Вторник, 18 июня, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Культура > Марина ЯКОВЛЕВА, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ артистки: «Манăн шăпана Турă çырнă»

Марина ЯКОВЛЕВА, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ артистки: «Манăн шăпана Турă çырнă»

Марина Яковлева СССР халăх артисткипе Вера Кузьминапа

«Телеграм» каналăн Тĕмер ялĕн ушкăнĕнче 500-е яхăн çын тăрать. Ялта, çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесĕнче пурăнакан ентешсем çырса тăракан хыпарсемпе эпĕ те хаваспах паллашатăп. Тăван тăрăхăн ĕçĕ-хĕлĕ, пурнăçĕ чылайăшĕшĕн кăсăклă. Пĕр хыпар уйрăмах савăнтарчĕ — шкулта пĕр класра вĕреннĕ Саша Яковлевăн хĕрне — Марина Александровна Яковлевăна «Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ артистки» ятне панă иккен. Пысăк чыса тивĕçнĕ ентеше çак ятпа ырă сунса саламлакансем йышлă пулчĕç социаллă сетьре. Шупашкара кайсан артисткăпа Чăваш патшалăх академи театрĕнче тĕл пулса калаçрăм.

«Пурпĕрех артистка пулатăп»

— Марина Александровна, пысăк сума тивĕçнĕ ятпа саламлатăп сире.

— Тавах. Мана Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ артистки ята парасси çинчен Чăваш Республикин пуçлăхĕн Хушăвĕ пичетленсенех ырă сунса саламлакансем йышлă пулчĕç. Тĕмерте пурăнакан тăвансен, тус-тантăшсен сăмахĕсем уйрăмах хаклă, мĕншĕн тесен ман ачалăх атте ялĕпе тачă çыхăннă.

— Апла пулсан, кашни çын пурнăçĕнче ырă йĕр хăварнă ачалăха таврăнар-ха.

— Эпĕ атте-аннен тăватă ачинчен пĕри, 1980 çулхи çурла уйăхĕн 13-мĕшĕнче Тĕмерте çуралнă. Анне Канаш районĕнчи Карăклă ялĕнчен. Аттепе вăл Тĕмере пĕрле вĕреннĕ хĕр-тантăшĕ Валентина Галкина (Дутова) патне хăнана килсен паллашнă та качча тухнă. Валентина аттен иккĕмĕш сыпăкри тăванĕ пулать. Тĕмерте эпĕ çуралсан çулталăк ытларах анчах пурăннă. Çапах та ачалăхра туслашнă юлташсемпе паян та тачă çыхăну тытатăп. Эпĕ мĕн пĕчĕкрен пуçласа шкул пĕтеричченех каникул кунĕсене Тараса тăкăрлăкĕнче пурăннă асаттепе асанне патĕнче ирттернĕ. Асанне мана килти ĕçсене тума хăнăхтарнă, кĕтỹ ансан Тăрнашур текен вырăна ытти ачасемпе ĕне çитерме янă. Типĕ килнĕ çу кунĕсенче те ем-ешĕл курăк çитĕнетчĕ унта, вăйлă çăлкуç тапса тăратчĕ. Çак тăрăхра выляса çỹренине, каçсерен хĕр ачасемпе юрă юрланине, Питрав праçникĕнче кỹршĕ яла — Çирĕклĕ Шăхальне хĕрсем вăййа тухнине курма кайнине ăшă туйăмпа аса илетĕп. Ун чухне ялта ача-пăча йышлăччĕ. Эпĕ Яблонскисен хĕрĕсемпе ачаран туслă. Халĕ Мускавра тĕпленнĕ Оксана отпускне ашшĕ-амăшĕ патĕнче ирттерет те мана тăтăшах яла чĕнет. «Марина, кил яла, кăштах та пулин пĕрле пулăпăр», — тет. Ăçтан тапранса тухас, çулла гастрольсем пуçланаççĕ, отпуск вăхăтĕнче атте-анне килĕнче пурăнса курас килет. Тĕмер ялĕ, пĕрле вылянă юлташсем, асаттепе асанне килĕ халĕ те тĕлĕкре аса килеççĕ.

Пирĕн çемье эпĕ пĕчĕккĕ чухнех Шупашкар районĕнчи Хыркасси ялне куçса кайнă. Унта совхоз рабочисене пурăнмалли çурт панă. Атте тракторпа ĕçлеме, анне бухгалтерине ĕçлеме вырнаçнă. Хуçалăх ун чухне питĕ пуянччĕ. Ĕçлекенсене лайăх пăхатчĕç, Культура çуртĕнче, шкулта тĕрлĕ кружоксем ĕçлетчĕç. Эпĕ театр кружокне кĕçĕн класранах çỹренĕ, баян калама вĕреннĕ, юрлама юратнă. Çавăн чухне аслисем манран çапла ыйтатчĕç: «Ỹссен кам пулатăн?». «Артистка пулатăп», — хуравлаттăм эпĕ. «Артисткăна вĕренме кĕреймесен?». Эпĕ пурпĕрех артистка пулатăп теттĕм. Маншăн пурнăçра урăх професси пулман. Анне те, Роза Александровна Тихонова, ачаран артистка пулма ĕмĕтленнĕ. Паянхи кун та хитре юрлать. Хусканăвĕсем, ташши илемлĕ. Анчах кукаçи, Александр Тихонович Тихонов, ăна вĕренме яман. Тĕмерти асанне, Римма Федоровна, купăс калатчĕ, хитре юрлатчĕ. Çапла вара артистка пултарулăхĕ ман юнра пулнă пулĕ. 1997 çулта вăтам шкул пĕтертĕм. Экзаменсем хыççăн Шупашкарти К.В.Иванов ячĕллĕ Чăваш академи театрне кайрăм, хамăн ĕмĕт çинчен Иван Иванов режиссера каласа патăм. Эпĕ ун чухне кашни вунă çултан пĕрре республикăран чăваш ачисене Мускаври Пĕчĕк академи драма театрĕ çумĕнчи М.С.Щепкин ячĕллĕ Аслă театр училищине (институтне) вĕренме янине пĕлмен те. Иван Иванов шăпах кăçал çĕршывăн тĕп хулине çамрăксене артиста вĕренме яма палăртнине, кĕçех экзаменсем пуçланмаллине пĕлтерчĕ. Çакă эпĕ вăтам шкул пĕтернĕ çулпа тỹр килнине ман шăпана Турă çырни тесе шутлатăп.

Мускаври театр училищине вĕренме кĕмелли экзаменсем Чăваш патшалăх университетĕнче иртрĕç. Экзамен тыттаракансем Мускавран килнĕ преподавательсем тата хамăр республикăри педагогсем пулчĕç. Пултарулăх тата пĕлỹ шайне тарăннăн тĕрĕслерĕç. Конкурс пысăкчĕ, пĕр вырăна — 15 хĕрччĕ. Эпĕ экзаменсене ăнăçлă тытса вĕренме кĕтĕм.

Асра юлакан сăнарсем

Çапла вара 7 хĕр тата 6 каччă Мускава вĕренме тухса кайрăмăр. Тепĕр пилĕк çултан театр училищине ăнăçлă вĕçлесе тăван театра пилĕк мăшăр пулса таврăнтăмăр. Эпир Элĕк район каччипе Арсентий Димитриевпа çемье çавăртăмăр. Паянхи кунчченех театрта пĕрле ĕçлетпĕр. Тĕп сăнарсене калăплама шанаççĕ.

— Тин çеç театр училищине пĕтернĕ çамрăкăн малтанхи тапхăрта мĕнле рольсене выляма тиврĕ?

— Левтина Марин «Пурçăн кỹлĕ вăрттăнлăхĕ» пьеси тăрăх лартнă спектакльте Розалия рольне калăплама шанчĕç. Япăх мар пулса тухрĕ ахăр. Эпĕ вылянине лайăх хак пачĕç, куракансем те ăшшăн йышăнчĕç. Çакă мана тата хавхаланса ĕçлеме çунатлантарчĕ. Николай Корчаков режиссер лартнă спектакльсенче ытларах выляма тиврĕ. Вăл мана тĕп рольсене шанса пама шикленмерĕ. Унăн шанăçне тỹрре кăларма тăрăшрăм. Театрта 20 çул ытларах ĕçлетĕп. Çав шутран икĕ хутчен декрет отпускĕсенче пулнă вăхăтсене кăларсан, 16 çул спектакльсенчи тĕп рольсене вылятăп. Хальхи вăхăтра И.С.Максимов-Кошкинскин «Константин Иванов» пьесинчи Тарук, Фенькка (П.Осипов «Сурхури сăри»), Тамара (В.Николаев «Чуххăм Ванькка авланать — кай-кай-кай…»), Инга (А.Коровкин «Мăнаккасем»), Луиза (М. Карягина «Телей кайăкĕ») тата ытти рольсемпе сцена çине тухатăп.

— Эсир вылякан сăнарсем тĕрлĕ енлĕ — хурлăхлă та, шỹтлĕ те, пурнăç пирки шутлаттараканни те. Хăшĕсене выляма çăмăлтарах сире?

— Хăш-пĕр çын артист ĕçĕ çăмăл, выляса-кулмалли ĕç тесе шутлать пулас. Килĕшместĕп çакăнпа. Ытти кирек мĕнле ĕç пекех, пирĕн ĕç те вăй хумасăр пулмасть. Вылякан сăнар ĕненмелле, пурнăçри пек чăн пулса тухтăр тесе артистсем кашни кун репетицисем ирттереççĕ. Халăх умне тухиччен нумай тар тăкма тивет. Каçхине вара тепĕр спектакльте вылямалла. Çавăнпа сăнарсене пĕрне çăмăлли, тепĕрне йывăрри çине уйăрмастăп. Куççулĕ те сăнара чĕре патне илмесĕр, унпа пĕрле хурланмасăр тухмасть.

— Паянхи куракан мĕнлерех спектакльсене кăмăллать?

— Ман шутпа, ытларах шỹтлисене. Камит курса вăл чунĕпе канать.

«Чунпа канатăп, вăй пухатăп»

— Сцена çине час-часах тухни сире ывăнтармасть-и? Кунсăр пуçне час-часах округсене тухса çỹретĕр.

— Паллах, ывăнтарать. Çулла гастрольсем пĕтсен, отпуск пуçлансан пĕчченлĕхре канас килет. Ун пек чухне яла аттепе анне патне каятăп. Пахчара ĕçлетĕп, чечексене пăхса савăнатăп. Анне калать: «Марина, санăн аллу çăмăл», — тет. Çапла чунпа канатăп, вăй пухатăп.

— Сирĕншĕн телей мĕнре?

— Ĕç ăнса пынинче, атте-анне, мăшăр, ачасем, пиччесемпе шăллăм сывă, тĕрĕс-тĕкел пурăннинче. Мăшăрăмпа иксĕмĕрĕн икĕ хĕр ача. Асли — Олеся, çитĕнчĕ ĕнтĕ, дизайнера вĕренет. Кĕçĕнни — Юлианна — çичĕ çулта, театрти массăллă сценăсене хутшăнать. Çитĕнсен вăл кам пуласси пирки калама иртерех-ха. Мĕн пăшăрхантарать? Эпĕ ачаран театра çỹреме юратнă. Иртнĕ ĕмĕрĕн 90-мĕш çулĕсенче те чăваш театрне кăмăллакансем питĕ йышлăччĕ. Ялсенчен спектакль курма автобуссемпе тиенсе килетчĕç. Халĕ театра çỹрекенсем хушшинче çамрăксем сахалрах, ытларах ватăсем. Округсене тухса çỹресе лартакан спектакльсенче тепĕр чухне зал тулли мар. Халăха паян урăх япаласем кăсăклантараççĕ. Çапах та малашлăха шанса пурăнатпăр.

Николай АЛЕКСЕЕВ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code