Суббота, 15 июня, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Пĕр ĕмĕр — чикĕ мар

Пĕр ĕмĕр — чикĕ мар

Елчĕк ялĕнче пурăнакан Клавдия Сергеева пирки çапла çирĕплетсе калас килет. Манăн анне вăл. Нарăс уйăхĕн 26-мĕшĕнче пурнăçăн пĕр ĕмĕрлĕх çаврăмне алла илекенскер, хăйне аптăрамасть туять-ха. Пỹртре кăштăртаткаласа çỹрет, ăс-тăн енчен аван…

Клава Владимир Захаровичпа Агрепина Макаровна Ишмуратовсен çемйинче çут тĕнчене килнĕ. Сакăр ачаран 3-мĕш пулнă вăл. Ун чухнехи çамрăк ăру питĕ ир çитĕннĕ. Клавăна 7 класс пĕтерсен малалла вĕренме пỹрмен: ашшĕ-амăшне хуçалăхра пулăшмалла, шăллĕсемпе йăмăкĕсене пăхмалла. Шкул çулĕнчен тухичченех колхоз ĕçне кỹлĕннĕ.

Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи пуçлансан вăл Елчĕкри тантăшĕсемпе Мускав облаçĕнчи Талдомри торф кăларакан предприятире вăй хунă — çапла майпа фронта пулăшнă. Анчах торф кăларасси — ача вăййи мар. Кунĕпе ура çинче. Пĕтĕм ĕçе тенĕ пек алă вĕççĕн пурнăçламалла. Тарласа шăннăран урисем те йывăрланаççĕ. Каярахпа ĕмĕрлĕхе инвалид пулса юлать.

Клавдия Владимировнан пиччĕшĕсем — Александрпа Павел вăрçă пуçлансанах алла повестка илнĕ. Асли офицер званипе пулнă, тепри медицина службин фельдшерĕн тивĕçĕсене пурнăçланă. Шел, иккĕшне те тăван кил ытамне каялла таврăнма тỹр килмен.

Анне вăрçă хыççăн Елчĕкри Йăла çурчĕн çĕвĕ цехĕнче ĕçлеме пуçланă та мĕн пенсие тухичченех тăрăшнă унта. Хастарлăхне кура юбилей медалĕсемпе, Хисеп грамотисемпе наградăланă ăна.

1950 çулта Клавăпа Елчĕк каччи, вăрçă вут-çулăмĕ витĕр тухнă Анатолий Сергеев çемье çавăраççĕ. Пилĕк ача çуралать вĕсен, анчах асли, Владимир, 5 çулта чухне шыва путса вилет. Иккĕмĕш ывăлĕ — Николай — Канашри 22-мĕш номерлĕ профессипе техника училищинче мастер-преподавательте ĕçленĕ. Александр Елчĕкре пурăнать. Тĕрлĕ предприяти-организацире электрикра тăрăшнă. Халĕ вăл та тивĕçлĕ канура. Ирина хĕрĕ Ростов облаçĕнчи Волгодонскра тĕпленнĕ. Ача сачĕн воспитателĕ. Эпĕ чылай çултанпа Аслă Елчĕкри Г.Н.Волков ячĕллĕ пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан вăтам шкулта математика предметне ертсе пыратăп.

Клавдия Владимировна пĕр тăванĕсенчен пĕччен кăна тăрса юлнă халĕ. Атте те, Анатолий Макарович, 2000 çултах пиртен яланлăха уйрăлса кайрĕ. Аннене хамăрăн хỹтлĕхе илнĕ эпир. Тăхăр мăнукĕпе çичĕ кĕçĕн мăнукĕ — унăн йăх-ăрăвĕн тăсăмĕ. Вĕсем пирĕн пата килсен кăмăл-туйăмĕ те çĕкленет аннен, пит-куçĕ çутă сăнпа тулать.

Мĕн астума пуçланăранпах аннене лайăх енчен çеç пĕлетĕп. Кăмăлĕ ырă унăн, çынпа урлă пулнине нихăçан та асăрхаман. Анне ĕçрен таврăнсан та килте пушă ларнине пĕрре те курман, тăтăш темĕн ĕçлетчĕ. Ăста çĕвĕç пулнăран алли йĕппе çип патнех пыратчĕ çав ытларах. Уйрăмах тутарсем валли, заказ панă тăрăх, фуфайкăсем, келепушсем (арçынсен пуçа тăхăнмалли) çĕлетчĕ. Эпир те унăн ылтăн аллисем витĕр тухнă курткăсемпе çỹренĕ…

Аннесем пур чухне эпир яланах ача йышĕнче. Аннесем пуртан эпир пушшех те телейлĕ. Пурнăç нушине пайтах курнăскерсене Турă нумай телейлĕ самант патăр.

Зоя ПАВЛОВА. Елчĕк ялĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code