Суббота, 14 декабря, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Василий Яковлевич ШАДРИКОВ: «Тайма пуçăм сана чĕререн, савнă çĕрĕм, тăван Елчĕк ен!»

Василий Яковлевич ШАДРИКОВ: «Тайма пуçăм сана чĕререн, савнă çĕрĕм, тăван Елчĕк ен!»

Василий Яковлевич Шадриков — патшалăх тата общество ĕçĕсен паллă деятелĕ, агропромышленность комплексĕн ăста йĕркелỹçи. Республикăн социаллă экономика аталанăвне тивĕçлĕ тỹпе хывнă пирĕн хисеплĕ ентешĕмĕр 85 çулхи сумлă юбилейне кĕтсе илме хатĕрленнĕ кунсенче ун пирки аса илни, вулакана каласа кăтартни вырăнлă пулма кирлĕ.

1977-1985 çулсенче КПСС Елчĕк райкомĕн пĕрремĕш секретарĕ пулса ĕçленĕ Василий Шадриков Таяпа Энтри ялĕнче ятлă-сумлă çемьере çуралса ỹснĕ. Унăн ашшĕ — Яков Григорьевич 1894 çулта çуралнă, виçĕ вăрçă участникĕ. Амăшĕ — Марфа Павловна 1896 çулхи, Акчелĕнчи Крыловсен хĕрĕ пулнă вăл, Патреккелти чиркỹ прихучĕн 2 класлă шкулĕнчен вĕренсе тухнăскер, хутла лайăх пĕлнĕ. Шадриковсем хăйсен 8 ачине мĕн пĕчĕкрен ĕçе юратма анчах мар, ваттисене хисеплесе куç тĕлне тума вĕрентсе ỹстернĕ, çапла майпа пĕтĕм тăванне пĕр чăмăра пĕрлештернĕ. Ачисем шкулта пурте лайăх вĕреннĕ пулин те, хăйсен шăписене ялпах çыхăнтарнă — хула пурнăçĕ вуçех илĕртмен вĕсене. Василий — çемьере чи кĕçĕнни, вăл та хăй пурнăçне малтанах ял хуçалăх производствипе çыхăнтарма çирĕп тĕв тытнăскер, вăтам шкултан вĕренсе тухсан пĕр иккĕленмесĕрех Шупашкарти ял хуçалăх институтне вĕренме кĕнĕ. 1961 çулта аслă шкултан вĕренсе тухнă хыççăн Патăрьел районĕнчи республикипех паллă «Гвардеец» колхозра аслă зоотехник, çак районтах ВЛКСМ райкомĕн пĕрремĕш секретарĕ, ун хыççăн Шупашкар районĕнчи ял хуçалăх производство управленийĕнче малтан аслă зоотехник, кайран тĕп зоотехник пулса вăй хунă. Ăнсăртран мар, тĕрĕссипе суйласа илнĕ тĕп профессири ĕçпе хавхаланнă мал ĕмĕтлĕ çамрăкăн организаторла ăсталăхĕ те çулсерен туптанса пынă. Çакна вăл 1966-1974 çулсенче Шупашкар районĕнчи улма-çырла туса илессипе ятарласа ĕçлекен совхозра тĕп зоотехник пулса тимленĕ тапхăрта уççăнах çирĕплетсе панă. Шăпах вăл хутшăннипе тата унăн пуçарăвĕпе кунта кĕске вăхăтра выльăх-чĕрлĕх отраслĕнчи ĕçе йĕркелесе пырассине хуçалăх расчечĕ çине куçарнă. Çак тĕллевпе кунта кивĕ фермăсене анлă реконструкци тунă, çĕнĕ сĕт-çу комплексĕсем çĕклесе лартнă. Ĕне выльăхсен ăратлăхне лайăхлатассипе тĕллевлĕн ĕçлесе пыни тата вĕсене тăрантарассипе пăхса усрассинче тухăçлă технологисемпе усă курни продуктивлăха ỹстерме пулăшнă. Çапла майпа 800 пуç ытла шутланакан кĕтỹри пысăк продуктивлă ĕнесенчен, малтанхипе танлаштарсан, 3 хут ытларах сĕт туса илме тытăннă. Василий Шадриков хуçалăх производствин чи пысăк цехĕсенчен пĕри шутланакан обществăлла выльăх-чĕрлĕх фермисенчи ĕçе хуçалăх расчечĕпе йĕркелесе пыни колхозсене экономика енчен тĕреклетмелли, план тăрăх малашлăха витĕр курса тытса пымалли, ял çыннин пурнăçне лайăхлатмалли пахаран та паха меслет пулнине лайăх ăнланса илнĕ.

Василий Яковлевич КПСС райкомĕн пĕрремĕш секретарĕ пулса ĕçленĕ 8 çул хушшинчи тапхăр та Елчĕк тăрăхĕн историне манăçми паллă пулăмсемпе çырăнса юлнă. Район ертỹçи малтанхи тапхăртан тытăнсах ялта пурăнма хуларинчен кая мар кирлĕ производствăпа социаллă объектсене çĕклессине комплекслăн йĕркелесе пырассине тĕпе хунă. Пĕлмен çын ĕненмессе те пултарать: çак тапхăрта пурĕ 11 çĕнĕ шкул! туса лартнă. 1985 çулта автостанци, тĕп больницăра сиплев çурчĕ хута кайнă, Вăрăмхăвапа Курнавăшра фельдшер пункчĕсем, Аслă Пăла Тимешри участок больници çумĕнче «Васкавлă пулăшу» пункчĕсем уçăлнă. Районти тĕп больницăри стационарта выртса пĕр харăс 325 çын сипленме пултарнă — унта çакăн чухлĕ койка-вырăн пулнă. Пурĕ 51 тухтăр ĕçленĕ, вăтам медперсонал хисепĕ — 249 çын. Çынсенчен анчах мар, хăйĕнчен те çирĕп ыйтма хăнăхнă райком секретарĕ районти потребительсен обществин ĕçĕ пурнăç шайне тивĕçтерменнине курса тăнă. Çакна шута илсе 1984 çулта райцентрта пысăк универмагпа çăкăр пĕçерекен çĕнĕ пекарньăна, район территорийĕнче 4 лавккапа 5 столовăя ĕçлеттерсе яма пултарнă. Колхозсенче те строительство ĕçĕсене анлăн йĕркелесе пынă: пĕрин хыççăн тепринче çĕнĕ витесем, фермăсен территорийĕсенче силос-сенаж упрамалли тимĕр-бетон плитасенчен тунă хранилищĕсем, кормоцехсем, автопарксем, тырă йышăнакан механизациленĕ йĕтемсем… хута кайнă.

Ял хуçалăх производствинчи нумай ĕçе механизаци вăйĕпе йĕркелеме пулнине пĕлсе-курса тăнă ертỹçĕ, паллах, май пуррипе усă курнă та ĕнтĕ. Тĕслĕхрен, малтан «Победа» колхозра сезон вăхăтĕнче йĕтемре ĕçлеме пĕр харăс 70 çынна явăçтарма тивнĕ пулсан, пĕр çулталăкран кунта пачах урăхла ỹкерчĕк — сменăри ĕçе пурнăçлама 10 çын та çителĕклех пулнă. Çав çулсенче колхозсенче хăмла, пахча çимĕç вăрлăхĕсене туса илессипе ăнăçлă ĕçленине кура вĕсен лаптăкĕсене ỹстерсе пынă.

Производствăри ĕç тухăçлăхне ỹстересси, продукци хăй хаклăхне чакарасси кирек мĕнле предприятишĕн те тĕп кăтарту пулса тăнине асра тытакан район ертỹçи ку чухне те хуçалăх расчечĕпе туллин усă курас тĕллеве мала хунă. Çĕр ĕç культури ỹссе пынине, выльăх-чĕрлĕх отрасльне аталантарасси çине пысăк тимлĕх уйăрнине кура уй-хиртен пысăк тухăçлă тыр-пул пухса кĕртнĕ, фермăсенчи выльăх-чĕрлĕх продуктивлăхĕ тивĕçлĕ шая çитнĕ. Ял хуçалăх производствин тĕп кăтартăвĕсемпе район республикăра, хальхи пекех, малтисен ретĕнче пулнă.

Выльăх-чĕрлĕх ĕрчетес ĕçри вăрттăнлăхсене витĕр пĕлсе тăракан КПСС райкомĕн пĕрремĕш секретарĕ продукци туса илессине хăвăрт ỹстерес тĕллевпе пĕр-пĕр хуçалăх никĕсĕ çинче ĕне тума хатĕрлекен пушмак пăрусене ятарласа çитĕнтерессине йĕркелесе пыма кирлине те ăнланнă. Отрасль тухăçлăхне ỹстерме май паракан çак меле «Прогресс» хуçалăхра ĕçе кĕртнĕ. Производствăри çĕнĕлĕхсене ĕçе кĕртессине ертỹçĕсемпе специалистсем те пурте кар тăрса йышăннă. Çитĕнỹсем вара пурте пĕр шухăшлă, пĕр тĕллевлĕ пулнипе килнĕ.

В.Шадриков палăртнă тăрăх, 1982 çул тĕлне районта тăкаклă ĕçлекен пĕр колхоз та тăрса юлман. 1983 çулхи ĕç кăтартăвĕсемпе илсен, ял хуçалăх продукцийĕсене сутса вĕсем 25 миллион тенкĕлĕх тупăш илнĕ. Таса тупăш пайĕ 11 миллион та 600 пин тенкĕпе танлашнă, рентабельлĕх шайĕ 46 процент шутланнă. Уйрăммăн илсен, 20 процент рентабельлĕхрен кая ĕçлекен колхоз пулман. Выльăх-чĕрлĕх отрасльне кирлĕ пек тытса пынипе тата тухăçлă тыр-пул çитĕнтернипе пĕр вăхăтрах колхозсенче пуçлă сухан, севок, кишĕр,чĕкĕнтĕр вăрлăхĕсене туса илесси çине уйрăм тимлĕх уйăрнă. Çав çул ял хуçалăх продукцийĕсене сутнинчен пулнă тупăшăн пысăк пайĕ те шăпах пуçлă сухан, севок, кишĕр, чĕкĕнтĕр вăрлăхĕсене сутнинчен пырса кĕнĕ. 1983 çулхи ĕç кăтартăвĕсем тăрăх ахальтен мар района КПСС Тĕп Комитечĕпе СССР Министрсен Совечĕн, ВЦСПСăн тата ВЛКСМ Тĕп комитечĕн куçса çỹрекен Хĕрлĕ ялавĕпе чысланă.

Тупăшлă ĕçленине кура колхозниксем алла тивĕçлĕ ĕç укçи илнĕ. Çапла майпа вĕсен пурнăç шайĕ те ỹссе пынă. Василий Яковлевич палăртнă тăрăх, хуçалăх ĕçĕнче вăй хуракан районти 9 пин кил хуçалăхĕнчен 3 пин килти хушма хуçалăхра шăпах çак тапхăрта çĕнĕ капмар çуртсем хăпартса лартма пултарнă.

Ку çулсенче хуçалăхсен ертỹçисем пулса вăй хунă, вăтам сыпăкри звеносене ертсе пынă çынсем В.Шадриков тĕрлĕ регионсенчи малта пыракан хуçалăхсен ĕç опычĕпе паллашма, вĕсене вырăнта ĕçе кĕртме майсем туса панине те аса илеççĕ. Вăл ертỹçĕсенчен кашни кунхи ĕçшĕн епле çирĕп ыйтакан ертỹçĕ, пĕр вăхăтрах халăхран уйрăлмасăр тĕрлĕ отрасльте тăрăшакан çынсене хавхалантарма пĕлнине, çав çулсенче мĕн чухлĕ çынна чапа кăларнине — тивĕçлĕ наградăсем илме пулăшнине те Елчĕксем халĕ те лайăх астуса тăраççĕ. Вĕсенчен хăшĕ-пĕрне аса илер: Петр Чернов республикăра пĕртен-пĕр çын «СССР халăх учителĕ» (1980), «Победа» колхоз механизаторĕ Алексей Сурков «СССР Патшалăх премийĕн лауречĕ» (1978), çак колхозра комплекслă бригада бригадирĕ пулса вăй хунă Николай Панкратов «Социализмла Ĕç Геройĕ» (1981), Патреккел халăх хорĕн ертỹçи Геннадий Борисов «РСФСР культура тава тивĕçлĕ ĕçченĕ» (1986) ятсене тата ытти нумай çын пысăк хисепе тивĕçнĕ.

В.Шадриков ун чухнех ялти специалистсен, уйрăмах ял хуçалăхĕнче ĕçлекенсен ят-сумне ỹстересси, вĕсене ятарлă пĕлỹ илме пулăшасси çине пысăк тимлĕх уйăрнине пĕлетпĕр. Хăй те тăтăшах пĕлĕвне малалла ỹстернĕ: 1984 çулта КПСС Тĕп комитечĕ çумĕнчи обществăлла наукăсен академийĕнчен вĕренсе тухнă.

Ун чухне тин анчах ял хуçалăх управленийĕнче зоотехник пулса ĕçлеме тытăннă, кайран нумай çул тĕп зоотехникра вăй хунă Вера Ивановна Васильева ĕçе тухăçлă йĕркелессишĕн чун-чĕрипе хыпса çунакан КПСС райкомĕн пĕрремĕш секретарĕ тарăн кунчаллă резина атă тăхăнса ял хуçалăх управленийĕпе ветеринари станцийĕн специалисчĕсемпе пĕрле ирхине 3 сехетрех фермăсене тĕрĕслеме тухса çỹреме вăхăт тупнине, хăй вара унран ĕçлеме нумай вĕреннине аса илет. Тимлĕ ертỹçĕ вырăнсенчи лару-тăрăва — лайăххине те, çитменлĕхсене те хăй куçĕпе курса хак панă, паллах. Министерствăра ĕçленĕ чухне те вăл малта пыракан опыта, çĕнĕ технологисене ĕçе кĕртес тĕллевпе специалистсемпе тĕл пулса семинар-канашлусем, зооветконференцисем ирттерме вăхăт тупнă.

Малаллине хаçатра вулама пултаратăр…

Саламлатпăр!

Хисеплĕ ентешĕмĕре — хăйĕн ĕмĕрĕ тăршшĕпех халăх хушшинче ĕçлесе пысăк ят-сума тивĕçнĕ, республикăн социаллă экономика аталанăвĕнче паллă йĕр хăварнă общество ĕçĕн хастарне, «Чăваш Республикинчи агропромышленность комплексĕн ветеранĕсен Канашĕ» обществăлла организацин пуçаруçине, Таяпа Энтри ялĕнче çуралса ỹснĕ, Шупашкар хулинче пурăнакан Василий Яковлевич ШАДРИКОВА çывхарса килекен 85 çулхи юбилей ячĕпе чун-чĕререн саламлатпăр. Ырлăх-сывлăх, иксĕлми телей, вăрăм кун-çул сунатпăр. Çулсем иртни тунсăх ан кỹтĕр, малашлăхра палăртнă ĕçсене пурнăçа кĕртме те ăнăçу сунатпăр. Тăван çĕр-аннемĕре юратни, ял йăли-йĕркине манманни, ĕçлекен çынна яланах пулăшса тата хавхалантарса пыни Сире палăртнă тĕллевсене пурнăçлама вăй-хăват парса тăтăр. Эсир пирĕнпе юнашар пулнишĕн эпир тивĕçлипе савăнатпăр, мухтанатпăр!

АПК ветеранĕсен округри канашĕн пайташĕсем.

Светлана АРХИПОВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code