Понедельник, 9 декабря, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Анисия аппа — 100 çулта

Анисия аппа — 100 çулта

Таяпа Энтри ялĕнче пурăнакан Анисия Евдокимова февралĕн 25-мĕшĕнче хăйĕн 100 çулхи юбилейне кĕтсе илет. Пĕр ĕмĕр ĕмĕрленĕ хĕрарăм хăйне аван туять, хăлхи те илтет, куçĕ те курать унăн. Иртнине аса илсе сехечĕ-сехечĕпе каласа пама пултарать кинеми. Кашни кун чăхсем патне тухса вĕсене апатлантарасси, вĕсен айсарăмне шăлса тасатасси хăйĕн тĕп тивĕçĕ тесе шухăшлать вăл. Пурнăç çулĕ тăрăх пархатарлă утса тухнă хĕрарăм паянхи кун та чун ăшшине, ырăлăха, пурнăçа юратаслăха упраса пырать. Маларах вăрçă асапне тỹссе ирттернĕ ветеран шкул ачисемпе ирттерекен тĕл пулусене яланах уçă кăмăлпа хутшăннă, вĕсене тылри йывăр пурнăç çинчен тĕплĕ, витĕмлĕ каласа панă.

Анисия Антоновна 5 ачаллă çемьере асли пулнă. Икĕ шăллĕпе икĕ йăмăкĕшĕн тĕрек пулнă вăл. Ольга йăмăкĕсĕр пуçне (вăл Аслă Таяпана качча тухнă) ыттисем (Клавдия, Иван, Василий) пурте ĕмĕрĕсене çуралнă ялта пурăнса ирттернĕ.

Анисия аппан çамрăклăхĕ вăрçă çулĕсемпе тачă çыхăнса иртнĕ. Шкулта 7 çул вĕреннĕскер тĕрлĕ ĕçре пиçĕхнĕ. 100 çула çитнĕ пулсан та хăрушă вăрçă çулĕсене ниепле те манаймасть кинеми. Çак тапхăра аса илсен унăн куçĕсем шывланаççĕ.

— Вăй питти арçынсем вăрçа тухса кайсассăн ватти-вĕтти, çамрăксем пĕрле пулса пĕтĕм йывăрлăха тỹссе ирттернĕ эпир. Тылри çитĕнỹсем фронтри салтаксене вăй парса тăнă, — аса илет тыл ĕçченĕ.

Анисия аппа ял çыннисемпе пĕрле ырми-канми ĕçлесе фронта тырă, пахча çимĕç, çĕр улми, какай парас ĕçе хутшăннă. «Йăлтах фронт валли, йăлтах çĕнтерỹшĕн!» чĕнỹ пуриншĕн те пурнăç саккунĕ пулнă. Уй-хир ĕçĕсем пĕтсен пĕр вăхăт хĕре Хусан патĕнче çулсем тунă çĕре ĕçлеме янă. Кунта тыткăнри нимĕç салтакĕсемпе пĕрле ĕçленине те аса илет вăл.

1941 çулхи юпа уйăхĕн 16-мĕшĕнче Чăваш АССР парти обкомĕ кăларнă указпа килĕшỹллĕн 17 çул тултарнă çамрăксене тата вăй питти çынсене Сăр тата Хусан хỹтĕлев чиккисене тăвас ĕçе явăçтарнă. Таяпа Энтри ялĕн çыннисем Улатăр районĕнчи Иваньково ялĕ çывăхĕнче ĕçленĕ. Анисия аппа та çавăнта вăй хунă. Вăл аса илнĕ тăрăх, пĕр кунта лумпа, пуртăпа тата кĕреçепе усă курса кунне виçĕ кубометр тăпра кăлармалла пулнă. Калас пулать, 1941 çулăн хĕлĕ питĕ сивĕ пулнă, сывлăш температури 50 градус сивве те çитнĕ. Чавса пынă май тăпра шăнсах пынă. Ку тăрăхра хĕр 1941 çулхи чỹк уйăхĕн 2-мĕшĕнчен пуçласа 1942 çулхи ака уйăхĕччен пулнă.

Унтан таврăнсан унăн малалла тылри ĕçсене хутшăнма тỹр килнĕ. Ытла та йывăр пулнă вăрçă вăхăтĕнче! Вăй питти арçынсене вăрçа илсе кайнăран мĕнпур асап тĕрекленсе çитеймен ачасемпе хĕрарăмсем çине тиеннĕ.

1942 çулта кĕркунне çамрăк хĕрсене çĕршыв ыйтнипе Владимир облаçне торф кăларма илсе кайнă. Унта унăн ултă çул хушши йывăр ĕçре тертленме тивнĕ. Çанталăкĕ хĕлле сивĕ, кĕркунне çуркунне йĕпе-сапаллă, çулла шăрăх тăнă. Анчах чăваш хĕрĕсем йынăшман, пĕтĕм вăйне парса ĕçленĕ.

— Чылай çын ĕç йывăр пулнăран тара-тара пĕтрĕ, анчах та эпир тантăшăмпа çирĕп тăтăмăр, пур йывăрлăха та шăла çыртса тỹсрĕмĕр. Таркăн ят илтсе милици аллине лекиччен, çăмăл пулмасан та хамăрăн ирĕкпе ĕçлесси пирĕншĕн çывăхрах пулчĕ, — аса илет Анисия аппа.

Кунтах А.Евдокимова Аслă Çĕнтерĕве кĕтсе илнĕ.

Тăван килне çамрăк хĕр 1948 çулта анчах таврăннă. Яла таврăнсан та çăмăлах пулман — çĕршыва ура çине тăратас тесе пĕтĕм вăя хурса ĕçлемелле пулнă.

1952 çулта Анисия аппа кỹршĕ каччипе — Василий Евдокимович Евдокимовпа — çемье çавăрнă. Вĕсем икĕ хĕрпе пĕр ывăл пăхса ỹстернĕ. Ывăлĕ Валерий Мускавра метро тытăмĕнче ĕçлесе тивĕçлĕ канăва тухнă. Хĕрĕсем, Елизаветăпа Галина, çуралнă ялĕнчех савнă мăшăрĕсене тупса, çемье çавăрса пурăнаççĕ. Шел пулин те, Анисия аппан мăшăрĕ 2001 çулта çĕре кĕнĕ.

Хальхи вăхăтра кинемине хĕрĕсем пăхаççĕ. Çуллахи вăхăтра Валери ывăлĕ вăхăт тупса амăшне пăхма ятарласа килет. Вăл тапхăрта вĕсем тăван килĕнче пурăнаççĕ — Евдокимовсен хуçалăхĕ çирĕп те тĕреклĕ.

Хисеплĕ Анисия аппа! Сирĕн ачалăхăр, çамрăклăхăр Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин çулĕсемпе тỹр килнĕ. Савăнăçăра, вăйă-куллăра йăлтах вăрçă туртса илнĕ. Мĕн кăна тỹсмен-ши эсир, тыл ĕçченĕсем?! Сирĕн ĕçĕре нимĕнле хакпа та виçеймĕпĕр. Кĕскен каласан, эсир те сивĕ окопра тăшман çулне пỹлсе тăракан салтаксемпе пĕрлех çĕнтерỹ патне çул хывнă.

Хаклă Анисия Антоновна, эпир, мирлĕ саманара ỹснĕскерсем, сирĕн умăрта пуç таятпăр. Эсир пирĕншĕн паттăрлăх, хăюлăх, чăтăмлăх, ĕçченлĕх тĕслĕхĕ пулса тăратăр. Сире эпир çирĕп сывлăх, пурнăçра телей тата яланах мирлĕ самана сунатпăр.

Елена ПЕТРОВА,
ветерансен округри канашĕн ертỹçи.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code