Понедельник, 22 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Образование > Филологсем тĕл пулчĕç

Филологсем тĕл пулчĕç

Иртнĕ çулăн юлашеи кунĕсенче Çĕнĕ Пăвари вăтам шкул никĕсĕ çинче филологсен — ют чĕлхе тата вырăс чĕлхипе литературине вĕрентекенсен округри фестивалĕ пулса иртрĕ. Ăна, паллах, Раççейри Педагогпа наставник тата Чăваш Енри телейлĕ Ачалăх çулталăкне халалларăмăр.

Ытти чухне те хăтлăхĕпе илĕртекен çутă шкул коридорне, Çĕнĕ çул уявĕ те çывхарнине шута илсе, тата та уйрăм илем кỹтĕмĕр. Фестивале хутшăнакансем 5-11-мĕш классем хушшинче ирттернĕ мероприятисене виçĕ номинаципе йĕркелерĕмĕр.

Унта хутшăннă педагогсенчен кашнийĕ хăйĕн ĕçри пысăк ăсталăхне кăтартма тăрăшни яр уççăн палăрса тăчĕ. Мероприяти вĕренекенсемшĕн те кăсăклă пулчĕ: вырăс тата акăлчан чĕлхисем, литература — пĕр урока пĕрлештерчĕç.

Фестивальте хамăр шкул чысне вырăс чĕлхипе литературин предметне ертсе пыракан С.Архипова тата ют чĕлхесене вĕрентекенсем — Л.Пупина тата Л.Викторова хỹтĕлерĕç. Вĕсем литература тата ют чĕлхе урокĕсенче Раштав уявне кăтартса пачĕç.

Мероприяти ĕçне компетентлă жюри хакларĕ. Кашни номинацире çĕнтерỹçĕсемпе призерсене палăртрăмăр.

Лариса ВИКТОРОВА,
ют чĕлхесене вĕрентекенсен округри ассоциацийĕн ертỹçи.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code