Воскресенье, 8 декабря, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Паттăрсен ячĕпе — партăсем

Паттăрсен ячĕпе — партăсем

Елчĕкри вăтам шкулти акт залĕ. Çынсем нумай пулсан та шăплăх хуçаланать. «Журавли» юрă янăравĕ чуна çỹçентерет. Ятарлă кĕвĕ çемĕпе Тăван çĕршыв тата республика ялавĕсене илсе кĕреççĕ. Раççей Федерацийĕн, Чăваш Республикин гимнĕсем янăраççĕ.

Виктор Владиславович ГРИГОРЬЕВ 1989 çулхи раштав уйăхĕн 4-мĕшĕнче Çĕмĕрле округĕнчи Вăрманкас ялĕнче çуралнă. 2005-2007 çулсенче Елчĕкри вăтам шкулта вĕреннĕ. Округри, республикăри ăмăртусене хутшăннă. 2010 çулхи кĕркунне çар ретне тăнă. Тепĕр пилĕк çултан — контракт йĕркипе. Зенитпа ракета взвочĕн командирĕн заместителĕ, гвардин аслă сержанчĕ БТР-8 А тата ПЗРК К «Игла» хĕç-пăшала служба тапхăрĕнче тĕплĕ алла илнĕ, вĕсемпе дивизионри тактика вĕренĕвĕнче те пĕлсе усă курнă. Мускаври Хĕрлĕ Площадьре иртнĕ Çĕнтерỹ Парадне хутшăннă.

В.Григорьев ятарлă çар операцийĕнче 2022 çулхи нарăсăн 24-мĕшĕнчен. Паттăрла тĕслĕхсем пĕрре мар пулнă унăн. Анчах 2022 çулхи авăн уйăхĕн 25-мĕшĕнче пĕр çапăçура бригада подразделенине хỹтĕленĕ май паттăрла пуçне хунă. Ăна Паттăрлăх орденĕпе наградăланă.

Владимир Васильевич ОРЛОВ 1998 çулхи ака уйăхĕн 16-мĕшĕнче Каркалар ялĕнче килнĕ çут тĕнчене. Кĕçĕн Таяпари пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан тĕп шкултан, Шупашкарти Н.В.Никольский ячĕллĕ профессиллĕ колледжран вĕренсе тухнă. Вĕренỹ çулĕсенче хăйне лайăх енчен çеç кăтартнă: дисциплинăллă, тирпейлĕ, тăрăшуллă. Спорт ăмăртăвĕсенче çĕнсе илнĕ дипломсемпе медальсем те пур.

Колледжра механик специальноçне алла илнĕскер, çар службине малтанах Свердловск облаçĕнчи çар чаçĕн вĕренỹ центрĕнче, унтан Ингушетири артиллери чаçĕнче ирттернĕ. Ятарлă çар операцине 2022 çулхи юпа уйăхĕн 15-мĕшĕнче мобилизациленĕ. Шел, В.Орлов рядовой кăçалхи юпа уйăхĕн 29-мĕшĕнче Запорожье облаçĕнчи Работино ялĕнчи çапăçура пуçне хунă. Вилнĕ хыççăн ăна Паттăрлăх орденĕпе наградăланă.

Ятарлă çар операцийĕнче пуçĕсене хунă икĕ ентеше асăнса Герой парттисене уçрĕç.

Пĕр минутлăх шăплăх палăртнă хыççăн Елчĕк муниципалитет округĕн пуçлăхĕ Леонард Левый сăмах илчĕ:

— Паян паттăрсене асăнса, чысласа партăсем уçатпăр. Володьăна мобилизаци йышĕнче чи малтан яма лекрĕ мана. Ăна упрайманшăн ашшĕ-амăшĕнчен каçару ыйтатăп. Çар çыннин тĕп тивĕçĕ — Тăван çĕршыва, çемьене, тăвансене хỹтĕлесси. Çакна пирĕн ентешсем чыслăн пурнăçланă, пурнăçлаççĕ те. Пулас салтаксен Володьăпа Виктортан тĕслĕх илмелле. Паттăрсем вилĕмсĕр. Вĕсем ялан асра пулĕç.

Шкул директорĕ Лариса Васильева, Комсомольски тата Елчĕк районĕсен çар комиссарĕ Сергей Данилов та хăйсен сăмахĕсене çамрăк ăру ячĕпе каларĕç. Чăн та, хамăрăн историне, паянхи событисене кашни пĕлме тивĕç. АПШна тата Хĕвел анăçри çĕршывсене вăйлă Раççей кирлĕ мар. Çавăнпа та пирĕн çар çыннисем мĕншĕн çапăçнине, пуç хунине пĕлмеллех.

Астăвăм мероприятийĕнче тăванĕсем, пĕрле вĕреннисем те сăмах каларĕç. Лаш Таяпари Таса Турă Амăшĕн çуралнин ячĕллĕ чиркỹ настоятелĕ, округри çар çыннисен ыйтăвĕсемпе ĕçлекен Силуан атте Владимир Орлова асăнса çырнă сăввине те вуласа пачĕ. Унпа статья вĕçĕнче паллашма пултаратăр.

Геройсен парттисен хушшине вара чи малтан ларма Дарья Петровăпа Давид Портнов тата Дмитрипе Диана Орловсем тивĕçрĕç…

Ăмăрт кайăк, асра халь эсĕ юлтăн,
Çук, шеллемерĕн эсĕ пач хăвна.
Малти ретре çỹрерĕн хăрамасăр,
Турă çине шанса эс вĕçрĕн малалла.
Эс вĕçрĕн, юлташусене сыхларăн,
Пире те эс кĕтеттĕн яланах.
Сана курсан йăл кулă çеç çиçетчĕ,
Тăванăм, ман Володя, халь ăçта?
Ирĕклĕхшĕн паттăрла эс пуçна хутăн,
Тăван çĕршыва юратрăн чунтанах.
Каркаларсене çỹлтен эс халь сыхлатăн,
Масар çинче выртатăн канлĕхре.
Никам та шутлама та пултарман-çке,
Сана тăшман аркатĕ çамрăкла.
Вăрçă вăл паттăрсене ялан шыранă,
Эс пирĕн пысăк паттăр яланах.
Эс паттăр, сан умăнта пуçа таятпăр,
Аçу-аннỹ умне чĕркуçленсе.
Вĕсемшĕн сывлăх çеç эпĕ ыйтатăп,
Çỹлти Аттемĕр, чăтăмлăх пилле.
Сан мăшăру ытла та хуйхăрать халь,
Ăна та лăплантар, çỹлти Атте!
Пĕтĕм тăван-пĕлĕшỹсене çапла калатăп:
Турăçăм пулăштăр, хĕрхентĕр вăл сире!

Николай ФЕДОРОВ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code