Понедельник, 26 февраля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Образование > Волонтерсен пĕрремĕш слечĕ

Волонтерсен пĕрремĕш слечĕ

Декабрĕн 5-мĕшĕнче Раççейре доброволецсен (волонтерсен) кунне паллă тума пуçăнни кăçал 5 çул çитрĕ. Çак пысăк пĕлтерĕшлĕ пулăма тĕпе хурса округра ырă ĕç тăвакансен пĕрремĕш слечĕ иртрĕ.

Елчĕкри культура керменне тĕрлĕ ялсенчен, шкулсенчен волонтерсен ушкăнĕсем килсе çитрĕç. Вĕсем хăйсен хальхи вăхăтри ĕç-хĕлĕпе паллаштарса тĕрлĕ стендсем хатĕрленĕ. Кунтах хăйсен курăмлă ĕçне кăтартса мастер-классем йĕркелерĕç.

Çирĕклĕ Шăхальти вăтам шкулти волонтерсем пиллĕкмĕш çул батарейкăсене пуçтарас тĕллевпе курăмлă ĕçсем туса пыраççĕ. Батарейкăсем тăпрана мĕнле сиен кỹнине шкул ачисем лайăх пĕлеççĕ, çавна май ятарлă витресене пуçтараççĕ те утилизацие ăсатаççĕ.

Елчĕкри вăтам шкулти волонтерсем пурнăç таппипе тан утса ятарлă çар операцийĕнчи салтаксем валли окоп çуртисем мĕнле тунине тата пластик бутылкăсен хупписене пуçтарса вĕсене тепĕр хут усă курма пулни çинчен каласа пачĕç. Курнавăшри волонтерсем вара ырăлăх талисманне йывăç çинче тĕрĕлесе хĕртнине, Аслă Елчĕкри медик-волонтерсем шăл тĕрĕс тасатмаллине, Кушкăсем салтаксем патне виçĕ кĕтеслĕ çырусем çырса янине кăтартса пачĕç. Патреккелĕнчи волонтерсем слета хутшăнакан кашни çынна салам открыткисем валеçрĕç.

Халăха социаллă пулăшу паракан центр çумĕнчи «Кĕмĕл волонтерсем» те çамрăксенчен юлас темерĕç. Вĕсем Украинăри çапăçусене хутшăнакан салтаксем валли ăшă çăм нускисем çыхнипе, сăмса тутрисем тĕрленипе паллаштарчĕç. Çĕнĕ Пăвари Василиса Никонова, Питтĕпелĕнчи Мария Осипова 70 çултан иртнĕ пулсан та общество пурнăçĕнчен аякка пăрăнмаççĕ. 76 çулхи Василиса аппа хăйсен ялĕнчи салтаксен ячĕпе çырнă сăвва та вуласа пачĕ. Таяпа Энтринчи Елена Петрова (нумаях пулмасть ăна округри ĕçпе вăрçă ветеранĕсен тытăмне ертсе пыма шаннă), Аслă Елчĕкри Валентина Вастулова, Энтепери Эльвира Артемьева — чăн-чăн ырă чун-чĕреллĕ хĕрарăмсем. Вĕсем яланах халăх хушшинче, çамрăксемшĕн тĕслĕх вырăнĕнче. Çамрăк доброволецсем Елчĕк округĕн администрацийĕн архивисчĕсем Галина Ивановăпа Елена Игнатьева паллаштаракан документсемпе кăсăкланчĕç, сарăхса кайнă архив хучĕсене мĕнле çĕленипе интересленчĕç. Округри тĕп библиотека специалисчĕсем «Ырăлăх йывăççипе» паллаштарса волонтерсене çĕнĕ кĕнекесем вулама сĕнчĕç.

Волонтерсен пурнăçĕпе Елчĕк муниципалитет округĕн пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Марина Павлова, «Единая Россия» партин вырăнти уйрăмĕн ĕç тăвакан секретарĕ Людмила Павлова тĕплĕн паллашрĕç, ырă ĕç тума ачаранах пуçлани паянхи вăхăтра уйрăмах кирлине каларĕç. Марина Николаевна пухăннисене уяв ячĕпе саламларĕ. Вăл округра тĕрлĕ ỹсĕмри ырă чунлă çынсем сахал маррине, волонтерсем çĕршыв шайĕнчи тĕрлĕ акцисене активлă хутшăннине, паян та ятарлă çар операцине хутшăнакансене Елчĕксем пур енлĕн пулăшу аллине тăснине палăртрĕ.

Волонтер пулма пурте пултараççĕ. Хальлĕхе округра 812 волонтер шутланса тăрать. Чун-чĕре хăвачĕпе ăшă та ырă туйăм кăна кирлĕ. Акă, Елчĕкри 2 «а» класра вĕренекенсем те активлă ашшĕ-амăшĕнчен юласшăн мар. Вĕсем Вера Молоствова учительница ертсе пынипе «Кам-ха вăл волонтер?» литмонтаж кăтартса пачĕç. Марина Николаевна волонтерсен йышне 8 çултан иртейнĕ ачасем те кĕнĕшĕн савăннине пытармарĕ. Апла пулсан мĕн пĕчĕкрен ырă ĕç тума вĕренсе ỹсекен ачаран ырлăх кĕтме пулатех. 17 вĕренекен çак кун волонтер сертификатне, значокне тивĕçрĕ. Округри доброволецсем, «кĕмĕл волонтерсем» тĕрлĕ шайри Тав çырăвĕсене тивĕçрĕç.

Пухăннисене Аслă Елчĕк шкулĕнчи çамрăк артистсем Геннадий Волков академикăн хайлавĕ тăрăх сценка лартса пачĕç. Лаш Таяпари ташăçăсен пултарулăхĕ пурне те килĕшрĕ.Çĕнĕ Эйпеçри Вика Романова, Кивĕ Эйпеçри Кирилл Петров янăравлă юрăсемпе тыткăна илчĕç. Çĕнĕ Пăва, Елчĕк шкулĕсенчи медиацентр хастарĕсем волонтерсен кунне халалласа ырă ĕç тăвакансен пурнăçне тĕплĕн çутатса пачĕç. Елчĕк шкулĕнчи хастар волонтерсем — Мария Адюковăпа Даниил Патшин уява çĕкленỹллĕ кăмăл-туйăмпа ертсе пычĕç.

Волонтерсен «Кашнийĕнех ырă туйăм пур» слечĕ культура çурчĕ умĕнчи «Эпир пĕрле» флешмобпа вĕçленчĕ. Куллен ырă ĕçсем пурнăçлар, пĕр-пĕрне яланах ырлăх сунар…

Марина ВАСТУЛОВА,
округ пуçлăхĕн çамрăксемпе ĕçлекен советникĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code