Среда, 16 октября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > «Блиндажра шанчăклăрах»

«Блиндажра шанчăклăрах»

Çар профессийĕ пирĕн патшалăхра кирек хăçан та хисепре пулнă. Унăн пĕлтерĕшĕпе сумĕ уйрăмах Украинăри ятарлă çар операцийĕ пуçлансан ỹсрĕ темелле. Ентешсен пысăк ушкăнĕ — доброволецсем, контрактниксем, мобилизациленнисем тата çар ретĕнче тăракан офицерсем çĕршыв интересĕсемпе никама пăхăнманлăхне паттăррăн хỹтĕлеççĕ. Вăл йышран сакăр Тăрăм каччинчен пĕри — Максим Петров.

Отпуска килнĕ офицера редакцине йыхравларăмăр. Ашшĕ тата унăн пиччĕшĕсем пекех яштака та кĕрнеклĕ вăл. Сăпайлăхĕпе, ăшă куллипе кăмăла çавăрнă май калаçу йĕркелеме те çăмăл пулчĕ.

ÇАР ÇЫННИСЕН ДИНАСТИЙĔНЧЕН

Пурнăçне çар ĕçĕпе çыхăнтарас ĕмĕт Максимăн 9-мĕш класра вĕреннĕ чухне çуралнă иккен. Кунта çывăх тăванĕсен тĕслĕхĕ те витĕм кỹнех пулĕ. Çар династийĕн пуçлăхĕ — Виталий Тихонов майор иртнĕ ĕмĕрĕн 60-80-мĕш çулĕсенче стратегиллĕ ракета çар чаçĕнче службăра тăнă. Ун çулĕпе XXI ĕмĕрте пĕр тăван Дмитрий, Александр, Владимир Тихоновсем кайнă — çар училищисене пĕтернĕ. Виççĕшĕ те пĕр вăхăтрах ятарлă çар операцине хутшăннă. Асли унтах-ха. Вăталăххи, маларах Сиринче те пулнăскер, халĕ — Раççей Федерацийĕн Хĕç-пăшаллă вăйĕсен Генеральнăй штабĕн академийĕн слушателĕ, полковник. Паттăрлăх орденĕн тулли кавалерĕ. Кĕçĕнни, подполковник, Санкт-Петербургри Совет Союзĕн Маршалĕ С.М.Буденный ячĕллĕ Хĕрлĕ Ялавлă çыхăну академийĕнче пĕлỹ пухать. Александрпа Владимира «Çарти тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн» орденпа та наградăланă.

Тихоновсене тата Максим Петрова Раççей Федерацийĕн Геройĕ Николай Петров та амăшĕ енчен тăван. Сорокинсем те çывăх: Валерий Афган вăрçинче пулнă, ывăлĕ — Игорь — Сири тата Украина çар операцийĕсен участникĕ. Ку йыша вăрçа мобилизаци йĕркипе хутшăнакан Сергей Викторова та кĕртни вырăнлă.

…Елчĕкри вăтам шкула пĕтерсен Максим Петров Мускаври пĕтĕмĕшле çар командин аслă училищине вĕренме кĕнĕ. Кунтах пĕр çул маларах унăн тăванĕ, Тỹскел каччи Николай Петров çар ĕçне туптанă.

«ДОНБАСА КАЯС ТЕКЕНСЕМ ПУР-И?»

Училищĕре вĕреннĕ тапхăрта теори ыйтăвĕсем çине хурав шыранă май, вăй-хал, кăмăл-сипет тĕлĕшĕнчен те пиçĕхнĕ пулас командирсем. Максим пĕр хутчен Çĕнтерỹ парадне тата Кремль курсанчĕсен маршне (85 км) хутшăннă.

Спортпа туслă çынна йывăрлăхсене çĕнтерме çăмăлтарах ĕнтĕ.

Акă мĕн аса илет хăйĕн вĕренекенĕ пирки класс ертỹçи пулнă Сергей Александров:

— Ырă кăмăллă, патвар каччă. Хушнине вăхăтра пурнăçлатчĕ. Спорт енĕпе илсен уйрăмах çăмăл атлетикăра вăйлăччĕ, хоккейла выляма çỹретчĕ. Çамрăк армеецсен «Орленок» вăййинче командир пулнă вăл, ушкăн округра çĕнтерсе республикăри финала та хутшăннă.

Кашни икĕ çултан Мускав хулин спорт министерстви училищĕре спортăн тăватă енĕпе («военное многоборье») ăмăртусем йĕркелет. 2019 çулта унта 60 курсант хутшăннă. Вĕсенчен виççĕшĕ, çав шутра пирĕн ентеш те, нормативсене ăнăçлă пурнăçласа спорт мастерĕн кандидачĕ пулса тăнă.

2022 çулта Тăрăм ачи çар заведенийĕпе сывпуллашать. Малалла — Ингушети. Уйăх çурăранах хĕрỹ точкăна ярасси пирки пуçтарнă вĕсене.

— Строя тăратрĕç, — аса илет çамрăк офицер. — Донбаса ятарлă çар операцине каяс текенсем пур-и? — тесе ыйтсан 27 офицертан пĕри кăна килĕшмерĕ. Мĕншĕн ун чухне приказ вăйĕпе усă курман — пĕлместĕп.

АШШĔНЧЕН АСЛИСЕМ ТЕ ПУР

Петров лейтенант ротинче 94 çын. Пирваях йывăр пулнине те пытармасть вăл. Хăй те хальтерех кăна вĕренсе пĕтернĕ те. Мобилизациленнисем ытларах Адыгей Республикипе Краснодар крайĕнчен, каярахпа Урал тăрăхĕнчен, Çурçĕр Кавказран хушăннă. Тĕрлĕ çулхисем, тĕрлĕ тĕн, пĕлỹ, ăс-хакăл… Ротăри чи аслă салтак 65 çулта, тепри 5 ачаллă, ракпа чирли те пур. Пĕр адыге хĕрарăмĕ 29 çулхи ачине хĕрỹ вырăна ярас мар тесе килне илсе кайнă.

Донбаса çул тытнă май, вĕсене пысăк хисеп туса ăсатнă. Адыгей Республикин Пуçлăхĕ кашни салтака çĕрлехи тепловизор, командирсене квадрокоптерсем парнеленĕ.

— Гуманитари пулăшăвĕ час-часах килет пирĕн чаçе, — ыр кăмăллăх туртăмĕ пысăк пулнине палăртать вăл. — Адыгейран пĕринче тĕтĕмленĕ 30 сурăх ашĕ илсе килчĕç. Тĕлĕннĕччĕ питĕ. Апат-çимĕç тивĕçтерĕвĕ капла та аван пирĕн.

ÇАПĂÇУСЕН ВЫРĂННЕ

Рота пуйăспа Крыма çитет. Унтан, автомашинăсем çине тиенсе, Запорожьене. Тырă тултарнă анкартине вырнаçтараççĕ. Икĕ кунтан пĕр ялти полигонта вĕренỹ пуçланать. 2 эрнелĕх. Çав вăхăтра пушă çуртсенче пурăннă. Саман кирпĕчрен тунисем те пур иккен.

Запорожье облаçĕнчи Новопокровка ялĕ. Пирĕннисем тивĕçлĕ позици йышăннă. Сăнавçă вĕсем патне 10 неонацист çывхарнине пĕлтерет. Хушши — 800 метр. Лешсем хайхи минометран пеме тытăнаççĕ. Ку енчисем вара хирĕç станоклă гранатометпа «хуравлаççĕ»: атакăна пăчлантарнă çапла.

Çар операцийĕнчи пĕрремĕш хирĕç тăру ку чăваш ачишĕн. Служба талккăшĕпе миçе пулнă-ши вăл? Максим ку темăна ирĕке яманни калаçу пуçламăшĕнчех сисĕнчĕ-ха — сăмаха урăх çулпа чуптарасшăн.

Çапах та çакна пĕлме тỹр килчĕ: офицер виçĕ хутчен аманнă, юлашкинчен — питĕ йывăр. Çĕрле позицине тĕрĕслеме тухать. Салтаксем вырăнтах, йĕркеллĕ. Каялла та траншейăпа каять. Çав самантра пенĕ сасă илтĕнет. Темиçе çеккунтра унран аякра мар мина çурăлать… Икĕ кунтан тăна кĕрет офицер. Мускав, Подольск, Саратов хулисенчи госпитальсенче 3 операцие чăтса ирттерет. Халĕ тăван тăрăха реабилитацине янă ăна.

Мотострелоксен окоп чавмасăр та май килместех. Пĕр взвода 500 метр тăршшĕ тивет пулсан, ротăн «пайĕ» 1500 метрпа танлашать. Çийĕнчех чавса пĕтермесен ыран каллех çавăн хулăнăш шăна çĕнĕрен таккас пулать. Ку ĕçе çĕрле кăна пурнăçлама пултаратăн.

Çар çыннисене унта çанталăк та тĕрĕслет. Ирпе кăштах юр çăвать те, кăнтăрла — лачака. Вара атă-пушмака та улăштарма лекет.

ЙĂЛА УСЛОВИЙĔСЕНЕ ХĂЙСЕМ ЙĔРКЕЛЕÇÇĔ

Рота Запорожьерех. Работино çывăхĕнче. Выртса тăркалама, паллах, пушă çуртсем те чылай. «Çук, вĕсем кирлĕ мар, блиндажра шанчăклăрах», — хăрушсăрлăх ыйтăвĕ пĕрремĕш вырăнта тăнине палăртать командир.

Çĕр пỹртсене тăвассинче хăйсемех ăста: çĕре кирлĕ таран чавнă, айккисене фольгапа çыпăçтарнă, тăррине пĕренесемпе, брезентпа, тăпрапа хупланă.

Малаллине хаçатра вулама пултаратăр…

Николай МАЛЫШКИН.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code