Вторник, 18 июня, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Уя тухма хатĕр «Прогрессем»

Уя тухма хатĕр «Прогрессем»

Хирсем хулăн юрпа хупланнă тесе лăпкăлăха путман акционерсен «Прогресс» хупă обществин ĕçченĕсем.

Кунти комплекслă бригадăсенче çур акине хутшăнакан техникăпа агрегатсене пĕтĕмпех юсавлисен ретне лартнă. Çунтармалли-сĕрмелли материалсем, удобрени çителĕклĕ хатĕрленĕ, вăрлăх та тивĕçлĕ кондицире.

Çур аки, ĕç çи тапхăрĕсене хатĕрленессинче тата ирттерессинче Ĕнелсем уйрăмах харсăр. Округра та ырă тĕслĕхре вĕсем. Асăннă бригадăри хастарсен пĕр ушкăнĕнче (сулахайран сылтăмалла) хуçалăхăн тĕп инженерĕ, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ механизаторĕ Валерий Куприянов, Геннадий Куприянов, Виталий Дмитриев механизаторсем, ЧР тава тивĕçлĕ механизаторĕ Валерий Охотин, РФ тата ЧР тава тивĕçлĕ ял хуçалăх ĕçченĕ Анатолий Куприянов бригадир ĕç коллективĕнчи кашни çынпа пĕр шухăшлă пулнăран кунта тăрăшулăх чакмасть.

Пĕр тăван Куприяновсем вара хуçалăх тĕрекĕ тесен те йăнăш мар-тăр. Кадра ĕç сыхлавĕн специалисчĕ Михаил Зинонович лекмен-ха тата…

Округри ытти ял хуçалăх организацийĕсенче те çур акине хатĕрленесси вĕçленсе пырать. Паянхи кун тĕлне пĕтĕмпе 4210,10 тонна минераллă удобрени кỹрсе килнĕ. Уйрăмах ку тĕлĕшпе «Яманчурино» (495 т), «АСК «Яльчики» (390 т), Ленин ячĕллĕ (380 т) хуçалăхсен ăнăçăвĕ пысăк. Округĕпе сĕрмелли-çунтармалли материалсем 4 пин центнера яхăн кỹрсе килнĕ пулсан, «Комбайн» тата «Прогресс» коллективĕсен тỹпи 913 тата 674 центнерпа танлашать.

Ял хуçалăх предприятийĕсем кăçалхи виçĕ уйăхра 73 миллион та 745 пин тенкĕлĕх çĕнĕ техника туяннă. Çав шутран «Прогресс» АХО хăйĕн укçи-тенкипе 25 млн та 324 пин тенкĕлĕх «АГРОС-585» комбайн тата погрузчик илнĕ.

Н.ФЕДОРОВ.

Е.ПЕТРОВА сăн ỹкерчĕкĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code