Понедельник, 9 декабря, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Хула ачи ялта çурт туяннă, ĕне сăвать

Хула ачи ялта çурт туяннă, ĕне сăвать

Куллен çапла: çĕнĕ кунăн тăваттăмĕш сехетĕнче карас телефон çинчи будильник шăнкăртатсанах Кирилл ура çине сиксе тăрать. Пĕр тесен, палăртнă вăхăтра вăранма ăна тинех шăнкăрав та кирлĕ мар, çапах, йăлана кĕнĕ хăнăхăва пăрахăçламасть.

— Пĕлсе пĕтер, çĕрлехи концерт хыççăн тутлă ыйхă хăйĕн ытамĕнчен ярасшăн пулмĕ те. Çывăрса юлма юрамасть манăн. Кашни минут шутра, — йăл кулчĕ 21 çулхи каччă выльăх патне тухакан тумне тăхăннă май.

Çуркуннен пĕрремĕш уйăхĕн çурринчен иртрĕмĕр. Çапах ирхине ирех сивĕ. Картишĕнчи витре çине юлнă шыв тем хулăнăш шăнса пăрланнă. Йĕри-тавра тем хулăнăш юр саркаланса выртать. Кăнтăрла хĕвел питтинче картишĕнче кăштах юлнă юр ирĕлсе пулнă кỹлленчĕксем те хытнă. Пăрлаклă. Ăнсăртран шуса ỹкесси те инçетре мар. Картишĕнчи юра хĕлĕпех тасатса тăчĕ çамрăк кил хуçи. Унтан кăна-и? Типтерлĕ каччă хапха умĕнче те тăратмарĕ ăна. Кану кунĕсенче мĕн чухлĕ ывăтмарĕ-ши? Хĕвел хĕртсе пăхнă вăхăтра чăххи-хурĕсем, индокăвакалĕсем тулалла ăшăнма тухаççĕ.

Витене тухсанах Кирилл чи малтанах выльăхсен айсарăмне тасатрĕ. Тислĕк тăкрĕ. Унтан ĕнисене сума тытăнчĕ. Тăваттă вĕсем унăн. Иккĕшĕ çывăх вăхăтра пăруламалла. Çавăнпа хальхи вăхăтра патшалăха сĕт сахалтарах парать. Çулла кунне 50 литртан кая памасть. Самăртма хупнă вăкăрсем те кунтах. Сăнчăрта. Ĕнесене сусанах пĕчĕк пăрушкасене сĕт ĕçтерчĕ. Ĕçленĕ май вăхăт иртни сисĕнмест. Пилĕк сехет те çитет. Çав вăхăт тĕлне ума сĕт пуçтаракан хуçалăх машини килет. Йĕкĕт витрисене йăтса урама тухрĕ. Епле илемлĕ çут çанталăк. Ирхи сывлăш темрен те уçă. Антăхса кайса сывлас килет.

Кивĕ Эйпеç ялĕнче ĕне усракансем сахаллăн мар. Ирхине пĕр урамра пурăнакансем пĕр-пĕринпе: «Салам!», — тесе сывлăх сунаççĕ те сĕт парсанах кил картинче малалла кăштăртатаççĕ. Урамран кĕрсенех Кирилл сĕт витрисене çуса çакрĕ. Унтан выльăхсене шăварма пỹртрен шыв йăтрĕ.

— Çулла епле те пулсан витене шыв кĕртесчĕ. Хамăн ĕçе çăмăллатмалла, — канăçне çухатнă çамрăк вăр-вар чăх-чĕпсен витине васкарĕ.

Кайăк-кĕшĕкĕсене апат панă хыççăн индокăвакалсемпе хур амисем çăмарта тунипе кăсăкланчĕ. Хурĕсем пуçланă-ха, лешсем çук. Пăшăрханмалла мар, индокăвакалĕсем ĕлкĕреççĕ. Икĕ хутчен те пусма лараççĕ. Çывăх вăхăтрах аçине улăштарасшăн-ха вăл. Пĕлтĕр вĕт картиш тулли чăх-чĕп çитĕнчĕ. Мĕн пытармалли, хурĕсем 40, кăвакалĕсем 50 пуçран та иртрĕç. Вĕсемсĕр пуçне çăмарта тăвакан чăхсем йышлă.

— Юрать, аннепе кукамай, тăвансем тĕк çăлма килчĕç. Пĕччене йывăра килетчĕ, — тет тăванĕсен пулăшăвне яланах хапăл йĕкĕт.

Чун йăпатмăш выльăх-чĕрлĕхне утă, шыв парса хăварнă хыççăн пỹрте кĕчĕ. Выльăхĕсене хĕл каçмалăх утă-улăм сахал мар хатĕрленĕ. Кукамăшĕн пахча пайĕнчи курăк кăна çитмест, укçалла та туянать. Çулла ырлăх. Ĕнисене кĕтĕве ярать. Хăй ĕçрен часах килеймен чухне выльăхĕсене кỹршĕсем кĕртеççĕ. Вĕсемпе туслă, килĕштерсе пурăнассине тĕпе хурать çамрăк.

Ĕç тумтирне хывса çăвăнса тасалнă хыççăн тỹрех пĕр курка кофе ĕçрĕ. Унтан ал айĕнче мĕн пуррине хыпкаларĕ. Темле унăн организмĕ: ирех тăрать пулсассăн та апат ыйтмасть. 9-10 сехетсенче çеç хырăмĕ выçнине систерет. Вара вĕри чейпе бутерброд çисе ярать. Кăнтăрла ытларах кафере апатланать. Ĕçрен таврăнсан кăна вĕри апат пĕçерет.

— Апата тиркеместĕп эпĕ. Кану кунĕсенче пысăк кастрюльпех яшка пĕçеретĕп те темиçе кун ăшăтса çиме пултаратăп, — йăл кулать вăл. — Ỹркеннинчен мар, темшĕн çапла хăнăхнă. Сĕт юрататăп.

Хăнасем килсен те хăраса ỹкмест вăл. Салатсем тума та, хур пăшăхлама та маçтăр.

Килти ирхи ĕçсене вĕçлесенех Кирилл хаваслă кăмăл-туйăмпа ĕçе кайма тухать. Куллен Елчĕке мĕнле çитесси шухăшлаттарсах каймасть ăна. Çула май каякан ырă çынсем кăмăллăн лартса каяççĕ. Районта таксисем çỹренĕрен ытларах лайăх пĕлекеннипе анлă усă курать. Кирилл Петров районти централизациленĕ клуб тытăмĕнче вăй хурать. Иртнĕ çулхи август уйăхĕнчен художник-постановщик тивĕçне пурнăçлать.

Округ центрĕнче ĕçлеме пуçлани нумай вăхăт пулмасан та ăна çийĕнчех асăрхарăмăр. Пĕрремĕш тĕл пулурах вăл чăвашла илемлĕ калаçнипе, ĕçшĕн çунса тăракан хастарлăхĕпе, вăр-варлăхĕпе, çунатлă шухăшĕсемпе тĕлĕнтерчĕ. Чи малтанах хула каччи яла куçса килсе пысăк тĕллевсемпе çунатланса пурăнни савăнтарчĕ. «Хăйĕн умне лартнă çăмăл мар задачăна пурнăçлакан яш ытти çамрăксемшĕн те ырă тĕслĕх», — текен шухăшпах унăн пурнăçĕпе кăсăклантăм.

Малаллине хаçатра вулама пултаратăр…

Марина ВАСТУЛОВА,
округ пуçлăхĕн çамрăксемпе ĕçлекен советникĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code