Воскресенье, 8 декабря, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Инкек ан пултăр тесен…

Инкек ан пултăр тесен…

Çĕнĕ çула та кĕретпĕр, акă. Кашниех эпир, çитĕннĕ çын-и е пĕчĕк ача-и, çитес çул яланах лайăххине кăна ĕмĕтленетпĕр.

Уявсем, канмалли вăрăм кунсем çитнĕ май тимлĕх пирки те манса каяс марччĕ. Республикăра газ хăрушсăрлăхĕн требованийĕсене пăхăнманнине пула инкексем те пулчĕç. Çавна май кашни кил-хуçалăхра, нумай хваттерлĕ çуртсенче тĕтĕм çулĕсен (дымоход) юсавлăхне тĕрĕслени кирлĕ. Кайăк-кĕшĕк каяшĕпе, кирпĕч ванчăкĕсемпе е сивĕпе пăрланса хупланас хăрушлăх çук-и? Çак яваплă ĕçе ырана хăварас марччĕ.

Сĕрĕм инкекĕ сисĕмсĕр килет, çавна май чавса çывăххи пирки шутламалла ан пултăрччĕ кайран.

Алевтина ЛЬВОВА,
Елчĕкри газ участокĕн службин начальникĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code