Вторник, 18 июня, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Лайăх вăрлăхран — тухăçлă тыр-пул

Лайăх вăрлăхран — тухăçлă тыр-пул

Тухăçлă тыр-пул çитĕнтерессинче паха вăрлăхпа усă курни пĕлтерĕшлĕ. Çакна шута илсе ял çынни мĕн ĕлĕкрен «Мĕн акатăн — çавă шăтать» текен каларăша малти вырăна хурать.

Округĕпе илсен ял хуçалăх предприятийĕсемпе хресчен (фермер) хуçалăхĕсен уй-хирĕсенче 2024 çулхи çур акире акма хатĕрленĕ, инспекцире тĕрĕслеттернĕ вăрлăхăн 88 проценчĕ ака кондицине ларнă. 17 хуçалăхра вăл ака стандартне 100 процент тивĕçтерет, 12 хуçалăх пирки, февралĕн 10-мĕшĕ тĕлне илсен, çакна калаймăн. Çак вăхăт тĕлне «Нива» агрофирма» ОООра, А.Бикулов, В.Васильев, Н.Тихомиров, М.Павлов, Н.Зайцева, А.Филиппов, П.Хмелев хресчен (фермер) хуçалăхĕсенче халĕ те инспекцие тĕрĕслеме пĕр пĕрчĕ вăрлăх илсе килмен. Мĕн акасшăн? Мĕн шутлаççĕ вĕсем? Хальлĕхе «Прогресс» АХОра тĕрĕсленĕ вăрлăхăн — 54, «АСК-Яльчики» ОООн — 66, Б.Головин фермерăн — 60, В.Чернов фермерăн 77 проценчĕ анчах ака кондицине тивĕçнĕ.

Пĕр вăхăтрах чылайăшĕ ют çĕршывра туса кăларнă çĕнĕ вăрлăхсене ĕçе кĕртессипе те ăнăçлă ĕçлет. Ăна вĕсем ытти регионсенчен те кỹрсе килеççĕ. Уйрăммăн палăртса калас пулсан, «Сатурн», «Рассвет» ЯХПКсемпе «Эмметево», «Урожай» ОООсенче 20-шер тонна элита репродукцири ют çĕршывра çитĕнтернĕ «Ликамеро» çурхи тулă туяннă. Ульяновск хулинчи ял хуçалăх институчĕпе тачă çыхăну йĕркеленĕ «Яманчурино» ООО унтан супер элита репродукцири «Бурлак» тата «Ульяновская-100» тулă, çавăн пекех Тутар Республикинчи «Бола» хуçалăхран пăрçа, тулăпа урпа, люцерна вăрлăхĕсене туяннă. Хамăр округра пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсен вăрлăхĕсене туса илессипе ятарласа ĕçлекен «Комбайн» ял хуçалăх производство кооперативĕпе Курнавăшри Юрий Цветков хресчен (фермер) хуçалăхĕ те ял хуçалăх организацийĕсене нумай çултанпа пахалăхлăхлă вăрлăхсемпе тивĕçтернине пĕлетпĕр. Кăçалхи çур аки валли «Яманчурино», «Урожай» ОООсем, «Прогресс» АХО «Комбайн» ЯХПКпа Юрий Цветковран вика, сĕлĕ вăрлăхĕсене туяннă. Сăмах май каласан, округĕпе илсен кăçалхи çак вăхăтчен 220 тонна элита, супер элита репродукцири вăрлăхсем туяннă. Юрий Цветков фермерăн хальхи вăхăтра та сутлăх «Никон» (супер элита) çурхи тулă, «Драгун» (элита) сĕлĕ, «Комбайн» ЯХПКра «Владимир» (супер элита, элита, РС-1) урпа, «Ульяновская-100» (элита) тулă, «Львовская-22 (элита) вика пур. Хальхи вăхăтра вĕсем шăпах вырăнта туса илнĕ вăрлăхсене тĕрлĕ регионсене сутаççĕ. Май пулнипе тата çур аки пуçланиччен юлнă вăхăтпа усă курса ял хуçалăх организацийĕсен вĕсемпе çыхăнăва тухсан меллĕ пулмалла.

Пытармалли çук, кăçал кĕрхи культурăсем лайăх хĕл каçма пултарасси иккĕленỹллĕ. Çакна кура вĕсене çĕнĕрен акса хăварасси — страхлав фондне кирлĕ таран çирĕплетесси пирки татăклă пĕтĕмлетỹ тумалла.

Мĕн пур хуçалăхри паянхи тĕп тĕллев — вăхăта кая хăвармасăр вăрлăха сортласа тасатасси, ăна тивĕçлĕ кондицие çитересси. Йывăрлăхсенчен хăраман, малашлăха курса ĕçлекен хуçалăхсем çур аки валли пахалăхлă вăрлăх хатĕрлес ыйтури йĕркесене çирĕп пăхăнса тимлессе шанас килет.

Çур аки çывхарса килнĕ май çакăн пирки те аса илсе хăварас килет: «Раççей ял хуçалăх центрĕн» республикăри филиалĕ иртнĕ çулсенчен тытăнсах хуçалăхсемпе уйрăм çынсене ỹсен-тăрана ỹссе аталанма тата тухăçа ỹстерме пулăшакан биопрепаратсемпе те тивĕçтерет. Иртнĕ çул ăна пирĕн патăмăртан туяннисем (пурĕ 6 тонна сутнă) лайăх пĕлме тивĕçлĕ: вĕсем çут çанталăкпа çын сывлăхне пачах сиен кỹмеççĕ.

О.КАРСАКОВ,
«Раççей ял хуçалăх центрĕн» Чăваш Енри филиалĕн округри
уйрăмĕн тĕп агрономĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code