Понедельник, 20 мая, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Анюк аппа — вăрçă ачи

Анюк аппа — вăрçă ачи

Вăрçă ачисем… Аслисемпе пĕрле вĕсем те Çĕнтерĕве çывхартнă-çке, мĕн чухлĕ асап-нуша чăтса ирттермен пулĕ тата.

Манăн вăрçă ачипе — Анна Егоровна Албутовăпа паллаштарас килет вулакана. Чăваш Тăрăм ялĕнче хресчен çемйинче çуралса ỹснĕ Анна аппа халĕ 92 çулта. Унăн ашшĕ, Егор Васильевич Фомкин, 1902 çулта çуралнă. Амăшĕ, Мария Михайловна Фомкина, упăшкинчен пĕр çул кĕçĕнрех пулнă. Çак туслă та ĕçчен çемьере 8 ача çуралнă: Василий, Анна, Петр, Ольга, Николай, Алексей. Сакăр ачаран иккĕшĕ — Василипе Анна пĕчĕк чухнех вилнĕ. Кайран çуралнă ачисене вара вилнĕ ачисен ячĕсене панă — чăвашсен çемйисенче çакă йăлана кĕнĕ пулнă. Çапла вара вĕсен çемйинче 6 пĕр тăван ỹснĕ. Ашшĕпе амăшĕ Турă саккунĕсене пăхăнса пурăннă, Егор Васильевич славянла та вулама пĕлнĕ.

Анна 1939 çулта ялти шкула вĕренме кайнă, «5» паллăсемпе анчах ĕлкĕрсе пынă. Шкулта хут пулманнипе кĕнекесем, хаçат çине çырнă. Чернил та хăйсем тунă. Анчах хĕр ачан 5 класс кăна пĕтерме тивнĕ. Василий шăллĕ çуралсан амăшĕ ăна урăх шкула яман — ача пăхма хăварнă. Хăйĕн вара кашни кун ĕçе каймалла пулнă.

1941 çулхи июнĕн 22-мĕшĕнче фашистла Германи пирĕн çĕршыв çине ирсĕррĕн тапăнса кĕнĕ кунран пуçласа çынсен пурнăçĕ виçĕ пая пайланнă: вăрçăчченхи, вăрçă çулĕсенчи тата вăрçă хыççăнхи.

Ял халăхне ял совечĕ умне пухса вăрçă пуçланни çинчен пĕлтернĕ. Пуриншĕн те пысăк хуйхă, асап пуçланнă. Прокопий Смирнов ялтан пĕрремĕш хăйĕн полуторкипе фронта тухса каять.

Анна ашшĕне те повестка параççĕ. Çак куна вăл питĕ лайăх астуса юлнă. Ашшĕ краççын илме хулана кайнă пулнă. Унтан таврăнсан тепĕр кунхинех вăрçа тухса каймалла пулнă унăн. Ашшĕне çул çине парса яма килĕнче çăкăр та пулман — амăшĕ тăванĕсенчен çăкăр ыйтса илет.

Çав тери йывăр пурнăç пуçланнă. Ачисем çамрăклах ĕç патне çыпçăннă. Хĕр ачисем амăшне пулăшса çăм арланă, пир тĕртнĕ. Кĕпе-йĕмне амăшĕ çĕлесе панă. Малтанласа фронтран çырусем килсех тăнă. Юлашки çырăвĕнче вара Егор Васильевич мăшăрне ачисене лайăх пăхма, темле йывăр пулсан та ĕнине усрама хушса çырнă. Ĕне вăрçă вăхăтĕнче чăн-чăн çăлăнăç, çемьене тăрантаракан пулнă. Выçă пулнăран, ялта нумайăшĕ ыйткаласа çỹренĕ. Чăкăт курăкĕ, вĕлтĕрен, серте яшки пĕçерсе çинĕ.

1942 çулта Фомкинсен çемйине ашшĕ вăрçăра вилни çинчен хăрушă хыпар çитнĕ. Малтанласа вăл ăçта канлĕх тупнине те пĕлмен. Петĕр ывăлĕ кайран тин ашшĕне ăçта пытарнине шыраса тупать. Хуйхă çине хуйхă: каярахпа тата Кузьма тетĕшĕ вилнине те пĕлтереççĕ.

Ялти вăйпитти арçынсем вăрçа кайса пĕтнĕ хыççăн пур ĕçе те хĕрарăмсемпе ачасем, ватă çынсем тунă, фронт валли çăкăр ăсатнă. Анна та ыттисемпе пĕрле 12 çултах колхозра ĕçлеме пуçланă — амăшне пулăшнă. Хăй çурлапа тырă вырнине те лайăх астăвать вăрçă ачи. Мĕнпур ĕçе алă вĕççĕн тума тивнĕ. Ял халăхĕ лайăх лашасене фронта панă. Анна аппан аслă пиччĕшне — Петĕре бригадир пулма суйласа лартаççĕ.

Вăрçă пуçланиччен «Авангард» колхоз председателĕ Федор Сергеевич Колсанов пулнă. Анчах ăна та часах вăрçа илсе кайнă. Ун вырăнне Егор Сергеевич Албутов йышăннă. Вăл мĕн вăрçă пĕтичченех пĕрлешỹллĕ хуçалăха ертсе пынă.

Вăрçă кĕрлевĕ, телее, пирĕн пата çитеймен. Апла пулин те пахчасенче бомбăсенчен хỹтĕленме окопсем чавнă. Тревога вăхăтĕнче çынсем унта пытаннă.

Вăрçă çулĕсенче ялта 3 бригада пулнă. Анна Анаткас ачисемпе 1-мĕш бригадăра тăрăшнă. Бригадăсем пĕр-пĕринпе ăмăртса ĕçленĕ. Вĕсем каç пулсан тин хĕрлĕ ялавсемпе, юрă юрласа яла пырса кĕнĕ. Анаткассен бригади яланах малта пулнине аса илет Анна Егоровна.

Колхоз çамрăк ачасене Улатăра вăрман касма та янă. Мĕнле чăтнă-ши, çи-пуçĕ те пит япăх пулнă-çке, урисенче çăпата, тăла чăлха пулнă. Çăпатисем те нумайлăха чăтман, час çĕтĕлсе тăхăнма юрăхсăра тухнă. Пĕррехинче киле килме тухсан çил-тăманлă çанталăкра хĕр ачасем аташса каяççĕ. Урамра питĕ сивĕ, çĕрле те пулса кайнă. Телее, вĕсем çул çинчи арман патне килсе тухаççĕ. Арман çуртĕнче çĕр каçаççĕ вĕсем. Çапла вара яла ырă-сывă таврăнаççĕ.

Вăрçă вăхăтĕнче те хĕрсем ĕçрен пушаннă çĕрлехи вăхăтсенче пĕрле пуçтарăнса савăнма май тупнă: юрăсем шăрантарнă, вăйăсем вылянă. Мĕншĕн тесен вĕсем пурте вăрçă чарăнасса, пирĕннисем çĕнтерессе çирĕп шанса тăнă.

Çĕнтерĕве çывхартассишĕн кар тăнă ачасем нимĕнле ĕçрен хăраса тăман, ăçта хушнă — çавăнта кайнă вĕсем. Пирĕн ял çывăхĕнче чул кăлармалли вырăн пур. Анна та унта ытти ачасемпе пĕрле чул кăларма хутшăннă, кашнийĕн норма — 24 кубла метр чухлĕ чул кăлармалла, колхозра ĕçлесе ĕç кунне тултармалла пулнă. Патшалăха сĕт, çу, çăмарта, аш-какай парса пулăшнă.

Чăваш Тăрăм ялĕнчи 103 çын вăрçă вут-çулăмĕ витĕр тухаймасăр ĕмĕрлĕх пуçĕсене хунă.

Вăрçă хыççăн ялта колхоз председателĕ пулса Тихон Васильевич Васильев ĕçленĕ. Вăл хуçалăх производствине нумай çул ăнăçлă ертсе пынă. Вăрçă хыççăн колхозри ĕçсем те майĕпен йĕркене кĕрсе пынă, яла лашапа ĕçлекен молотилка илсе килнĕ.

Анна торф кăларнă çĕрте те ĕçленĕ, чăтăмлăскер, йывăр пулсан та пуçне усмасть, кăштах укçа-тенкĕ ĕçлесе илет.

Çĕнтерỹпе таврăннă салтаксем колхоз ĕçне пикеннĕ хыççăн пурнăç кăштах çăмăлланнă. Анна аппа хăйĕн пурнăçĕнчи пĕр саманта аса илмесĕр хăварма пултараймарĕ. Яла 7 çул салтак службинче тăнă Алексей Петрович Албутов таврăннă. Вăрçа ăсатнă чухне вăл çамрăк хĕр ачана курса хăйне кĕтсе илме хушса хăварать. Вăрçăран таврăннă хыççăн, паллах, вăл хĕре çураçма пынă. Тăванĕсем те хирĕç пулман, çапла вĕсем пĕр çемье чăмăртанă. Упăшки комбайнер пулса 30 çул хушши Тутар Республикинче тăрăшнă. Çемьере ачасем пĕрин хыççăн тепри çуралнă. Çапла Албутовсем 9 ачана пурнăç панă. Пĕр ачи пĕчĕккĕ чухнех вилет. Николай, Василий, Вера, Петр, Алексей, Полина, Надежда тата Сергей ашшĕпе амăшне мĕнпур енчен савăнтарса анчах тăнă. Шкулта та лайăх вĕреннĕ вĕсем, ытти ĕçсенче те маттур пулнă. 1986 çулта Анна аппан упăшки пурнăçран уйрăлнă. Вăрçă суранĕсем те кĕскетнĕ пулĕ унăн пурнăçне.

«Турă çырнинчен иртме çук», — теççĕ халăхра. Анна аппа та çавнах калать. Унăн ывăлĕсем те пĕрин хыççăн тепри вилсе пыраççĕ. Халĕ вăл виçĕ хĕрĕпе тата пĕр ывăлĕпе тăрса юлнă. Асламăшне, кукамăшне мăнукĕсем те манмаççĕ.

Анна аппа питĕ ырă кăмăллă, уçă чĕреллĕ çын. Пурне те пулăшма хатĕр вăл, ĕçпе те, канаш-сĕнỹпе те. Вăл Турра ĕненсе Турă саккунĕсемпе пурăнакан çын та. Вилнĕ çынсене юлашки çула ăсатма та пирĕн ялта яланах Анна аппа пулăшать, вăл йăла-йĕркесене лайăх пĕлет.

Пархатарлă ĕçĕшĕн ăна 1982 çулта «Ĕç ветеранĕ» медаль парса чыс тунă. Унсăр пуçне, нумай ачаллă амăшĕ «Ача амăшĕн мухтавĕ» I тата II степень орденĕсене те тивĕçнĕ.

Ялти ятлă та сумлă çынна — Анна аппана тата та нумай çул пурăнма çирĕп сывлăх, канлĕ ватлăх сунатпăр.

В.КРАСНОВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code