Вторник, 23 июля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Культура > «Таравата» тарават

«Таравата» тарават

Елчĕкри культура керменĕ çумĕнчи ачасен «Тарават» фольклор ушкăнĕ Мускаври ВДНХна çитсе килнĕ.

Иртнĕ çул вĕçĕнче çỹлерех асăннă тытăмра ĕçлекен Кирилл Петров пуçарăвĕпе йĕркеленнĕ коллектив округран тухса та курман. Кунта, акă, Мускав! Чăваш халăх юрри-ташшине юратакансене ВДНХри «Пирĕн культура» павильона йыхравланă — Пĕтĕм Раççейри ачасен Фольклориадинче пирĕн пултарулăх ушкăнĕпе пĕрле вырăс тата икĕ тутар коллективĕ хăйсен аваллăх çăл куçне уçнă. Çапла майпа пĕлтĕр Шупашкарта иртнĕ Фольклориадăн эстафетине Тутарстана панă. «Тараватсем» çулла кỹршĕсем патне кайма йыхрав илнĕ те ĕнтĕ. Ыран вара канăçсăр чĕреллĕ ачасем шурă хуламăрта иртекен фольклор фестивалĕн гала-концертне хутшăнĕç.

ВДНХри чăвашсен капмар тухйи умĕнче вĕсем хăйсем тĕллĕнех тата 4-6 юрă шăрантарнă. Туххăмрах пуçтарăннă унта тĕрлĕ халăх çыннисем, питĕ тарават пулнă вĕсене: нумайччен алă çупнă, пĕрле ташланă, сăн ỹкерттернĕ.

Çамрăк сцена ăстисем Елчĕкри çăкăр завочĕн директорĕ Александр Филиппов çул çине пылак çимĕç парса янипе те кăмăллă пулнă. Малалла, «Тарават»!

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code