Понедельник, 15 июля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Культура > Чăваш Енпе кăмăлтан паллашнă

Чăваш Енпе кăмăлтан паллашнă

Раштав уйăхĕн 1-мĕшĕнче Мускаври ВДНХра Пĕтĕм тĕнчери «Раççей» форум-куравра Чăваш Ен кунĕ иртнĕ.

Унта республикăн экспозицине «Чăваш Ен тав тăвать» — «Чăваш Ен ырлăх парнелет» ятпа йĕркеленĕ. Уява хутшăннă çĕр-çĕр çынна регион ертỹçи Олег Николаев саламланă, пĕчĕк тăван çĕршывăмăрăн историйĕпе, çитĕнĕвĕсемпе кĕскен паллаштарнă. Хăй вăл куракан вырăнĕнче çеç пулман, тĕслĕх кăтартса чăваш ташшине те килĕшỹллĕ ташланă, наци апачĕн мастер-класĕнче Евгений Шуваевпа пĕрле тĕтĕмленĕ така чĕлхи хатĕрлеме те вĕрентнĕ.

Анлă выставкăра курмалли питĕ нумай пулнă: промышленность предприятийĕсен продукцийĕсене хаклани, авалхи йăла-йĕркене пăхăнса чăваш туйĕ ирттерни, Раççейри конкурсра çĕнтернĕ чăваш юманне Дипломпа чыслани…

Сăмах май, чăваш туйне куракансем уйрăмах хапăлласа йышăннă.

ЦИТАТА

Олег НИКОЛАЕВ,
Чăваш Республикин Пуçлăхĕ:

— Чăваш Енре 128 наци çынни вырăс халăхĕн çемйинче пĕр-пĕринпе килĕштерсе пурăнать. Пирĕн вăй — культурăсен, йăла-йĕркен хăйне евĕрлĕхĕнче. Эпир ăна çирĕплетсе пыма, пĕрлехи пуянлăха упрама тăрăшатпăр. Тăван çĕршыв вăйлă пуласси унта пурăнакан пĕтĕм халăх пĕрлĕхĕнчен нумай килет. Хамăр енчен çакна йăлтах тума тĕв тытатпăр. «Раççей» курав-форум чăваш халăхĕн пултараслăхне кăтартса пачĕ те.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code