтлĕх паракан пайĕ татса параççĕ. Юридици ыйтăвĕпе ытларах Шупашкарти фонд филиалĕнче йышăнаççĕ пулин те, Елена Борисовна ку енĕпе те вырăнти службăсемпе усă курма тăрăшать. Андрей Воробьев адвокат, акă, Тăван çĕршыв хỹтĕлевçисемпе çыхăннă ыйтусенчен нихăçан та пăрăнмасть.

Социаллă координатор хăйĕн кулленхи ĕçне йышăнура çеç ирттермест — ялсене те тухса çỹрет: кварталта пĕр хутчен çар операцийĕнче пуçĕсене хунă ентешсен, кашни уйăхра инвалидсен çемйисенче пулать. Çар çыннисен мăшăрĕсемпе, ашшĕ-амăшĕпе тĕл пулса калаçасси те йăлара.

Çакна та каласа хăварни вырăнлă: хускатнă тема округри халăха социаллă пулăшу паракан центршăн та ют мар. Унти ятарлă специалист СВОна хутшăнакансен çемйисен социаллă паспорчĕсене йĕркелесе пынă май, çемье тата çемьери кашни ача тивĕçлĕ çăмăллăхсемпе усă курнине контрольлесе тăрать. Уйрăм çемьесен пурнăç условийĕсемпе паллашас тĕллевпе вырăнсене тухса рейд йĕркелеççĕ. Çĕршыв хỹтĕлевçин çывăх, ватă çынни хỹтлĕхсĕр юлнă пулсан, ăна черетсĕрех стационар пулăшăвĕ паракан уйрăма вырнаçтарма пултараççĕ.

Ятарлă çар операцине хутшăнакансен тата вĕсен çемйисен тĕлĕшпе çыхăннă ыйтусене ытти субъектсен те тĕрĕслĕхе тĕпе хурса тата вăхăтра татса пама кирлĕ. Кунта бюрократлăх пулма пултараймасть.

Николай МАЛЫШКИН.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code