Воскресенье, 14 июля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Образование > Ырă улшăнусем татах пулĕç

Ырă улшăнусем татах пулĕç

Владимир ПУТИН,
Раççей Федерацийĕн Президенчĕ:

— Çыннăн ăнăçлă малашлăхĕ вĕренỹ пахалăхĕнчен тата вăл мĕн пĕчĕкрен нумай енлĕ аталаннинчен килет. Çакăн пек майсене çĕршывăн пур регионĕнче пурăнакансем валли те туса памалла. Эпир шкулсем тата ача сачĕсем хута яратпăр. Хăй вăхăтĕнче 2019-2024 çулсенче 1300 ытла шкул уçма палăртрăмăр. Строительствăна вĕçлесен вĕренỹ уçлăхне час-часах çĕнетмелли çул çине тăмалла: юсамалла, кирлĕ оборудованисем туянмалла, хальхи технологисемпе тата вĕрентỹ меслечĕсемпе усă курассине йĕркелемелле.

«Вĕренỹ» наци проекчĕпе килĕшỹллĕн регионта та, округра та çулсерен курăмлă ĕçсем пурнăçланаççĕ.

Чăваш Енре 2023 çулта хушма пĕлỹ паракан çĕнĕ вырăн кăна 766 йĕркеленĕ. Ку енĕпе кăçал та ỹсĕмлĕ ĕçсем чылай пулĕç. Унсăр пуçне Шупашкарти 4-мĕш тата 44-мĕш лицейсенче ачасен икĕ «Кванториум» технопаркне, Çĕмĕрлери политехника техникумĕн никĕсĕ çинче цифра вĕренĕвĕн «IT-куб» центрне уçма, шкулсенчи 11 спортзала юсама, Шупашкар, Çĕнĕ Шупашкар хулисенче, Кỹкеçре 4 шкула хута яма палăртаççĕ. «Профессионалитет» проект çине таянса Канашри транспортпа энергетика техникумĕнче професси хатĕрленĕвĕн, Çĕнĕ Шупашкарти химипе механика тата Çĕрпỹри аграрипе технологи техникумĕсенче вĕренỹпе производство центрĕсем уçĕç. Çак тата ытти ĕçсене пурнăçлама пĕтĕмпе 5,8 миллиард тенкĕ уйăрĕç.

Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев палăртнă тăрăх, юлашки çулсен пĕтĕмлетĕвĕ вĕренỹ тытăмĕнче ĕçлекенсемшĕн çеç мар, шкул ачисемпе вĕсен ашшĕ-амăшĕшĕн те паллă. Сăмахран, 105 шкула тĕпрен юсани, 13 çĕнĕ шкул çĕклени çакăн çинчен калать мар-и? Кăçал тата икĕ объект туса хута ярĕç. Вĕренỹ организацийĕсене пурлăхпа техника тĕлĕшĕнчен çирĕплетесси те тĕп вырăнта.

Вĕренỹ тытăмĕ Чăваш Ен патшалăх политикин тĕп çул-йĕрĕсенчен пĕри пулса тăрать. Иртнĕ çул отрасле укçа-тенкĕпе тĕревлени пĕтĕмĕшпе 29 млрд тенкĕпе танлашнă, ку вăл республикăн пĕрлештернĕ бюджечĕн тăкакĕсен виççĕмĕш пайне яхăн.

Часах тĕп хулари «Сад» микрорайонта пĕлỹ çуртне хута ярĕç. Вăл федерацин Атăлçи тăрăхĕнче чи пысăккисенчен пĕри пулĕ, унта 1650 ача вĕренĕ. Тăватă хутлă çуртра классемсĕр пуçне столовăй, акт тата спорт залĕсем, бассейн пулĕç. Уроксем хыççăн ачасем театр, ỹнер, дизайн, скульптура… студийĕсене çỹрейĕç. Стадиона çулталăк тăршшĕпе усă курма май килĕ. Унта хоккей, футбол, гимнастика, теннис… залĕсем ĕçлĕç.

Вĕренỹпе воспитани тытăмне аталантарассипе округра та çулсерен ырă улшăнусем куратпăр. Иртнĕ çул Çĕнĕ Пăвари вăтам шкулта территорие хăтлăлатнă, хальхи требованисене тивĕçтерекен спорт площадки хута янă. «ДПМК «Яльчикское» ООО пурнăçланă ĕç калăпăшĕ — 17799149 тенкĕлĕх. Лаш Таяпасен те пĕлтĕр савăнмалăх сăлтав пулнă: унта мини-стадион (контракт сумми — 12589681 тенкĕ) ĕçе кĕртнĕ. Çуллахи вăхăтра волейбол, баскетбол, мини-футбол выляма пулать. Çăмăл атлетикăна юратакансем валли ятарлă трасса пур.

Округра халĕччен цифрăпа гуманитари профильлĕ 6 «Ỹсĕм вырăнĕ» центрсене уçнă пулсан, черетре — Курнавăшпа Патреккел шкулĕсем. Хăш-пĕр вĕренỹ учрежденийĕсене тĕпрен юсама плана кĕртĕç.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code