Воскресенье, 14 июля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Здравоохранение > Чи хаклă пуянлăх

Чи хаклă пуянлăх

Сывлăх пирки тăтăшах калаçатпăр. Вăл кашни çыннăн пурнăçĕнче чи кирли-çке. Ун пирки каллех сăмах хускатас килет — ытлашши пулмĕ.

Сывлăх çирĕплĕхĕ мĕнле сăлтавсенчен килет? Пĕрремĕшĕ, çын сывлăхĕ çирĕп пулассин 20 проценчĕ (пиллĕкмĕш пайĕ) генетикăпа, ăрулăх паллисемпе çыхăннă. Урăхла каласан, сывă ашшĕ-амăшĕнчен сывă ача çуралать. Кунта çакна каласа хăвармалла: сывă ача çуратма пĕчĕкрен хатĕрленмелле. Çĕнĕ чуна пурнăç парнелеме шухăш тытсан сиенлĕ йăла-йĕркерен пăрăнмалла — эрех-сăраран, наркăмăшлă ытти япаларан аякра тăмалла. Виçĕ уйăх ытла фоли ĕçмелле, вара ачан нерв тытăмĕ лайăх аталанса пырĕ. Ача çуратмалли лайăх вăхăт 20-30 çулсенчи ỹсĕм шутланать. Каярахпа генетика тĕлĕшĕнчен улшăнусем пуçланаççĕ, пепкене аталанма та, çуратма та йывăрланса пырать.

Иккĕмĕш сăлтав — экологи, çут çанталăк условийĕсем. Кунта сывлăш, шыв, апат-çимĕç, ĕçри сиенлĕхсем тата ытти пулăм кĕреççĕ. Сăмахран, автомашинăран тухакан тата пирус тĕтĕмĕсенче бенэпирен пур. Вăл рак патне илсе пыракан наркăмăшлă япала. Çакăнтан паллă ĕнтĕ: пирус туртни е туртакан çынпа пурăнни сывлăха хавшатать.

Виççĕмĕш, уйрăмах витĕмлĕ сăлтав — пурнăç йĕрки. Кашни çын хăйĕн пурнăçне лайăхлатма е япăхлатма пултарать. Америкăна уçмастпăр пулин те, палăртасах килет. Сывă пурнăç йĕрки шутне çаксем кĕреççĕ: экологи тĕлĕшĕнчен паха апат-çимĕç çини, физкультурăпа тата спортпа туслă пулни, психика енчен çирĕп пулни, стрессене тĕрĕс ирттерсе яни, вăхăтра тата тĕрĕс çывăрни.

Тăваттăмĕш сăлтав — чир-чĕре вăхăтра тупса палăртни тата сипленни.

Сывă çын тĕрĕс-тĕкел пурăнма пултарать, обществăна та усă парать. Çавăнпа сывлăх уйрăм çыннăн пуянлăхĕ кăна мар, патшалăх пурлăхĕ пулса тăрать. Хăйĕн сывлăхĕ çине алă сулакан çын — хăйшĕн хăй тăшман. Ун пекки пурнăç çутине çухатать.

Апатлану пирки те каласах килет. Тĕрĕс апатланни — сывлăхшăн питĕ пĕлтерĕшлĕ. Виçерен ытлашши çиме юрамасть. Сăмахран, белоклă çимĕçе (аш-какай, пулă, çăмарта, тăпăрчă) нумай çисен кĕлеткере йỹçек пухăнса пырать, сыпăсене, пỹрене ларать, подагра, чул чирĕ патне илсе çитерет. Углеводсем (крахмал, сахăр пур çимĕçсем) самăртаççĕ. Ку вара чылай чир (ишеми чирĕ, стенокарди, инфаркт, инсульт, диабет тата ытти) аталанас хăрушлăха ỹстерет. Çавăн пекех çурма фабрикатсем, кăлпасси, газлă шĕвексем, тăварлă апат-çимĕç (чипс, фаст-фуд), тĕрлĕ консервант тултарнă çимĕçсем сывлăхшăн сиенлĕ.

Нумай чир пуçланасси шурă çăнăхпа çыхăннă. Крахмал, клетчатка çын кĕлеткине тулса ларать, лăймака (слизь) пухăнса пырать, çурăм шăмми, сыпăсем хытаççĕ, тĕрлĕ чир аптăратма тытăнать. Çавăнпа шăтса тухнă тулăран хатĕрленĕ çимĕç çисен е ытти тырăран (урпа, хура тулă, пăри, кукуруза) авăртнă çăнăхран пĕçернĕ çăкăр çини питĕ усăллă. Çак шухăша уйрăм çынсем те, çăкăр пĕçерессипе çыхăннă предпринимательсем те шута илни халăх сывлăхне çирĕплетес тĕлĕшпе тухăçлă пулмалла. Чăвашсен пашалăвĕ пирки те манас марччĕ.

Пирĕн сывлăх — хамăрăн алăра. Сывлăх пулсан пурнăç та ăнать, савăнăç та тупăнать, телей те килет.

Ирина СМИРНОВА,
акушер-гинеколог тухтăр.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code