Понедельник, 22 июля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Килтен тухмасăрах

Килтен тухмасăрах

Раççей Президенчĕн суйлавĕ мартăн 15-17-мĕшĕсенче иртĕ. Январĕн 29-мĕшĕнчен пуçласа сасăлава икĕ мелпе хутшăнмашкăн заявлени йышăнаççĕ.

Заявлени парас текенсен мартăн 11-мĕшĕччен çак мелсенчен пĕрне суйламалла: дистанциллĕ электрон сасăлав (ДЭГ) е «Мобильлĕ суйлавçă» (халĕ ăçта пурăнать, çавăнта сасăласси). Пĕрремĕш мелне суйлакансен Патшалăх пулăшăвĕсен порталĕнче ыйтса çырмалла. «Мобильлĕ суйлавçăпа» усă курас текенсен асăннă порталта та, кирек хăш МФЦра та, кирек хăш территорин суйлав комиссийĕнче те заявлени çырма пулать. Мартăн 6-11-мĕшĕсенче вара ку ыйтупа хуть те хăш участокăн суйлав комиссине пыма юрать. Сире мĕнле меллĕ, çавăн пек сасăлăр.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code